Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Карччына реставрацилемелле

Agabazar21.12.2016 12:365563 Пурĕ пăхнă

Ӳкерчӗкре: Н.К.Сверчковӑн: "Чӑваш сӑваплӑхӗ" карччынӗ. Тӗрӗсрех, ҫав карччынӑн репродукцийӗ (Интернетра репродукцилени). Оригиналӗ — тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсемпе хут ҫине ӳкернӗскер. Ҫавнашкал техника.

Ҫак карччына Никита Кузьмич Сверчков (1891-1985) 1946-мӗш ҫулта ӑсталанӑ.

Унӑн вырӑсла ячӗ — "Чувашская молельня". Тепӗр тӗлте ӑна "Языческая молельня" тесе асӑннӑ, 1940-мӗш ҫулта ӑсталанӑ тенӗ. Авторӗ хӑй карччынне чӑвашла епле ят пани паллӑ мар. Ҫапла вара "Чӑваш сӑваплӑхӗ" тени чӑннипе куҫару пулса тухать.

1946-мӗш ҫул... Тин ҫеҫ хаяр вӑрҫӑ вӗҫленнӗ. Никита Сверчков вара ҫак карччына ҫырать.

Тархасшӑн, пӑхсамӑр карччын ҫине тимлӗрех! Уйрӑмах — сулахай енчи ҫӳлти кӗтесе. Вӑл тӗлте автор кӑрӑнташӗ хӑварнӑ сӑрӑ ҫийӗнсе пӗтнине туймастӑр-и? Чӑн та, шап-шурӑ пушӑ вырӑн мар унта. Темӗнле эрешӗн ӗмӗлкисем курӑнкалаҫҫӗ. Мӗн пулма пултарать-ха вӑл?

Ман шутпа, ӳнерҫӗ карччынне ӳкерме усӑ курнӑ хут чӑн малтанах ҫавнашкал эрешлӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чухӑнлӑха пула тап-таса шурӑ хут тупӑнман та, вара ҫакнашкал пӗрре усӑ курнӑ хута тепре ӗҫе яма тивнӗ художникӗн.

Халь вара, ҫиелти сӑрӑ (тӗс кӳртекен материалне ҫапла асӑнӑпӑр) хӑпӑнса пӗтнине кура, хайхи никӗс ҫиеле тухнӑ та карччына пӑсса тӑрать.

Ҫак чаплӑ хайлава ним тӑхтаса тӑмасӑрах РЕСТАВРАЦИЛЕС пулать.

Хамӑр патра специалистсем ҫук пулсан, ӑстасене е чӗнсе илес пулать, е кама та пулсан вӗренме ямалла.

Ытах тепӗр тесен карччынне хӑйне Мускаври е Питӗрти пӗр-пӗр мастерскоя е лабораторие вӑхӑтлӑха кайса леҫмелле.

Ӑнланакан ӑнланать: ку ӗҫ васкаса тумаллискер. Мӗншӗн тесен кая юлсан каю шӑтать. Ним тумасӑр алӑ усса ларсан, пӗр енчен, карччынне халӑха кӑтартма май ҫук, тепӗр енчен, ҫак япала малалла та ҫаплипех арканса пырасси вӑйланать.

"Чӑваш сӑваплӑхӗ" карччына епле пулсан та сыхласа хӑварасчӗ! Ӑна, калӑпӑр, "Чӑвашкино" фильмӗсен синкерлӗ шӑпи пырса ан ҫаптарччӗ!

_____________________________________

Никита Кузьмич Сверчковӑн "Языческая молельня" ятлӑ тепӗр карччын та пур. Ҫав техникӑпах хут ҫине ӳкернӗ. Ӳкернӗ вырӑнӗ те ҫавах пулас. Слапух турра, вӑл хайлав аванах упранать пек.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj