Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Света Петрова: Зоя Алексеевна Нестерова пултарулӑхӗ

Света Петрова24.12.2015 21:064296 Пурĕ пăхнă

Зоя Алексеевна Нестерова, чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, 1926 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал 90 ҫулхи сумлӑ юбилейне паллӑ тӑватттӑмӑр. Уписем паллӑ ҫыравҫа манмаҫҫӗ.

 

Зоя Нестеровӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулман. Ҫамрӑк хӗр Упи вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухать. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Упи вӑтам шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Зоя Алексеевна Комсомольски районӗнчи Чурачӑк шкулӗнче, Шупашкар районӗнчи Шемшер шкулӗнче те ачасене вӗрентет. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Магадан облаҫне илсе ҫитерет. 20 ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентсе пурӑнать. Тӑван ене вара пенсие тухсан килет.

Литературӑри пӗрремӗш пичетленнӗ ӗҫӗ: «Малтанхи юрату» повесть. Вӑл «Ялав» журналта 1957 ҫулта пичетленнӗ. Ун хыҫҫӑн ытти хайлавсене те калӑпланӑ Чӑваш Республикин писателӗсен союзӗн членӗ. Проза ӑсти кашни хайлава чун витӗр кӑларма тӑрӑшнӑ. Зоя Алексеевна сӑвӑсем те калӑпланӑ. Вӗсене автор: «Чун уҫҫийӗсем манӑн», - тенӗ. Кашни сӑвви уйрӑм самант хавхаланӑвӗ. Сӑвӑҫ хӑй каларӑшле, «Турӑ панӑ пилпе» хайланӑ вӑл вӗсене. Акӑ Зоя Алексеевнӑн «Турӑ панӑ пилпе» сӑвви.

 

Васкаса чупакан кунсем витӗр

Упраясчӗ чунри ҫулӑма.

Вӑй-хала вӑл усратӑр, ан сӳнтӗр

Ҫутӑ патӑр ялан ӑсӑма.

 

Кӑвакарнӑ ҫӳҫе сӑрламастӑп.

Илӗртмест ӗнтӗ шухӑ хавас.

Ватлӑх ҫитрӗ тесе кулянмастӑп,

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫапла,

Мӗн тӑвас?

 

Эп унпа пӗрле утӑп хаваслӑн

Шӑрӑхра, сивӗре, ҫил ҫинче.

Тӗттӗмпе кӗрешме пӑрахмасӑр,

Тӑвалла турӑ панӑ пилпе.

 

Эп кайсан, кам пӗлет, ӑна ҫӗклӗ

Пӗр-пӗр ҫын ӑнсӑртран, тен, курса

Килӗштерӗ, уҫа-уҫа вулӗ

Мӗн ҫырнишӗн мана тав туса.

 

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чуп ту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003) («Чāваш ен литератури: 2003 ҫулти кӗнеке» конкурсӑн «Чи юратса вулакан чӑваш авторӗ» номинацин ҫӗнтерӳҫи), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009). Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» (2009) кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать. Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.

З.А.Нестерова 2000 ҫулта ачасем валли ҫырнӑ калавсемпе юмахсемшӗн тата «Ҫилҫунат» журнал ҫумӗнче тухнӑ «Тӑватӑ асамҫӑ» кӗнекешӗн Красноармейски районӗнчи Литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн Нестер Янкас ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ.

 

Статьяна хатӗрлекенӗсем Васильева В.В. тата Петрова С.В.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj