Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Орфографи задачисем: вӗсене шутласа кӑтартни

Agabazar19.09.2015 22:369150 Пурĕ пăхнă

Вӗрентӳ ӗҫӗнче "орфографи задачисем" ӑнлав чӑнах та пур. http://prezentacii.com/po_russkomu_ ... icheskih-zadach.html

Математикӑра, физикӑра ҫеҫ мар иккен...

 

Задача 1 Чӑваш чӗлхинче тӑк/тӗк татӑк пур. Мӗнле ҫырмалла-ши ӑна: пӗрле, уйрӑм е дефиспа?

Шутласа кӑтартни Чӑн малтанах кунта "татӑк" тенине палӑртар. Татӑк, эппин сӑмах. Пайӑр (уйрӑм) Сӑмаха пӗрле е дефиспа ҫырни тӗлӗнмелле пек. Ҫапах та ку тӗлӗшпе йӗркевсенче нимӗн те каламан та, кунашкал шухӑшларӑш тупсӑма тупма пулӑшаймасть.

Пӑхатпӑр кирлӗ парграфа: "74§. Дефиспа ҫырмалла: <...>

5. -Ха, -ҫке, -и, -ши, -им, -шим,-мӗн, -тем, -тӑр(-тӗр), -иҫ татӑксене"

Куратӑр-и, кунта пире кӑсӑклантаракан татӑк пирки нимӗн те каламан. Ытти тӗлте те ҫавӑн пирки калани ҫук. Эппин тупсӑм ҫакӑн пек: пӗрле те, уйрӑм та, дефиспа та ҫырма юрать. "На "нет" и суда нет!" (Ҫукки тӗлӗшпе — суд та ҫук!) ©

(Ҫапах та, кун пирки ятарласа палӑртман пулсан та, эп хам дефиспа ҫырма сӗннӗ пулӑттӑм).

 

Задача 2 Халлӗхе сӑмахра, л тата л саспаллисем хушшинче, ҫемҫетӳ палли (ь) кирлӗ-и?

Шутласа кӑтартни Сӑмах пулӑмне пӑхатпӑр. Халь+Лӗх+Е=Хальлӗхе. Ҫемҫетӳ палли кирлӗ пек пулса тухать. Анчах та тепӗр енчен: Халӗ > Халӗлӗх > Халӗлӗхе > Хал(ӗ)лӗхе > Халлӗхе. Кунашкал логикӑпа ҫемҫетӳ палли кирлӗ мар. Ӑ тата Ӗ кӗрсе ларма та, тухса ӳкме те пултараҫҫӗ чылай чухне. Кунта та ҫаплах. Ыйтма пултараҫҫӗ: Халь вариантра, Халӗ вариантрипе танлаштарсан, ҫемҫетӳ палли пур вӗт-ха! Тӗрӗс! Анчах та унта Хал ҫырсан урӑхла янрать, урӑх пӗлтерӗше куҫать... Пире интереслентерекен сӑмахра вара хуть ларт ҫемҫетӳ паллине, хуть ан ларт, янрав улшӑнмасть. Апла та, капла та ҫырма юрать.

Сӑмах вӗҫӗнчи ҫемҫӗтӳ паллине "яланлӑха" ҫыпҫӑнса ларнӑ япала темелле мар. Каять глагол. Вӗҫӗнчи ь паллӑ ҫамӑллӑнах ҫухалма пултарать: Каяттӑм, Каятчӗ,... Кунта уйрӑмах юлашки тӗслӗх кӑтартуллӑ. Ара, Каятьчӗ (?) мар вӗт!!!!!

(Ҫемҫетӳ паллисӗр ҫырма сӗнетӗп. Элӗкри генилле Никита Ларионов та ҫаплах шутлать. Тӗрӗссипе халиччен пурте ҫемҫетӳ паллисӗр ҫырнӑ. "Такамсем" вӑйпа хистенипе ҫеҫ сасартӑк урӑхла мода пуҫланса кайнӑ...).

 

(малалли пулать...)

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj