Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: 10 тенкĕпе 20 тенкĕ хушшинче уйрăмлăх пур-и?

Таисия Ташней13.09.2015 11:313179 Пурĕ пăхнă

Паллах, пур. Сăмахăм - çул укçи пирки. Кÿкеçрен Шупашкара маларах 162-мĕш маршрут кăна турттаратчĕ. Унсăр пуçне Лапсар урлă 153-мĕш автобус тата пушар хуралĕ вырнаçнă тăрăхран 325-мĕш маршрут çÿренине район центрĕнче пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. 162-мĕш маршрутпа пĕрлех кайран тепĕр маршрут хутлама тытăнчĕ. Вăл 162-мĕш маршрутран хакĕпе уйрăлса тăратчĕ: лешĕ 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух 10 тенкĕпе, лешĕ 20 тенкĕпе турттарнă чух 15 тенкĕпе илсе çÿретчĕ.

Укçа шутне ирĕксĕртен шутлама тивекен, ĕçе кунсерен Шупашкара çÿрекен çынсемшĕн йÿнĕ маршрут тупăнни питĕ мелли каламасăрах паллă. Икĕ маршрут тупăшса çÿренĕ май юлашки вăхăтра вĕсем хака тата чакарчĕç. Халĕ иккĕшĕ те 10 тенкĕпе турттарма пуçларĕç.

Халĕ Кÿкеç ял тăрăхĕн халăх канашĕ 149С ят панă маршрут саккунпа килĕшÿллĕн çÿременни пирки хыпарлать. Унран 162-мĕшĕ çухатнă услама та суд урлă шыраса илейресси пирки пĕлтерет. 149С маршрута çапах та хупмасса шанма пулать. Енчен те вăл конкурс витĕр тухса хăй маршрутне çирĕплетсен.

Çынсемшĕн, паллах, кирек епле маршрут турттарсан та пĕрех. Вĕсене чи кирли йÿнĕ пултăр тата çитес çĕре вăхăтра çитме май килтĕр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj