Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Сантӑр: Чӑваш чӗлхишӗн кар тӑрар!

Сантӑр24.06.2016 21:503283 Пурĕ пăхнă

Халӑх хутлӑхӗнче чӑваш чӗлхипе, уйрӑмах ҫыруллӑ чӗлхепе, усӑ курни пирки

Паллӑ ӗнтӗ, паянхи куна халӑх хутлӑхӗнче (усламҫӑсем, тӗрлӗ кантурсемпе организацисем хӑйсен ӗҫӗнче) чӑваш чӗлхипе усӑ курманнипе пӗрех. Ку вӑл тӗрлӗ сӑлтавсемпе ҫыхӑннӑ, пӗр сӑмахпа каласан — чӑваш чӗлхин статусӗ питӗ пӗчӗк шайра, нумай ҫыншӑн ун кирлӗлӗхӗ ҫукпа пӗрех.

Ҫак ӗҫре усламҫӑсен ак мӗн пӗлмелле: вӑйра тӑракан саккунлӑхпа килӗшӳллӗн кашни чӑвашӑн пур информацие хӑй тӑван чӗлхипе илме ирӗк, право, пур. Унсӑр пуҫна кашни чӑвашшӑнан йӗри-тавра унӑн тӑван чӗлхипе ҫырни хӑйӗншӗн питӗ кӑмӑллӑ.

Ҫав вӑхӑтрах пирӗн ҫакна асра тытмалла, ҫак енпе ӗҫлемелле:

1. Чӑваш чӗлхипе курӑмлӑ хитре те тӗрӗс усӑ куракан учрежденисемпе организацисене палӑртмалла, мухтамалла, вӗсем ыттисемшӗн тӗслӗх пек пулмалла.

2. Чӑваш чӗлхипе усӑ курма кӑмӑл тӑвакан, анчах та йӑнӑшакан е ҫак ӗҫре йывӑрлӑхсем тӳсекен учрежденисемпе организацисене вӗсен йӑнӑшӗсене палӑртса тӳрлетме пулӑшмалла.

3. Чӑваш чӗлхипе пач та усӑ курман учрежденисемпе организацисене ҫӳлерех палӑртнӑ иккӗмӗш абзацри шухӑшпа, кӗскен каласан, паллаштармалла, паллах, хирӗҫмесӗр-вӑрҫмасӑр.

Хамӑрӑнтан нумай килет :) Чӑваш чӗлхишӗн кар тӑрар! Республика кунӗпе, туссем :D

Ирӗклӗх ушкӑн.

 

Сӑн ҫинче: чӑваш хӗрачисем Шупашкарти Акатуйра (2016, Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн)

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj