Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха.
Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Укаринӑра, Беларуҫре, Кӑнтӑр Осетире те ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Совет Союзӗ аркансан ку йӑлана пӑрахӑҫламан.
Ҫак кун ҫӗршыври регионсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫамрӑксен хӑйсене ытла та харсӑр тытаҫҫӗ-ши? Ҫак кун лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ку, паллах, лайӑх. Анчах ку йӗркене ахальтен йышӑнман вӗт. Ҫамрӑксен тыткаларӑшне кура ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ.
Правительство ҫӑмрӑксене пулӑшас тесе сахал мар тӑрӑшать. Вӗсем валли патшалӑх программисем пур. Яш-хӗре яла илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӗсем валли унта мӗн юлнӑ? Клубсем ишӗлеҫҫӗ, колхозсем тахҫанах арканса пыраҫҫӗ. Ҫамрӑксен ирӗксӗрех укҫа нумай тӳлекен ҫӗре кайма тивет. Паллӑ ӗнтӗ ӑҫталла каяҫҫӗ вӗсем — Мускава.