Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Идиотизм — пирӗн чи пысӑк тӑшман!

Agabazar20.05.2016 23:5122365 Пурĕ пăхнă

«Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиотизмӗнчен хӑтарасси», (Орфографи ҫумкомиссийӗн пуҫлӑхӗ Пётр Яковлев)

 

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн, — "Чӑваш чӗлхин орфографи ҫумкомиссийӗ" ятлӑскерӗн, — черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.

Манӑн комментарисем

1)"ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле;"

—Тӗппипех килӗшмелле.

2)"«ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: тӗслӗхрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм;"

—Ку —кашкӑртан тарса упа патне кайни. Пӗр идиотизмран тепӗр идиотизм патне! Пӗрле ҫырма та ятарласах палӑртни — аван, анчах принципӗ —КУЛӐШЛА! Кунашкал ҫавӑрттарса хуни "ҫумӑрлӑ кунсенче пӗрле ҫырмалла та уяр кунсенче уйрӑм ҫырмалла" тенинчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Е кунсем мӑшӑрлӑ (2;4;6;.....) е мӑшӑрсӑр (1;3;5;....) пулнине кура тӑвар-и тата?

"Ҫӑлкуҫ" сӑмах пур пулсан, унӑн туртӑм (камӑнлӑх) категорийӗнчи формисем те пурах ӗнтӗ*. Эппин вӑл аффикссене хушсан, мӗншӗн сӑмаха татакаласа ямалла? Тепӗр тесен, кама пи-и-и-и-и-ит кирлӗ, ҫавӑ "ҫӑл куҫ" тенине уйрӑм ҫырма пултарӗ, ҫапла вара "ҫӑл куҫӗ" те уйрӑм пулать. Ҫакна авторла орфографи тейӗпӗр. Питех "вӑрҫмӑпӑр" унашкаллисене. Контекст тӗрлӗрен пулма пултарать, ситуаци, лару-тӑру.... Йӗркевсем пурпӗрех мӗнпур япалана ытамласа илеймӗҫ. Ыттине пурнӑҫ хӑй вырӑнне лартать.

       Эх, Матькасси!...

Питех кӑмӑл ҫук пулсан та, малалла шутласа каям-ха. Вӑт, каланӑ туртӑм категорийӗн 3-мӗш сӑпатри аффиксӗ пирки. Ытти сӑпатсенчи аффикссем пулсан еплерех ҫырмалла-ши? Ҫӑл куҫӑм, Ҫӑл куҫу.... Тата вӗт ӳкӗм аффиксӗсем, ытти аффикссем те пур! Мӗнле-ха вара ҫак аффикс валли "привелеги" е, тепӗр майлӑ, йывӑрлӑх сиксе тухать? Мӗн сӑлтавпа? Ҫӑлкуҫӑн... Кӑна епле ҫырмалла?

Чӑваш литературинче Петӗр Ҫӑлкуҫ автор пур. Вара Петӗр Ҫӑл Куҫӗ темелле-ши тивӗҫлӗ формӑра? "Петӗр Ҫӑлкуҫ сӑввисем", анчах: "Эх, мӑнтарӑн Петӗр Ҫӑл Куҫӗ!.." Пулмасть ун пек!

3)"кун ячӗсене, горизонт енӗн ячӗсене тата пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ ҫын ячӗсене (арҫын, хӗрача, арҫури) пӗрле ҫырмалла; ытти иккӗлентерекен сӑмахсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле;"

—Халлӗхе комментарисемсӗр хӑваратӑп.

4)" рим цифри хыҫҫӑн аффикс хушмалла мар (ку пункта хальхи орфографире сиктерсе хӑварнӑ пулнӑ);"

— Килӗшмелле. Анчах та пирӗн араб цифрисене те аффикссӑр ҫырма мекӗҫленеҫҫӗ.

Рим цифрисене аффикссӑр ҫырасси акӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ. Вӗсене ШУТА ПАЛӐРТМА усӑ курмаҫҫӗ. Йӗркене палартма ҫеҫ! Эппин кунта апла-капла пӑтраштарас хӑрушлӑх (иккӗлле-виҫҫӗлле ӑнланасси) ҫук. Араб цифрисем шута та палӑртнине кура, унашкал пӑтрашу пулма пултарать. Эппин вӗсемпе чухне аффикссене кӑтартмах тивет.

5)"ҫак глагол майлашӑвӗсене пӗрле ҫырмалла: кӗлту, пуҫҫап, сӑхсӑх, чупту (ытти иккӗлентерекен тӗслӗхсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле);"

—Пит аван!

6)"хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахпа пулӑшу пӗлтерӗшлӗ сӑмах ҫумне сӑмах улӑштаракан аффикс хушӑнсан уйрӑм ҫырмалла (эсӗ ялта иккенне хальтерех илтрӗм); сӑмах тӑвакан аффикс хушӑнсан пӗрле ҫырмалла (пӗрпеклӗх, тасамарлӑх, тӗрӗсмарлӑх)."

— Тӑна илеймерӗм-ха. Анчах та кунта ним хӑрушши те ҫукки тӳрех паллӑ!

 

Вулакан курать ӗнтӗ, кунта "орфографи сӑмахсарне пӑхмалла тени" тӗл пулать. Ӑна ҫапла тӑвӑпӑр-ха. Анчах кунта тепӗр ыйту: ШКУЛСЕНЧЕ АЧАСЕН ҪЫРУ ӖҪӖСЕНЕ ЕПЛЕ ХАК ПАМАЛЛА? Ыйтӑвӗ ку пит кирлӗскер, анчах ӑна чат орфографилле ыйтусенчен ҫирӗппӗн уйӑрмалла. Малтанах калам: статистика меслечӗсем юрӑхлӑ пулма пултараҫҫӗ.

Процедурӑсем пирки

Орфографи ҫумкомиссийӗ пӑхса тухнӑ. Унтан — чӗлхе комиссийӗнче пӑхса тухӗҫ. Малалла — Правительство патне тухасшӑн. Ҫапах та Парламент патнех ҫитме тивет. Мӗншӗн тесен хальхи йӗркевсем ун йышӑнӑвӗсем ҫинче никӗсленеҫҫӗ. Кунашкал "ҫулҫӳревре" каллех мыскарасем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пирки кам та пулсан шутласа пӑхнӑ-ши?

Ахаль СӖНӲ пек ҫеҫ йышӑнсан, унашкал нушасем пулас ҫук. Кунта "сӗнӳ" тенинчен хӑраса ӳкме кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен тӗпри йӗркевсем пурпӗрех апла та капла та ҫырма ирӗк параҫҫӗ. Сӗнӳсене вара ҫынсем, ИДИОТ ПУЛМАСАН, шута илеҫҫех.

Таса пулӑр!..

Spelling тесе акӑлчанла орфографие калаҫҫӗ.

 

P.S. Айкомисси тени шутсӑр килӗшрӗ.

_____________________________________________

*Чӑн та, уйрӑм сӑмахсен туртӑм категорийӗнчи формисем пулмасса та пултараҫҫӗ: Сас пур, анчах сасӑм, сасу, сасӗ, сасӑмӑр, сасӑр тенисем ҫук. Ну ку урӑхларах (урӑх лаптӑкра выртакан) ыйту-ха ӗнтӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj