Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
 

Reklamo

Александр Чайков: Шухӑша чӑн чӑвашла илтес килет

Александр Чайков30.10.2015 13:203842 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

«Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи пирӗн ушкӑнра вырнаҫтарнӑ ҫак шухӑша сайта та кӗртес килсе кайрӗ. «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчисем ҫеҫ мар, ыттисем те паллашчӑр тесе.

 

Паян чӑвашла радио итлесе пӑхрӑм. Шухӑшӗ лайӑх, анчах та чӗрӗк пайне кӑна чӑвашла калаҫаҫҫӗ, ертсе пыраканӗсем чӑваш сӑмахӗсене йӑнӑшпа калаҫҫӗ. Вӗсем пурте тенӗ пек чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ (Чӑваш ен хулисене чӑвашах тесе шутлатӑп) чӑваш чӗлхипе литература урокӗсенче 4–5 паллӑ илнӗ. Ҫавах та чӑвашла хырӑм выҫать теме кӑна тӑнлаҫҫӗ.

Районрах ял ачисемпе интернет урлӑ калаҫса куртӑм. Вӗсем патне ҫыратӑп, вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне ҫырса куҫару ыйтаҫҫӗ. Хӑйсен чӑваш чӗлхипе 4–5 паллӑ.

Пире пурне те хӑлха ҫине ҫакаҫҫӗ: «чӑваш чӗлхине малалла туртатпӑр тата ҫӗклетпӗр», — тесе. Нимӗн те тумаҫҫӗ лайӑххине, пӗтӗмпех суйса каялла тӗкеҫҫӗ. 20 сӑмах вырӑсли ҫине пӗр сӑмах чӑвашла каланипе нимӗнле юрӑхлӑ япала та пулмасть. Чӑваш сӑмахӗсене вырӑсла каланипе чӑвашлӑх малалла каймасть.

Кун пек мӑшкӑл тума кирлӗ мар ӗнтӗ чӑвашран. Манӑн шухӑша чӑн чӑвашла итлес килет, ҫӗнӗ сӑмах илтес килет, анчах та хальлӗхе мӑшкӑлтӑк япала ҫеҫ пулать.

Радиора тата телевиденинче чӑваш чӗлхине пӗлекен чӗлхеҫӗ кирлӗ. Вӗренттӗр тата пулӑшса пытӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Михаил Волков // 2643.83.4257
2015.11.13 22:11

Хӑсӑк килет "Тӑван радио" кӑларӑмӗсене итлесе. Темӗнле пӑтранчӑк пӑтӑ та нимӗр.Намӑс мар-и яваплӑ ертӳҫӗсене хамӑр халӑх укҫипе ҫапла иртӗхме! Радио мар, тем мурла кӑруҫҫел ҫумӗнчи палакан.


Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj