Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: ЧНК «хитре те капӑр хӗр»-ши?

Аçтахар Плотников09.06.2016 11:145069 Пурĕ пăхнă

ЧНК пирки хыпар-хӑнар лартас пулсан яланах пӑтӑрмах сиксе тухать. Вӗсен ӗҫне ҫутатас тесе икӗ хутччен Президиум ларӑвне кайсаччӗ. Унта мӗн илтни-курни пирки хыпар ҫырнӑ хыҫҫӑн яланах нушаччӗ — Валерий Клементьев ЧНК ӗҫне сиен кӳме пултаракан информацие тӳрлетме е кӑларса пӑрахма сӗнетчӗ. Иккӗ пулнӑ хыҫҫӑн урӑх унта ҫул тытма пӑрахрӑм. Ара чи интереслӗ, чи кӑсӑклӑ информацие кӑларса пеме ыйтаҫҫӗ те… Хыпарне вулакана интереслӗ ҫырмасан кам ӑна вулатӑр?

Ак, ӗнер ман алла ҫитес Мӑн Канашӑн пухӑвӗн йыхрав хучӗ лекрӗ. Ӑна вырӑсла ҫырни мана чӑн та тӗлӗнтерчӗ. Ара, вӑл ларура, чӑваш чӗлхине епле малалла аталантармаллине сӳтсе явасшӑн-ҫке! Ӗҫе капла тума юраманнине, тем тесен те ЧНК-ра та пулин хут ӗҫне чӑвашла туса пымаллине кӑтартас тесе хыпара лартрӑм. Сиссех тӑтӑм ӗнтӗ, «конгресран ыран шӑнкӑравлаҫҫех», тесе. Чӑн та Валерий Клементьев шӑнкӑравларӗ.

ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ мана хайхи, каллех, ҫак информацие илсе пеме ыйта пуҫларӗ. Эпӗ, имӗш, ЧНК ӗҫӗнче япӑххине кӑна куратӑп. Лайӑх ӗҫсене ҫутатмастӑп, япӑххисене кӑна. Пӗрле ӗҫлес вырӑнне ЧНК-на хирӗҫ тӑрӑшатӑп. Йыхрав хутне вӗсем юстици министерстви ыйтнипе, конгресс уставӗпе килӗшӳллӗн, саккуна пӑхӑнса вырӑсла йӗркеленӗ. Вӑл хутсене юстици министерстви тӗрӗслесех тӑрать, ҫавӑнпа та вырӑсла хатӗрлеме тивет иккен.

Эпӗ хам юрист мар. Хутсене чӑвашла хатӗрлеме юстици министерстви чарни е чарманни пирки татӑклӑ калаймастӑп. Ҫавах та ман шутпа чӑваш чӗлхине ку тӗлӗшпе нимӗнле те хӗсме пултармалла мар. Енчен те организаци хӑйӗн хучӗсене тӑван чӗлхепе туса пырасшӑн пулсан, ман шутпа чарусем пулмалла мар. ЧНК та, чӑвашлӑха хӳтӗлеме тунӑ чи сумлӑ организаци, чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе тӗслӗх кӑтартса хӑйӗн хучӗсене чӑвашлах йӗркелесе пымаллах пуль. Эпӗ юрист мар, тен, чӑн та чару пур...

Мӗншӗн хитре хӗре асӑнтӑм? ЧНК ертӳлӗхӗ мана ҫавнашкал «хитре те капӑр хӗре» асаилтерет те. Хитре хӗре юрас тесен каччӑ мӗн тӑвать? Мухтать, лайӑх енӗсене илсе кӑтартать. Япӑх енӗсем пирки вара, хӗре сивӗтес мар тесе, шарламасть, пытарать. ЧНК-та хӑйне ҫавнашкал тытать — хӑйӗн пирки лайӑххине кӑна илтесшӗн. Анчах япӑх енӗсем вӗт-ха ниӑҫта та ҫухалмаҫҫӗ.

ЧНК-ра пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и? Пӗтӗмпех лайӑх-и? Ҫук пуль. Хуть те мӗнле организацире те, хуть те камӑн та лайӑх енӗсем те япӑххисем те пур. Паллах, лайӑххине кӑна илтме яланах кӑмӑллӑ. Ҫавах та япӑххине, кӑлтӑксене курмӑш пулни вӑл аталанӑва чарать. Кӑлтӑксемпе япӑххине кӑтартса эпир ҫынна е организацие тем тесен те пулӑшатпӑр кӑна. Тен, вӗсем ҫав кӑлтӑка асӑрхаман? Ун пирки пӗлтерсен вара ҫын е организаци ӑна пӗтерме пултарать, юсанма.

ЧНК тем тесен те хитре те капӑр хӗр мар. Ӑна юрас тесе, кӑмӑлне ҫавӑрас тесе ӗҫлеме Чӑваш халӑх сайчӗн нимӗнле сӑлтав та ҫук. ЧНК чӑваш халӑхӗн элчи, публичнӑй общество организацийӗ. Ҫавӑнпа та кӑлтӑкӗсене пытарса пурӑнма та сӑлтав ҫук.

Ман кӑлтӑксем ҫук-и? Пур. Чӑваш халӑх сайчӗн кӑлтӑкӗсем ҫук-и? Пур. Вӗсем пирки пӗлтерсен эп савӑнӑп кӑна. Эсир курнине, тен, эпӗ асӑрхаман? Вӑл вара сире чӑрмав кӳрет, сайтпа ӗҫлеме кансӗрлет. Юсасан аван пулни каламасӑрах паллӑ.

 

PS: юрать-ха Валерий Леонидович шӑнкӑравлас умӗн Владимир Болгарскийӗн статьине курма ӗлкӗреймен (вӑл шӑнкӑравлас умӗн пӗр сехет маларах кӑна курӑмлатрӑм). Ӑна та курнӑ пулсан ман ҫине тата Чӑваш халӑх сайчӗ ҫине татах та вӑйлӑрах кӳренӗччӗ пуль-ха…

PS2: ку статьяна вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн чӑн та ЧНК «тӑшманӗсен» ретне тӑрӑп пуль-ха...

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj