Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Питлӗх тесессӗн эпир халь кӑмака ҫӑварне хупламалли хатӗре аса илетпӗр: ӑна тимӗртен (шӑвӑҫран) тунӑ, унӑн алтыткӑҫи те пур...
Ҫапах та мӗншӗн ҫак кил-ҫуртра усӑ куракан япала «пит» сӑмахпа ҫыхӑннӑ-ха?
Хӑшпӗр чухне кӑмака ҫӑварне хупланӑ питлӗх ҫине пӑхса тӑратӑн-тӑратӑн та... ӗлӗк-авал ҫак япала ҫарҫыннисем усӑ курнӑ хатӗр пекех туйӑнса каять. Чӑнах та, питлӗх — пите валли, пите-куҫа хуплама, тӑшманран сыхлама тунӑ хатӗр. Ҫакӑ унӑн авалхи пӗлтерӗшӗ. Урӑхла каласан, питлӗх — ҫар хатӗрӗ, щит. Пыра-киле, ҫар ҫыннисем питлӗхсемпе усӑ курма пӑрахнӑ: вӑрҫӑ-харҫӑ йӗрки улшӑнса пынӑ. Ҫитменнипе тата чӑвашсем питӗ килӗшӳллӗ, ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан халӑх пула пуҫланӑ, ҫар культури манӑҫса пынӑ. Питлӗх — ӗлӗк ҫарҫыннине кирлӗ япала; килте, хуҫалӑхра усӑ курма ҫеҫ пулса тӑнӑ. Пыра-киле ҫӗнӗ ламсемшӗн вӑл ҫар хатӗрӗ мар, кӑмака ҫӑварне хупламалли япалӑна пӗлтерекен сӑмах пулса юлнӑ. Ҫапла ҫав, пурнӑҫ йӗрки ҫыннӑн шухаш-туйӑмне те, тавракурӑмне те, шухӑшлав виҫипе шухӑшлав йӗркине те, юлашкинчен хӑйне те хальхаҫҫӑнхи саманара кирлӗ еннелле улӑштарать.
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)