Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Чӑвашла Википеди пирки

Agabazar14.01.2016 13:084958 Пурĕ пăхнă

Ӗнтӗ унта та кунта та Википеди 15 ҫул тултарни пирки калаҫаҫҫӗ.

Интернетра чӑвашла Википеди те пур. Унӑн тытӑмне, йӑли-йӗркине, йӗркевӗсене эп пӗлсех каймастӑп. Ӑна камсем тата мӗнлерех меслетсемпе тытса тӑни те маншӑн паллах мар.

Анчах та Википеди, тӳрех курӑнать, Интернетри чи паллӑ чӑвашла ресурссенчен пӗри. Мӗншӗн тесен, майсем пур пулин те, Тетелте, вӑл шутра чӑваш Тетеленче те (Чӑваштетре) ЧӐВАШ СӐМАХӖ ШУТСӐР САХАЛ. Калӑпӑр, социаллӑ тетелсенче (вконтакте, пӗркласрисем, фейсбук т.ыт.те) ҫырса ларакансем те чӑваш сӑмахӗпе ҫав тери сахал усӑ кураҫҫӗ. Официаллӑ порталсем пирки калама та кирлӗ мар.

Ҫаксене шута илсен, чӑвашла Википедин пӗлтерӗшӗ мӗн тери пысӑкки яр уҫҫӑн курӑнать.

Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, шкулсенче компьютер таврашӗ пирки, информаци технологийӗсем пирки вӗрентеҫҫӗ. Ытти уроксенче те компьютерсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна кура чӑвашла Википедире те чӑваш ачисем аппаланнин йӗрӗсем пулмалла пек ӗнтӗ. Шел, вӗсем унта курӑнмаҫҫӗ пек. Мана тӗрӗс ӑнланӑр: эп вандалсемпе тролльсем пирки каламастӑп.

Пӗр шутласан, ҫав чӑвашла Википедире мӗн чухлӗ ҫамрӑк ачасене аталантармалли мелсем! Яра пар кӑна! Ятарлӑн, ушкӑнпа тата малтанах палӑртнӑ планпа тӑрӑшса пырсан, Википеди чӑвашлӑха аталантармалли полигон пулса тӑма пултарать. Анчах....

Ку самант та чӑвашлӑх талккӑшпе йӑшса пынине тата тепӗр хут аса илтерет пулмалла...

Апла-и, капла-и, Википедие 15 ҫул тултарнӑ ятпа саламлатӑп! Чӑвашла Википедийӗ кӑшт кӗҫӗнрех пуль-ха ӗнтӗ. Анчах салам, паллах, унта тӑрӑшакансене те пырса тивет.

Май килнипе усӑ курса википедиҫӗсене сӗнӳсем те парса хӑварасшӑн.

Ман шутпа, хуть те мӗнле пулсан та, текстсене этеме юрӑхлӑрах чӗлхепе ҫырма тӑрӑшмалла. Экспериментсемпе сӑнавсем те кирлех пуль-ха ӗнтӗ, ҫапах та стандартлӑ чӗлхери тӗп нормӑсене тытса пыма тӑрӑшмаллах пуль. Нормӑсене малашне хӑш ҫулсемпе аталантарасси тӗлӗшпе те хы-ы-ы-ы-ытӑ шутлас пулать. Калӑпӑр, мана ак йӗркеллех пек туйӑнакан сӑмахсенех мекӗҫленсе "чӑвашлатма" хӑтланни шухӑшлаттарать.

Тавтапуҫ! Таса пулӑр!

________________________________________________

Ак ҫак материала вуласа пӑхма сӗнетӗп тата — http://secret-seo.ru/internet/vikip ... plachennymi-statyami

Ӳкерчӗке те ҫак сайтранах илнӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj