Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ. Аталану ҫулӗ

Аçтахар Плотников11.09.2015 12:134198 Пурĕ пăхнă

«Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ» ярӑма кӗрекен ку статья вӗҫлекенни пулмаллаччӗ, анчах та паян ҫавра сӗтел иртмеллине пула хальтерех хатӗрлес терӗм. Тен, вӑл туллиех пулмӗ, анчах тӗп шухӑшсене пӗлтересшӗн.

Тӗп сайт

Хальхи вӑхӑтра порталӑн тӗп сайчӗ ытларах чӑвашла хыпарлас ӗҫпе тӑрмашать. Энциклопедиллӗ пай та, вӑхӑт ҫитменрен хутран-ситрен ҫеҫ ҫӗнӗ статьясемпе пуянланать. Хальтерехри вӑхӑтра ку ҫапла пулса пырӗ те. Кӑшт улшӑнусем кӑна кӗртме шутласа хурса.

Пӗрремӗшӗ, хыпарсен хушшине «Сумлӑ сӑмах» рубрика хушасси. Ку вӑл пӗр-пӗр автор шухӑшне палӑртакан статья пулмалла. Анчах вырнаҫасса вӑл хыпарсен хушшинчен пулма тивӗҫлӗ. Унӑн оформленийӗ те раснарах пулӗ. «Сумлӑ сӑмаха» тӗрлӗ авторсене ыйтса тултарма шухӑшлатпӑр. Концепци тӑрӑх пӗр 2000 саспаллиллӗ статьяшӑн 300 тенкӗ тӳлеме хатӗр («Хыпарта» сахалтарах пулас). Эпир хуть те мӗнле авторпа та ӗҫлеме хавас.

Иккӗмӗшӗнчен, сайтра видеосен пайне анлӑрах аталантарас шухӑшлӑ. Кунта ӗнтӗ ҫак пая ыттисемпе тачӑрах ҫыхӑнтарасси кӗрет. Статьясен пайӗпе, хыпарсен пайӗпе.

Виҫҫӗмӗшӗ — порталӑн сӑнне ҫӗнетесси. Хальхи дизайн тӑваткалсенчен тӑрать. Ӗмӗтсем вара ирӗклӗ чикӗсемпе тӑвасси. Хальхи блоксем паянхи куна тивӗҫтермеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра сайтсене чикӗсӗр (бордюрсӑр) илемлетме тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗп шухӑш Видеосен пайне хатӗрленӗ чухнехи пек пулмалла.

Тӑваттӑмӑшӗ, шырава хута ярасси. Пӗлтерӗшӗпе пӗрремӗш пунктпах пӗлтермелле ӗнтӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра сайтри шырава тивӗҫлӗ шая ҫитерме шухӑшлатпӑр. Ҫын энциклопедиллӗ пайра пулсан шырав ун тӑрӑх пулӗ, хыпар вулать пулсан — хыпарсем тӑрӑх. Кунашкал концепцине эп хамӑн тепӗр сайтра йӗркелесе, ҫавӑнпа та ӑна куҫарасси кӑна юлать.

Пиллӗкмӗшӗ, ҫыру ҫӳретмелли пая улӑштарасси. Хальхи ҫыру системи валли, эп паллах, чылай вӑхӑт пӗтертӗм. Каталогсем йӗркелерӗм, ҫырусене пӗр вырӑнтан тепӗрне куҫарма майсем турӑм… Анчах хальхи вӑхӑтра «Диалогсен» формачӗ вырӑнлӑрах. Унашкаллине эп йӗркелесе пӑхса, ҫавӑнпа та, каллех, куҫарасси кӑна юлать.

Улттӑмӑшӗ — Талпас кӗтесне аталантарасси. Комментарисен пайӗ пӗр енпе лайӑхччӗ. Анчах шел те, пирӗн хӑнасем шухӑш таврашне йӗркеллӗ, йӗркене пӑхӑнса ҫырма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсемшӗн лайӑх шухӑш ҫырас вырӑнне ытти сайтҫӑсене сӳтсе явма меллӗрех. Чӑннипе те Талпас. Ҫавӑнпа та чат аталантарма йышӑнтӑм та. Комментари пайӗ пач ҫухалман, движокра вӑл юлнӑ, вӑхӑт кӑтартсан тавӑрма та пулать. Талпас кӗтесне илес пулсан функционала аталантармалли унта чылай-ха. Сӑмахран, чатри пекех ҫӗнӗ ҫырусем пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе тӑрасси. Ҫӗнӗ ҫыру тухсанах — ӑна кӑтартмалла. Сайтҫӑ ҫӗнӗ шухӑш ҫырсан та ӑна страницӑна ҫӗнетмесӗр кӑтартмалла тумалла. Унсӑр пуҫне шухӑшсене тӳрлетмелли тата хуратмалли хатӗрсем халь те ҫук (вӑхӑт ҫитменнине пула-ха). Тата шухӑш ҫырнӑ чухне каҫӑсем кӗртсе лартсан вӗсене илемлетсе кӑтартмалла тӑвасшӑн (ҫӗнӗ статья е видео тухсан пӗлтерекенни пур-ҫке, ҫавнашкал). Шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та, тен, каярах ҫак функционал сайтҫӑ хӑйӑвне (выр. Лента событий) тума та пулӑшӗ. Тепӗр шухӑш — талпас кӗтесне комментарисен пайӗпе ҫыхӑнтарасси.

Ҫиччӗмӗшӗ — вӑхӑт тупӑнсан сайта халӑх тетелӗ пек аталантарма пуҫласси. Тӗрӗссипе сайтра регистрациленнӗ ҫынсен йышӗ пӗчӗк мар. Эпир вара шел те, ҫав пурлӑхпа пач та усӑ курмастпӑр. Ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарма вӗсене ҫырусем ярса тӑмастпӑр. Ытти халӑх тетелӗсем купи-купипе ҫырусем ҫӳретеҫҫӗ, эпир вара ҫакна халь те ӑсталаман. Шырав пекех пӗлтерӗшлӗ япала пулмалла.

Саккӑрмӑшӗ — хыпарсен вырӑсла пайне аталантарасси. Укҫа-тенкӗ тупса, ҫынна тупса пӗлтерӗшлӗ хыпарсене вырӑсла та пама пуҫламалла. Пысӑк тӗллев — «Яндекс. Новости»-не лекесси.

Ытти вак-тӗвек ыйтусене ҫула майӗн пурнӑҫа кӗртсе пырӑпӑр. Кӑлтӑксем, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, сахал мар. Туса ҫитерменнисем кашни пайрах пур.

Хушма сайтсем

Хушма сайтсем — порталӑн тӗп сайчӗ ҫумӗнчисем. Вӗсене те аталантарма тивет.

Электронлӑ вулавӑш. Кунта ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫ-пуҫ ытларах пайӗпе ҫӗнӗ хайлавсем кӗртессипе ҫыхӑннӑ. Ярса панисем те пур — вӗсене кӗртмелле ҫеҫ. Тепӗр пӗлтерӗшлӗ ӗҫ вӑл — ҫыравҫӑсен хушшинчен ача-пӑчана кӑларса илсе уйрӑм список тӑвасси. Конкурссем чылай ирттернӗрен вӗсем унта чӑн та нумайланса кайрӗҫ, ҫыравҫӑсене шырама та кансӗрлеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗ — хайлавсене pdf форматпа кӑларасси тата кӗнекесене уйрӑммӑн epub форматпа хатӗрлесси. Халь хайлавсене кӑна epub форматпа уҫласа илме май пур. Ытти енчен улшӑнусем палӑртман.

Электронлӑ сӑмахсар. Кунта ӗнтӗ ҫӗнӗ сӑмахсарсем хушасси кӗрет, кӗрме пуҫланисене вӗҫне ҫитересси. Унсӑрӑн пуҫне пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ вӑл — сӑмахсене сасӑлатасси. Сасӑпа каласси тепӗр май. Forvo.com евӗрли. Ку ӗҫе Анатолий Мироновпа пурнӑҫлама тытӑнса та ӗнтӗ.

Терминсем ӑсталамалли сайт. Кунта пӗр туса ҫитереймен япалана вӗҫне ҫитермелле — сӑмахӑн ҫӑлкуҫне кӑтартмалли пая. Унсӑрӑн пуҫне сайта порталӑн тӗп сайчӗпе ҫыхӑнтармалла. «Сӑмахсем» пай вырӑнне лартмалла пуль тетӗп — куҫару кирлӗ е ҫӗнӗ куҫару хушнӑ терминсемпе тӗп сайтра та паллаштарсан вырӑнлӑ пулмалла пек. Виҫҫӗмӗш шухӑш — ҫак япалана Раҫҫейри ытти халӑхсене сӗнесси. Тутарла е удмуртла терминсем ӑсталама май туса пама пулать. Кашни чӗлхе уйрӑмне вара ҫыхӑнтарма та пулӗ.

Пилсемпе кӗлӗсен сайчӗ. Кӑҫал эпир ваттисен сӑмахӗсен сайтне йӗркелерӗмӗр. Ку ман шутпа питӗ пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ӗҫ. Ваттисен сӑмахӗсенче ӑс-хакӑл питӗ нумай. Кирлине шыраса путма вара кӗнекере чылай йывӑрччӗ. Сайтра — ҫӑмӑл. Ҫак форматпах, ҫак движокпах «Пилсемпе кӗлӗсем» кӗнекене кӗртме планлатпӑр-ха. Пилсемпе кӗлӗсем хальхи вӑхӑтра ытла пӗлтерӗшлех мар пулин те (ваттисен сӑмахӗсемпе танлаштарсан) ҫав кӗнеке сутлӑхра пӗтнине шута илсен кирлӗ пуль тетӗп.

Чӑвашла сайтсен каталогӗ. Ку сайта чӑвашла куҫармалла (никӗсӗнче пур). Тата туса ҫитермен пайсене вӗҫне ҫитермелле. Аталантарсан вӑл укҫа илсе килекен те пулса тӑма пултарӗ.

«Чӑваш тӗнчи» сӑнсен галерейи. Ку сайта йӗркене кӗртсе ҫитермелле. Е май ҫук пулсан пачах та пӗтермелле.

Баннерсен тетелӗ. Майӗпен баннерсен сайтне туса ҫитермелле. Портал сайчӗсенче тата ытти вырӑнсенче чӑвашла баннерсем вырнаҫтармалли майсем туса памалла. Ку тетел — самай кӑткӑс япала. Анчах вӑхӑт тупса вӗҫне, усӑ курмалӑх та пулин ҫитерес пулать.

Ытти сайтсенчи ӗҫсене кӑлтӑксем тупӑнсан йӗркелӗпӗр. Е пушӑ вӑхӑт тупӑнсан. Тӗслӗхрен, май тупӑнсан Ваттисен сӑмахӗсен сайтне унта ҫук ваттисен сӑмахӗсене кӗртме пулать.

Укҫа-тенкӗ

Раҫҫейре те тӗнчере те финанс тӗлӗшӗпе лӑпках марри пире те пырса тивет. Енчен те унччен спонсорсен йышӗнче икӗ ҫын кӑначчӗ пулсан, вӗсен йышне ӳстермеллех. Уйрӑмах иккӗшӗн те укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑхсем тухсан сайта тытса тӑма йывӑр. Пӗлтӗр 270 пине яхӑн кирлӗччӗ пулсан кӑҫал та ҫав шайрах пулӗ. Хостингшӑн тӳлемелле, хыпар ҫыракансене укҫа памалла, классиксен литературине электронлӑлатмалла.

Ҫакна шута илсе спонсорсен йышне виҫӗ е тӑватӑ ҫын таран ӳстерес шухӑшлӑ. Маншӑн, ҫынран укҫа ыйтасси питӗ йывӑр япала. Ҫавӑнпа та ку тӗлӗшпе пулӑшакансем тупӑнсан (спонсорсем тупас енӗпе) питӗ лайӑх пулӗччӗ.

Тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнман ӗҫсем

Кунта ӗнтӗ чӑвашла открыткӑсем кӑларассине, чӑвашла карттӑна ҫӗнетсе тепре кун ҫути кӑтартассине кӗртмелле. Унсӑрӑн пуҫне Шупашкар районӗн карттине ӑсталас шухӑш пур — районсен чӑвашла карттисен малтанхи утӑмӗ пултӑр.

Ытти ӗҫсене — конкурссем ирттерессине, кӗнекесем кӑларассине — хутшӑнсах каймастпӑр. Конкурссем иртнӗ ҫулах ирттерме пӑрахсаччӗ-ха, кӑҫал кӑна Литература ҫулталӑкӗ тата Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе ҫиччӗмӗш хут йӗркелерӗмӗр.

Ытти пӗрлӗхсемпе ҫыхӑну тытасси

Тӗрӗссипе эпир чылай пӗрлӗхпе ҫыхӑну тытатпӑр. «Хавал»-па, тӗслӗхрен, терминсен сайтне йӗркелесе, вӗсем пулӑшнипе сӑмахсарсен сайтӗнче йӑнӑшсене тӳрлетсе тухма май килчӗ тата ыт. те. ЧНК-па та ҫыхӑнусем пур — хыпарсем вырнаҫтарас тӗлӗшпе, видеосем лартассипе.

Ытти пӗрлӗхсемпе ҫыхӑну тытса чӑваш чӗлхине тата культурине хӳтӗлес тата аталантарас тӗлӗшпе ҫырусем ҫӳретес ӗҫе ту хутшӑнмалла тесе шутлатӑп. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх пӗччен ку ӗҫпе ан аппалантӑр.

Пӗтӗмлетӳ

Кунта палӑртнӑ ӗҫсене, паллах, ҫулталӑк хушшинче те туса ҫитерме май ҫук пулӗ. Ку — плансем. Ытларахӑшне ҫулталӑк хушшинче туса ҫитерме тӑрӑшӑпӑр ӗнтӗ, ыттине — май ҫитнӗ таран. Чӑваш халӑх сайтне тӗпрен илсен вара халӑх тетелӗ евӗртерех аталантарма кӑмӑлсем пур. Унталла туртӑнӑпӑр.

Ку ӗҫсене пурнӑҫлама тем тесен те ытти пӗрлӗхсенчен те пулӑшу кӳрсен аван пулӗччӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те вара айӑккинче тӑмӗ, сире те тивӗҫлӗ пулӑшу кӳрӗ. Сирӗн ӗҫе ҫутатассипе-и, е ытти енпе.

Чӑваш халах сайчӗн кун-ҫулне, паллах, 10 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пӑчланса лартас марччӗ. Йывӑрлӑхсем тупӑнсан та вӗсене ҫӗнтерсе ҫӗнӗ вӑй илсе аталанма майсем тупасччӗ. Ҫапла пултӑр та!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj