Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Орфографи задачисем: шутласа кăтартни (малалли)

Agabazar21.09.2015 09:429508 Пурĕ пăхнă

Акӑлчан чӗлхинче орфографие "спеллинг" теҫҫӗ. Сисетӗр пуль, мӗн тери тарӑн пӗлтерӗшлӗ сӑмах! Ӑнлавӑн чӑн-чӑн тӗшши тӳрех куҫ умне сиксе тухать. Атту эпир вӗреннӗ чӑн-чӑн орфографие грамматика нормисемпе, лесикологипе лексикографи ыйтӑвӗсемпе тата ытти япаласемпе пӑтраштарма! Кунта вара еплерех яр уҫӑ: СПЕЛЛИНГ!

Чӑваш Ҫырулӑхӗн халь вӑйра тӑракан йӗркевӗсен орфографи пайӗнче хайхи "спеллингпа" ҫыхӑнман япаласем пайтах. Ҫавна кура правилӑсене нумай критиклеме пулать. Апла пулин те эпӗр ҫакӑн тӗлӗшпе ытлашши чарӑнса тӑрасшӑн мар питех. Шурчанов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ документ ҫинче мӗн ҫырнӑ, ҫавна пусӑмласа палӑртӑпӑр. Орфографи задачисене шутланӑ, тупсӑмне тупнӑ чухне те ҫавсене тӗпе хумалла ӗнтӗ. Кун пирки урӑхла шухӑш пачах та пулма пултараймасть.

 

Задача 3 "Промышленность" сӑмаха чӑвашла еплерех ҫырмалла-ши?

Шутласа кӑтартни Малтанлӑха пӑхсан, кун пирки 38-мӗш параграфра пӗтӗмпех каланӑ теме пулать:

"38§. Вырӑсла -сть, -сь, -зь сас паллисемпе пӗтекен сӑмахсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра вырӑсли пекех хӑварса ытти формӑсенче ҫ ҫырмалла: промышленность, перепись, князъ — промышленноҫӑн, перепиҫре, княҫран."

Анчах та кунашкал ыйтупа Шурчанов юлташӑн текстӗнче тепӗр параграф та пур:

"32§. Вырӑсларан калаҫу урлӑ кӗнӗ самахсене калаҫури пек ҫырмалла: нас(с)ус, суха, пӗремӗк, пичке, катка, чирку, пуп, хваттер, ешчӗк, пирус; ҫыру урлӑ кӗрекеннисене — вырӑсли пек: делегат, депутат, завод, журнал, шкаф, нефть, бензин.

Чылай сӑмаха калаҫури пек те (чӑвашлатса), вырӑс ҫырӑвӗнчи пекте (чӑвашлатмасӑр) ҫырма юрать: пӑравус — паровоз, пӑрахут — пароход, пуйӑс — поезд, чукун — чугун, налук — налог, савӑт — завод, пульница — больница, тухтӑр — доктор (врач) т. ыт. те. Кун пек сӑмахсене мӗнле ҫырассине словарьте кӑтартнӑ."

Айвана та паллӑ: ҫак асӑннӑ параграф "промышленность" сӑмаха та тӗп падежра урӑхла ҫырма май парать: промышленноҫ, проммышлӗннӑҫ... Ӗнтӗ мӗн пулса тухать-ха? Пӗр параграфӗ апла тет, тепри урӑхларах ҫирӗплетет... Текстри мӗнпур параграфсем пӗр-пӗринпе тан, вӗсенчен нихӑшне те ҫӳлерех хума юрамасть. Ҫапла вара тупсӑма ак ҫапла ҫырса хума тивет: пире интереслентерекен "промышленность" сӑмаха хут ҫине кунта кӑтартнӑ хуть те мӗнле меслетпе те ҫырса хума юрать. Тата ҫакна палӑртам: правилӑра "словарьте кӑтартнӑ" тени ниме те пӗлтермест. Мӗншӗн тесен тӗнчере словарьсем питӗ нумай, кунта вара вӗсенчен хӑшӗ иккенне каламан. Вырӑсла кунашкал аргументацисене "ничтожный (-ая, -ое)" теҫҫӗ. Калӑпӑр, юристсем.

Пирӗн сӗнӳ вара ҫакӑн пек: тавайӑр-ха чӑваш чӗлхин илемне пӑсакан ҫак сӑмахран май килнӗ таран пӑрӑнма тӑрӑшар, ун вырӑнне чӑн чӑвашла "индустри" сӑмахпа усӑ курар!

 

Эп ҫырнӑ ку темӑн умӗнхи (пӗрремӗш) пайӗпе ак ҫакӑнта паллашма пултаратӑр — http://chuvash.org/blogs/comments/2478.html

 

(малалли пулать...)

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj