Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Яла юрлама килеҫҫӗ те... хул хушшине эрех хӗстерсе каяҫҫӗ

Софья Савнеш31.01.2016 19:244828 Пурĕ пăхнă

Чӑваш эстрада артисчӗсем пирӗн яла, сайра-хутра пулин те, килсе каяҫҫӗ. Паллах, халь ӗлӗкхи мар — клуба ҫын сахал тухать. Халӗ кашни килте тӗнче тетелӗ пур, телевизор кӗрлет… Ҫавӑнпа-ши — халӑх чун апатӗнчен катӑках мар. Ара, халь ӗлӗкхилле 1–2 канал ҫеҫ кӑтартмасть вӗт, кашни килте тенӗ пекех спутник турилкке ҫакӑнса тӑрать. Унта вара мӗн курас килет — веҫех пур: концерт, сериал, ӑслӑлӑх, спорт… Чӑваш наци куравне, ЮТВ телеканала ҫеҫ кураймаҫҫӗ пирӗн ялсем. Вӗсене республикӑри кашни яла илсе ҫитерме хальлӗхе патшалӑх хевте ҫитереймен-ха.

Ку юрӗ-ха. Пурӑна киле чӑваш телекуравӗ кашни ялтах ярӑнама тытӑнасса шанатпӑр. Сӑмахӑм чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем пирки-ха. Пӗррехинче пирӗн яла пӗр ҫӑлтӑр килнӗччӗ (ятне асӑнма аван мар, вӑрттӑнлӑхра юлтӑр). Хайхискер концерт лартма килнӗ, ял халӑхне култарма. Анчах хӑй ӳсӗр. Шупашкартанах ҫапла килнӗ вӑл. «Ял халӑхне каять», — тенӗ-ши вара? Кӑштах та аванмарланма пӗлмеҫҫӗ. Ара, вӑл хӗрӗнкӗ пулнине пурте сиснӗ ахӑртнех. Хӑвӑрах пӗлетӗр: ӳсӗр ҫыннӑн латти-пӑтти ҫук.

Нумаях пулмасть ялти пӗр сумлӑ ҫыннӑн юбилейне каллех эстрада ҫӑлтӑрӗ килчӗ. Вӑл та хӗрӗнкӗ ҫитсе тӑчӗ. Юбилейра эрех-сӑрасӑр пулмасть. Ку пушшех те ӳсӗрӗлсе кайрӗ. Сцена ҫинче юрлаканскер микрофона туртса тӑпӑлтарсах кӑларчӗ. Фонограмма малалла юрлать. Ӳсӗр юрӑҫӑн ҫӑварӗ те уҫӑлмасть — шӑл йӗрсе тӑрать. Акӑ сана, ял халӑхӗ, юрӑ! Кӑштах совеҫ пулмаллах ӗнтӗ, аванмарланма та пӗлмелле. Ҫук вӗт — Шупашкара кайма тапрансан ку хул хушшине кӗленче хӗстерсе тухса кайнӑ.

Ҫавӑн пек шая ҫитрӗмӗр-ши вара? Ял халӑхӗ тесе ҫапла хӑтланмалла-им?

 

Ӳкерчӗк ҫинче: республикӑри пӗр ялти клуба пухӑннӑ халӑх.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj