Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Мӗн вӑл гиперкоррекци?

Agabazar29.09.2015 17:4810349 Пурĕ пăхнă

Вырӑс чӗлхинче "Родитель" тата "Родители" сӑмахсем пур. Халь вара вӗсене ак ҫапла ҫырса пӑхас: Родите ль? тата Родите ли? Мӗнле пек?

Эпир, айван чӑвашсем, "пӗрле ҫырмалла-ши е уйрӑм, е дефиспа" тесе тӗнкене кӑлартпӑр хамӑрӑнне. Курӑсӑр ырӑ ҫыннӑмӑрсем, ав еплерех сӑнарланать ҫавнашкал "проблема" вырӑс чӗлхинче!

Лингвистикӑра ГИПЕРКОРРЕКЦИ текен термин пур. Ытлашши ӑслӑ пулма хӑтланса шутсӑр тӗрӗс ҫырма е калама тӑрӑшнине ҫапла палӑртаҫҫӗ. Чӑннипе вара лешсен йӑнӑш пулса тухать....

Ав пирӗн "ӑславҫӑсенчен" хӑшӗсем халлӗхе сӑмахра л тата л саспаллисем хушшине ҫемҫетӳ паллине савӑлпа ҫапсах кӗртсе лартма хистеме пуҫларӗҫ. Халь сӑмахра хайхи паллӑ пур та, ҫавна кура ӑна хуть те мӗнле ситуацире те ҫырмаллах имӗш. Чӑннипе вара пурнӑҫра урӑхла тӗслӗхсем те пур. Пулать, анчах та Пулатчӗ. Малтанхи сӑмахра пур ь, тепринче — ҫук! Кун пирки тӗплӗнрех манӑн иккӗмӗш орфографи задачине (Задача 2) пӑхма пултаратӑр. http://chuvash.org/blogs/comments/2478.html

Халиччен вырӑнне Халӗччен калама-ҫырма хистени те гиперкоррекци тӗслӗхӗ.

Ҫавӑн пекех мӗнпур ӑнлавсене уйрӑм ҫырас ҫул ҫине тӑратма ӑнтӑлни — каллех гиперкоррекци. Мӗншӗн тесен йӗркевсем чӑннипе нихҫан та пӗрле ҫырассине хирӗҫлемеҫҫӗ.

Лингвистикӑри гиперкоррекци мӗнне Интернетри ресурссемпе усӑ курса та шӗкӗлчеме сӗнетӗп. Пӗлни пӑсмасть.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj