Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Урамра та, хваттерте те... сивӗ

Софья Савнеш05.10.2015 22:043551 Пурĕ пăхнă

Юпа уйӑхне кӗтӗмӗр, ҫанталӑк та сивӗтрӗ. Хваттерсенчи пӑрӑхсем вара халӗ те вӗри мар, сип-сивӗ. Ҫавна май пӳлӗмсенче те шӑнса вилмелле. Ҫынсем ӑшӑ парасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисене юпан 1-мӗшӗнчех панӑ-ха. Теприсем вара шӑл шаккаса халӗ те кӗтсе лараҫҫӗ.

Чӑннипе, кӑҫалтан пуҫласа ӑшӑ хӑҫан парассине регионсем хӑйсем палӑртассине илтсен савӑннӑччӗ те. Ара, ытти ҫулхи пек шӑнмастпӑр тесе шутланӑччӗ. Кӑҫалтан урамра 7 градус виҫӗ кун тӑрасса та кӗтмелле мар тенӗччӗ. Анчах шанни харама кайрӗ. Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк, юпан 5-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта 71 котельнӑйӗнчен 32-шӗ ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Тен, тӗрӗс мар та калатӑп пулӗ, анчах управляющи компанийсем урамра сивӗтессе кӗтсе лараҫҫӗ, шӑнтсан ҫеҫ вӑранаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑшӑ ярас ӗҫ питӗ «кӑткӑс» пек туйӑнать.

Паллӑ ӗнтӗ: чи малтанах ача пахчисемпе шкулсене ӑшӑтма тытӑнаҫҫӗ. Юпан 5-мӗшӗ тӗлне хулари 127 ача пахчинчен 124-шне ӑшӑтма тытӑннӑ. Эппин, виҫҫӗшӗнче ачасем шӑнаҫҫӗ. Шкулсене те пурне те ӑшӑ парса ҫитереймен. Хӑш-пӗр пульницӑсенчи пациентсем те ӑшӑра выртаймаҫҫӗ.

Нумай хваттерлӗ 1792 ҫуртран 160-шне ҫеҫ ӑшӑтма тытӑннӑ. Ку 9 процентпа кӑна танлашать. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуртсене юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен ӑшӑ пама палӑртнӑ.

Юрать, кӑҫал ҫанталӑкӗ авӑн уйӑхӗнче лайӑх тӑчӗ. Унсӑрӑн чылай вӑхӑт шӑнма тиветчӗ-ши?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj