Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Хӗрарӑмсем черкке тӗпӗнче хуйхине путараҫҫӗ

Софья Савнеш12.02.2017 22:135723 Пурĕ пăхнă

 

Юлашки вӑхӑтра ял эрех ӑшне путни кулянтарать. Арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те черкке енне туртӑнаҫҫӗ. Намӑс-симӗс пирки манса пыраҫҫӗ. Ачисен умӗнче хӑть вӑтанасчӗ.

Пӗррехинче чӳречерен пӑхрӑм. Курах кайрӑм: ӳсӗр хӗрарӑм урам варрипе саркаланса, тайкаланса утать. Чим-ха, ара, ку манӑн класс ертӳҫи вӗт. Хӗллеччӗ. Хайхискер юр тӑрӑх нуски вӗҫҫӗнех утрӗ. Ҫӑматне аллинче тытнӑ. Пӗр кинемей патӗнчен килнине тӳрех чухларӑм. Ялан ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ вӗсем. Лешӗн патӗнчен тухнӑ чухне пушмакне те тӑхӑнайман шельмӑ ӳсӗр хӗрарӑмӗ. Тепӗр тесен, кунран тӗлӗнмерӗм. Вӑл тахҫанах черкке тӗпӗнче телей шырать. Упӑшкине пытарнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ тӗллевне ҫухатрӗ вӑл. Турӑ ача-пӑчаллӑ пулма пӳрмерӗ вӗсене. Питӗ лайӑх вӗрентекенччӗ вӑл. Ачасемпе пӗрле ялсем тӑрӑх концертсемпе ҫӳретчӗ. Чӑваш литературипе чӗлхин урокӗсене питӗ лайӑх ертсе пыратчӗ. Упӑшки шартлама сивӗре шӑнса вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ кустӑрми аялалла кусма пуҫларӗ унӑн. Ҫурчӗ ӗҫкӗҫсен йӑвине ҫаврӑнчӗ. Кунӗпе кам кӑна хутламасть-ши унта? Йӗркеллӗ пурӑннӑ хӗрарӑмах ҫапла пулса кайрӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ: хуйхӑ ҫынна пусарать, тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрать.

Ялти тепӗр хӗрарӑм та упӑшкине ытла та ир пытарчӗ. Вӑл та эрех аварне путрӗ. Халӗ кашни кун тенӗ пекех ӳсер ҫӳрет вӑл. Ачи-пӑчи ӳссе тухса кайнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ. Асанне-кукамай ятне илтнӗ хӗрарӑм хӑй тӗпсӗр авӑра лекнине ӑнланмасть.

Тепӗр хӗрарӑм, Люда ятлӑскер, лавккара ӗҫленӗ чухнех эрех ӗҫме тытӑнчӗ. Лавккара темиҫе хӗрарӑм пухӑнса ӗҫетчӗ. Хӑй шутсӑр чееччӗ. Лавккана килекен ӳсер ҫынсене улталатчӗ кӑна. Ҫапла эрех ӗҫнӗ укҫине хӑйӗн кӗсйинчен кӑлармастчӗ. Кайран ӗҫрен кайрӗ пушшех те эрех нумай ӗҫме пуҫларӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче клуба тухса ларчӗ вӑл. Малтанах палласа илеймерӗм. Пичӗ-куҫӗ шыҫӑнса ларнӑ, этем сӑнӗ юлман.

Вӑт ҫапла пурӑнать ялти хӑш-пӗр хӗрарӑм. Вӗсене нимӗн те кирлӗ мар. Картишри выльӑх выҫӑ тӑрать-и, пӳртре тирпейсӗр-и — пур-пӗрех. Хуйхине эрех чӗрккинче пытараҫҫӗ вӗсем.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Запомните // 1699.84.0765
2018.05.06 17:57
Древняя Восточная мудрость гласит: "Хотите испортить общество - испортите женщину". В стране, где женщина испорчена, нет ничего святого.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj