Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.8 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Лӑпӑр-лапӑр сарнӑ ҫул ҫурхи шывпа юхса каймӗ-ши?

Софья Савнеш13.11.2016 17:494411 Пурĕ пăхнă

Шупашкарти ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫӗршывӗпех «чапа» тухрӗҫ. База проездӗнче асфальт сарнине Пӗрремӗш каналпа хыпарсен кӑларӑмӗнче кӑтартни, ахӑртнех, подряд организацийӗшӗн те, чиновниксемшӗн те кӗтменлӗх пулчӗ. «Гарант» компани ӗҫченӗсем асфальта пӑрлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче сарнине пурте курчӗҫ пулӗ.

Тен, ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫула ҫавӑн пек условисенче сарнине курмӑш туса ирттерсе ярӗччӗҫ. Анчах Пӗрремӗш каналти сюжет пурне те ура ҫине тӑратрӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене «тӑваттӑмӗш влаҫ» тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав. Сюжет хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗ, чиновниксем канӑҫне ҫухатрӗҫ-тӗр. Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЖКХ сайтӗнче пресс-релиз тупӑннӑ. Унта Шупашкарти автомобилистсем ку пулӑм тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ, ҫавӑнпа Шупашкар ертӳлӗхӗ подряд организацийӗ тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн.

«Ӗҫсене ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра ирттернӗ, эппин, ку технологие пӑсни шутланать. Ку ӗҫе подряд организацийӗнчен йышӑнмӗҫ, укҫа тӳлемӗҫ. Шупашкар ертӳлӗхӗ акӑ мӗн йышӑннӑ: ҫав ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка подряд организацийӗ лайӑх ҫанталӑкра юсӗ, йӑлтах хӑйӗн укҫипе пурнӑҫлӗ», — пӗлтернӗ ведомство пуҫлӑхӗ Олег Белов.

Чӑнах та, Пӗрремӗш канал «Ютубри» видеона хыпарсен кӑларӑмӗнче кӑтартман пулсан, ҫула пӑрлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче юсанине асӑрхамасӑрах юлӗччӗҫ. Пирӗн ҫапла – курмӑш тума хӑнӑхнӑ. Ара, ҫула юр е ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра сарни – сайра тӗслӗх мар вӗт. Палӑртнӑ вӑхӑтра ӗҫе вӗҫлес тесе подряд организацийӗсем нимӗнле ҫанталӑка та пӑхмаҫҫӗ.

Хамӑр ялах илем. Кӑҫал тинех ҫул сарса пӗтерчӗҫ (ӑна пӗлтӗрех пуҫланӑччӗ, ҫав ҫулах вӗҫлеме шантарӑччӗ). Ҫулла пӗр хускану та пулмарӗ. Ҫанталӑк кӗр енне сулӑнсан пуҫларӗҫ тапаҫланма. Ахӑртнех, чӳк уйӑхӗнчех юр ҫӑвасси пирки вӗсем шухӑшламан. Асфальта сарса пӗтерчӗҫ-ха. Анчах унӑн ҫирӗплӗхӗ – тепӗр ыйту. Тепӗр эрнерен яла килсен тӗлӗнсех кайрӑм – хытӑ сийлӗ ҫул арканма пуҫланӑ! Унта та кунта вак чулсем ҫиеле тухнӑ. Халех ҫапла пулсан ҫитес ҫул мӗн пулӗ? Ҫурхи шывпах юхса каймӗ-ши? Нивушлӗ ҫав ҫула подряд организацийӗнчен йышӑнӗҫ? Ҫак кунсенче тротуар сарса пӗтерме шухӑшланӑ пулмалла. Каҫхине сӑмала тиенӗ машина килчӗ. Тӗттӗмленчӗ. Ҫул ӗҫченӗсем – тӑваттӑн ҫеҫ, ӗлкӗреймеҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти ҫынсене чӗнсе тухрӗ. Ку юрӗ-ха, тем мар, ӗҫлесен ҫын вилмест. Анчах юр лаплаттарса ҫуни вӗсемшӗн нимӗнле чӑрмав та кӳмерӗ – тротуара сарса пӗтерчӗҫ. Ӗҫе лӑпӑр-лапӑр туниех вӗт-ха ку. Малашне чӑтӗ-и вӑл, ҫирӗп пулӗ-и – никама та пӑшӑрхантармасть. Вӗсемшӗн пулсан… Ӗҫе тунӑ та алӑ сулнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj