Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Вера Васильева: Иван Анисимович Патмар — халӑх сӑмахлӑхне пухаканӗ

Вера Васильева24.12.2015 21:336269 Пурĕ пăхнă

Ӗлӗк асатте-асаннесем халӑх сӑмахлӑхне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ватӑсем ача-пӑчана ятлас вырӑнне ваттисен сӑмахӗсемпе ӑса вӗрентсе пынӑ. Сасса чӑваш ҫынни пули-пулми нихӑҫан та хӑпартман. Халӑх самахлӑхӗн кашни тӗслӗхӗпе вырӑнлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ваттисен сӑмахӗсемпе усӑ курман ҫын та пулман пулӗ чӑвашра, мӗншӗн тесен унта халӑхӑн пурнӑҫӗ ӳкерӗнсе юлнӑ. «Ӑс халӑхра», — текен ваттисен сӑмахӗ шӑпах ҫакна ҫирӗплетсе парать те ӗнтӗ. Пирӗн чӑваш халӑхӗ хӑйне нихҫӑн та ӑсла хуман, ҫак ваттисен сӑмахне вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ: «Ӑслӑ ҫын хӑйне ӑсла хумасть». Иван Анисимович Патмар та нумай калаҫмасӑрах пысӑк ӗҫ туса пынӑ. Халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр пӗрчине те ҫухатас мар тесе ӗҫленӗ Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ Иван Анисимович Патмар. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ялтан яла ҫитсе пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ. Иван Анисимович ваттисен калаҫӑвне тимлӗн итленӗ, кӑмӑла кайнӑ ҫавра сӑмахсене вара тӳрех хут ҫине куҫарма васканӑ. Тӑван сӑмаха питӗ юратни ҫак ӗҫе тума хистенӗ те ӑна. Халӑх сӑмахлӑхӗ урлӑ ачасене ӑс пама аван пулнине те лайӑх пӗлнӗ. Патмар юмахӗсем чи малтан 1937 ҫулта Мускавра «Чувашские сказки» кӗнекере кун кураҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл пухса пынӑ материалсем чылай кӗнекепе хаҫат-журналта, вӗренӳ кӗнекисенче ҫапӑнса тухрӗҫ. Вӗсемпе тӗпчевҫӗсем те анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Паллӑрах кӗнекесенчен ҫаксене асӑнмалла: «Ача-пӑча юмахӗсем», «Чӑваш фольклорӗ», «Ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем», «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ», «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ» ултӑ томлӑх, «Улӑп халапӗсем».

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне уйрӑмах Н. Ашмарин, Н.Никольский, Г.Комиссаров, А.Васильев… нумай пухса хӑварнӑ. Ӗҫӗсене кура Иван Патмара та ҫавсемпе пӗр ретрех тесе калас килет. Халӑх сӑмахлӑхӗн пуянлӑхне пӗрчӗн-пӗрчӗн пухас ҫӗрте вӑй-халне те, сывлӑхне те шеллемен вӑл. Яманак ен юррисенех тӑватӑ кӗнеке хальлӗн пухса хатӗрленӗ. Ваттисен сӑмахӗсем вара «Халӑх ӑслӑлӑхӗ» ятпа виҫӗ томпа тухнӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Уртей мучи юмах-халапӗсем» икӗ кӗнекепе кун ҫути курнӑ. Иван Патмар пухнӑ халӑх сӑмахлӑхӗ жанр тӗлӗшӗнчен питӗ пуян пулнине палӑртса хӑвармалла. Юрӑ-такмак хӑех тӗрлӗ тӗслӗ. Унта туй, салтак, ӗҫкӗ, сӑпка, ҫӗн ҫӗре каякансен тата тӗрлӗ ӗҫ юррисене тӗл пулма пулать. Патмар пуххинче сайра тӗл пулакан е пачах ҫырса илмен хайлав хисепӗ сисӗнмеллех пысӑк. Ку енӗпе унӑн ӗҫ юррисене, улӑп халапӗсене, пил сӑмахӗсене, халӑх сӑнавӗсене, тӗрӗ-эреше, салам е вӑрҫашу сӑмахӗсене асӑнмалла.

«Патмар пухнӑ халӑх сӑмахлӑхӗсем хушшинче ӗҫ юррисем 715 йӗрке, уяв юррисем 1905 йӗрке, туй юррисем 25457 йӗрке, салтак юррисем 5798 йӗрке, тупмалли юмахсем 1714, ҫанталӑка сӑнанисем 1129, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем 5163, чӑвашсен ӗлӗкхи ячӗсемпе хушамачӗсем (халиччен хут ҫине ҫырӑнманнисем) 9007, халапсемпе юмахсем 397 … кусемсӗр пуҫне ҫӗн ҫӗре каякансен юррисем, ташӑ такмакӗсем, ача-пӑча сӑввисем, шӳтлӗ юрӑсем, вӗрӳ-суру чӗлхисем т.ыт.те пур», — тесе палӑртать Хветӗр Уяр «Чӑваш коммуни» хаҫатӑн 1946 ҫулхи 95 номерӗнче.

1946 ҫулта тухнӑ «Красная Чувашия» хаҫатра та Хветӗр Уяр сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн ҫумне кӗреке юррисене 5500 йӗрке пухнӑ тесе ҫырнӑ. «Чӑваш сӑмахӗ — пирӗн чӑн ҫӑл куҫ, шӑнкӑртатать вӑл ӗмӗр-ӗмӗре», — тенӗ Петер Хусанкай. Вӗсене сӑвӑҫ 1965 ҫултах Иван Анисимович Патмара халӑх ӑс-хакӑлне пӗрчӗн-пӗрчӗн пухса упранӑшӑн саламласа каланӑ.

Иван Анисимович Патмар халӑх сӑмахлӑхне мӗн ҫӗре кӗричченех пухнине палӑртса хӑвармалла. Халӑх сӑмахлӑхӗ пӗр вырӑнта тӑмасть, кунӗн-ҫӗрӗн аталанать. Вӑл ҫавна аван пӗлнӗ. Унӑн фольклорӑн пӗр пӗрчине те манӑҫа кӑларас килмен. Май пур таран ӑна пухма тӑрӑшнӑ. 53 ҫул хушшинче ҫӗршер тетрадь вӑл тарӑшнипе халӑх самахлӑхӗпе пуянланнӑ. Ҫур ӗмӗр хушшинче Патмар ӑҫта-ӑҫта кӑна ҫитсе курман-ши, кампа кӑна калаҫман-ши? Иван Анисимович пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах республикӑри районсем тӑрӑх тухса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Е тата республика тулашӗнчи ялсене ҫитме васканӑ. Тӗл пулакан кашни ҫынпа калаҫма тӑрӑшнӑ. Тулай чӑвашӗсем те ӑна лайӑх пӗлнӗ, май пур таран пулӑшнӑ. Юратнӑ ӗҫе вӑл фронтра та, госпитальте те пӑрахман. Иван Патмар пухнӑ материалсем тӗпчев институчӗн архивӗнче ҫеҫ мар, килти архивра та чылай упранаҫҫӗ. Иван Анисимович Патмарӑн ырӑ ӗҫне малалла тӑсаканӗ — ывӑлӗ Эдисон Иванович Патмар.

Ҫыннӑн ӑс-хакӑлне вӑй-хӑват парса тӑраканӗ вӑл — тӑван сӑмах, атте-анне чӗлхи. «Сӑмах — ылтӑнпа пӗр» теҫҫӗ ваттисем. Тӑван сӑмахлӑх — халӑхӑн ӗмӗртен-ӗмӗре пухӑннӑ ӑс-тӑн мулӗ, унӑн савӑнӑҫӗпе хӗн-хурлӑхне сӑнлакан пуянлӑх, иртнӗ пурнӑҫӗпе малашлӑхне, тӗнче курӑмне ҫутатакан иксӗлми чӗрӗ ҫӑлкуҫ. Тӑван сӑмахлӑх пире ырӑ ӗҫпе, ҫутӑ та таса тӗллевпе пурӑнма вӗрентет. Вӑл илемлӗ, вилӗмсӗр.

Ентеш фольклорист ятне яланах сума сӑватпӑр, чӗрере упратпӑр эпир.

 

Васильева Вера Вениаминовна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен,

Упи шкулӗ, Красноармейски районӗ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj