Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им?

Софья Савнеш19.06.2016 22:055315 Пурĕ пăхнă

Ҫимӗк чӑннипех те пысӑк уяв. Ҫак кун мунчара ҫӗнӗ милӗкпе ҫапӑнма, 77 тӗслӗ курӑкпа ҫӑвӑнма хушаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ку йӑла манӑҫа тухман — курӑк татса сиплӗ шыв хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗнӗ милӗк хуҫма вӑрмана каяҫҫӗ.

Ҫимӗк умӗн ҫӑва ҫине кайса ваттисене асӑнаҫҫӗ. Ҫак кун масар ҫине халӑх лӑк тулли пухӑнать. Анчах хӑш-пӗр тӑрӑхра масар ҫинче вилнисене асӑнасси уява ҫаврӑннӑн туйӑнать. Эрех кӳпса лартма килнӗнех туйӑнать. Сӑмахӑм — тури районсем пирки (тен, хӑш-пӗр тӑрӑхра унашкал мар, пуриншӗн те каламастӑп). Пирӗн ҫӑва ҫине эрехсӗр каякан ҫын та ҫук пулӗ. Вилене те «ҫуттисӗр» пытармаҫҫӗ. Анатри районта, Патӑрьел тӑрӑхӗнче, пулнӑччӗ. Ҫынна пытарсан унта никам та эрех сӗнмест. Асӑнма сӗтел хушшине ларсан та эрех-сӑра лартмаҫҫӗ. Пирӗн патра урӑхларах — сӗтел ҫинче эрех пулмалла. Ӑна хӑнасене те ӗҫтереҫҫӗ, вилнӗ ҫынна асӑнса ятарлӑ савӑта ярса пыраҫҫӗ. Ӑна кайран пахчана тухса параҫҫӗ. Тӗлӗнмелле: тури тата анатри районсене темиҫе ҫухрӑм ҫеҫ уйӑрса тӑрать, йӑла вара пачах расна.

Хӑш-пӗр ҫын хӑйне масар ҫинче килӗшӳсӗр тытать. Телефон шӑнкӑртатсан тӗнче илтмелле хытӑ кӑшкӑрса калаҫакан та пур. Теприсем эрех ӗҫсе ӳсӗрлеҫҫӗ те месӗрле тӳнсе каяҫҫӗ. Пур районта та ҫапла хӑтланаҫҫӗ-ши? Пӗлместӗп. Анчах ваттисене асӑнасси кунашкал пулмалла мар. Туй мар вӗт.

Пӗлӗшрен илтнӗччӗ: Патӑрьел тӑрӑхӗнче Ҫимӗк кунӗнче ташласа юрлаҫҫӗ. Ку вӗсемшӗн пысӑк уяв. Те чӑнах ку — калама пултараймастӑп. Тен, кун пирки каласа кӑтартакан тупӑнӗ?

Ӗлӗк Ҫимӗкре мӗнле йӑла-йӗрке пулнӑ-ши? Шел, кун пирки каласа кӑтартман никам та. Ахӑртнех, вӗсем халь манӑҫа тухнӑ. Ватӑ ҫынсем автан авӑтман яла кайса пыраҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑксене вӗрентмесен камӑн ку тивӗҫе пурнӑҫламалла? Ҫамрӑксен хӑйсен те аслисенчен вӗренсе юлмалла. Анчах вӗсем те, ялсенче пушшех те, эрех ӗҫме хӑнӑхаҫҫӗ. Масар ҫинче хӑйсене ҫапла тытаҫҫӗ. Кун пек пурӑнсан ҫитӗнекен ӑру валли мӗн юлӗ? Тӑван халӑхӗн йӑли-йӗркине пачах та пӗлмӗҫ-ши вӗсем?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj