Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ирӗксӗрех ҫын куҫӗнчен пӑхма тивет

Софья Савнеш19.03.2017 22:175359 Пурĕ пăхнă

Халӗ патшалӑх сусӑрсене пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшать. Чылай ҫӗрте халӗ вӗсем валли пандуссем лартнӑ. Кун пек кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗме-тухма меллӗ.

Нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви Шупашкарти аэропорта, вокзалсене, чукун ҫул вокзалне, автостанцисене тӗрӗсленӗ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, тӗп хулари чылай вокзал куҫ курманнисем тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем валли юрӑхлӑ мар.

Аэропортра сусӑрсене пулӑшмашкӑн пӗр ҫынна ҫеҫ уйӑрнӑ. Унта сусӑрсем валли икӗ кӳме пур. Анчах аэровокзал сусӑрсем валли юрӑхли ахаль ҫеҫ палӑрнӑ. Чӑннипе вара аэропорт ҫуртне ку енӗпе лайӑхлатас тесен юсаса ҫӗнетмелле. Сӑмах май, унта нумаях пулмасть Шупашкара ӑмӑртӑва килнӗ сусӑр спортсменпа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӑна аэропорт ӗҫченӗсем багаж хумалли вырӑнтан тухма сӗннӗ, мӗншӗн тесен кӳмепе анма пулӑшакан ятарлӑ хатӗр пулман. Анчах спортсмен ку сӗнӗве йышӑнман, ыттисемпе пӗрлех аннӑ.

«Ҫӗнӗ вокзалта» та кунашкал лару-тӑру. Унта та йӑлтах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ сусӑрсем валли юрӑхлӑ пулӗ. Чукун ҫул вокзалӗ тата Хулаҫум вокзалӗ хусканупа тӗрев енчен сусӑр тата япӑх илтекен ҫынсем валли ҫеҫ условисем пур. Анчах икӗ вокзалӗ те куҫ курманнисем валли услови туса паман. Хулари автостанцисем вара сусӑрсем валли пачах юрӑхсӑр.

ЧР Транспорт министерстви ку тӗрӗслеве Шупашкарти аэропортра паралимпиецпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн ирттернӗ. РФ Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх тата Транспорт министерствисем пӗтӗм аэропорт сусӑрсене йышӑнма хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслессине каланӑ. Кунсӑр пуҫне тӗнче шайӗнчи аэропортсен пурин те амбулифт туянма тивӗ. Шупашкарта кунашкал лифта кӗркунне туянма палӑртнӑ.

Сусӑрсем ытти ҫынпа танах. Вӗсем валли те условисем туса памалла. Шупашкарта ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ-ха. Куҫ курманнисем валли светофор симӗс ҫутнӑ чухне пиклетет. Кунашкал ҫынсем валли ятарлӑ тротуар та пур. Анчах кӳмепе ҫӳрекен ҫынсем валли пур ҫӗрте те пандуссем ҫук-ха. Ҫавна май вӗсем пур чухне те кирлӗ ҫӗре кӗреймеҫҫӗ. Ирӗксӗрех ҫын куҫӗнчен пӑхма тивет.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj