Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Астрономие чӑвашла вӗрентмелле

Agabazar10.10.2016 19:514279 Пурĕ пăхнă

Астрономие каллех шкулта вӗрентме хатӗрленеҫҫӗ.

Тепӗр вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫланать тесе шантараҫҫӗ.

Эппин, чӑваш ачисене астрономие чӑвашлах вӗрентме пуҫласчӗ.

Ман шутпа, ҫапла тумашкӑн халӗ ҫав тери меллӗ самант. Темӗнле "реформӑсем" туса ирттермесӗрех, тӳрех "нульрен" пуҫласа, чи кӑсӑклӑ предметсенчен пӗрне чӑвашла ӑша илсе ӳсмешкӗн май пур пек пулса тухать. Тавайӑр-ха ҫак тӑрӑмпа усӑ курса юлар. Мӗншӗн тесен кун пекки час-часах пулмасть.

Астрономи урокӗсем нумай пулас ҫук. Унччен те ӑна эрнере пӗр хут е икӗ эрнере пӗр хут ҫеҫ вӗрентнӗ. Халӗ те ун валли нумай сехет уйӑрса парас ҫук. Ҫак енчен илсен те курӑнать ӗнтӗ чӑвашла вӗрентме тытӑнассин проблемисем нумаях пулмасси. Ӗҫе кӳлӗнме, чӑннипе калас-тӑк, ырӑ кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ.

Вӗрентӳ планӗсене, стандарчӗсене, вӗренткӗчсене Мускавран частарах ыйтса илесчӗ те ним тӑхтаса тӑмасӑр чӑвашла куҫарма пуҫласчӗ. Вара аккурат ыттисемпе пӗрле, шӑп тепӗр ҫултан, чӑвашла астрономие шкулсенче шарлантарма тытӑнасчӗ.

Ку сӑна илнӗ вырӑн.

Малтанхи сӑна илнӗ вырӑн. Унта, ӳкерчӗк ҫинче, икӗ шӑпӑрлан Хуркайӑк Ҫулне (пирӗн Галактикӑн тӳпери палӑрӑмӗсенчен пӗрне) сӑнаҫҫӗ.

"Чӑвашла вӗрентмелле" тени ҫакна пӗлтерет:

1)Вӗрентевҫӗ чӑвашла пӗлет, чӑваш чӗлхипе усӑ курать.

2)Вӗренткӗчсем тата ытти пулӑшу хатӗрӗсем чӑвашла.

3)Класс журналӗн "Астрономи" пайӗнче пӗтӗм хыпар-хӑнар чӑвашла ҫырӑнса пырать.

4)Вӗренекенсем хӑйсен астрономипе тытса пыракан тетрачӗсене чӑвашла тултарса пыраҫҫӗ.

5)Астрономипе пулакан класс тулашӗнчи мероприятисем чӑвашла иртеҫҫӗ.

Чӑвашла вӗрентнипе астрономи вӑл астрономи пулма пӑрахмасть. Астрономи — Африкӑра та астрономиех!

 

                                    Никамран та ютшӑнмасӑр,

                                    Тан хурса пур йӑхсене,

                                    Ят хума пултарнӑ хамӑр

                                    Хӗвеле, ҫӑлтӑрсене...

                                    ©Петӗр Хусанкай

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj