«Праймериз, праймериз» теҫҫӗ. Ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсемпе калаҫма хӑнӑхнӑ та халӗ ку сӑмахӑн пӗлтерӗшне, тунмастӑп, хам та малтан пӗлменччӗ. Ватӑ ҫынсем унӑн пӗлтерӗшне пушшех те ӑнкармаҫҫӗ ахӑртнех.
«Мӗн вӑл?» — ҫапла каланине пӗрре мар илтрӗм ялта. Ансатрах каласан — «тӗп суйлав умӗнхи суйлав». Ҫапла каласан кинемисемпе мучисем ӑнланаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл мӗн тума кирлине ӑнлантарма тивет. «Укҫа пустуй тӑкаклани», «Ӗҫлекенсен шалӑвне чакараҫҫӗ, кунта ав мӗн чухлӗ укҫа пустуй каять» — ҫапла каланине хам хӑлхапах илтрӗм. Ну, суйлаври комисси пайташӗсене укҫа тӳлеҫҫӗ, «Единая Россия» парти тӗрлӗ буклет кӑларнӑ (хаклӑ йышши хутран, журнал хучӗ пекех). Кунта та укҫасӑр пулман ӗнтӗ. Ҫапах ку халӑха кирлине ӗнентереҫҫӗ вӗсем. Халӑх шухӑшӗ тӳре-шарашӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ-ҫке-ха.
Алла тыттарнӑ виҫӗ хут ҫинчи кандидатсене ялти ватӑсем пӗлсех каяҫҫӗ-ши? Тепӗр ҫамрӑк та пӗлес ҫук вӗсене. Ӑна-кӑна чухламасӑр ҫекӗлсем лартса ячӗҫ-тӗр. Хӑш-пӗр ялта ҫынсене суйлав участокне ятарласа машинӑпа турттарчӗҫ. Ку — меллӗ паллах, лар та ҫийӗнчех вырӑна ҫит. Каялла та леҫсе яраҫҫӗ.
Ҫапах та тӗнче тетелӗнче праймериз хӑш-пӗр ҫыннӑн кӑмӑлне кайманни пирки вуласа пӗлтӗм. Вӗсен хӑш-пӗр шухӑшӗпе паллаштарас килет. «Халява патне нумайӑшӗ туртӑнчӗ. Хӑйсен сасне 100 тенкӗпе сутма хатӗр. Кайран шалу пӗчӗк тесе макӑраҫҫӗ, ҫулсем начарри, пульницӑсенче арӑш-пирӗш пулни, коррупци хуҫаланни пирки ӳпкелеҫҫӗ», — ҫырнӑ пӗри. «Бюджет учрежденийӗсенче суйлава кайма хушрӗҫ. Эсӗ ӑҫта кайни те, хӑвна мӗнле туйни те пӗлтерӗшлӗ мар», — тарӑхнӑ тепри. Наци радиовӗпе Шупашкарта суйлава пынисене парнесем парасси пирки илтрӗм-ха. Анчах хӑшӗ-пӗрине ним те лекмен-мӗн. Пӗр арҫын суйлава ачисемпех пынӑ. Ир-ирех вӑратнӑ вӑл вӗсене. Ара, аттракциона каймалли билет парассине пӗлтернӗ-ҫке. Вырӑна ҫитнӗ — ҫук-мӗн. Питӗ пӑшӑрханнӑ вӑл. Тепӗр хӗрарӑма вӑрӑ парнеленӗ. Питӗ савӑннӑ вӑл. Хӑшӗ-пӗри суйлавра халӑх хӗвӗшнипе сывлама сывлӑш ҫуккишӗн тарӑхнӑ. Пӗрин умӗнче бюллетень пӗтнӗ, ӑна ал вӗҫҫӗн ҫырма сӗннӗ. «Суйлав участокӗнче суйлавҫӑсемпе кӗтӳпе калаҫнӑ пек пуплерӗҫ», — чунран тарӑхнӑ тепри. Ку йӗркесӗрлӗхе «ҫӳлтисем» пӗлмеҫҫӗ ахӑртнех. Вӗсем кун пек асар-писере ҫийӗнчех пӗтерӗччӗҫ пуль…
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.