Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Вырăс хыççăн сикекенсем-и?

Agabazar05.09.2015 19:283731 Пурĕ пăхнă

Чăваш сăмахĕсене таткаласа пĕтерес кăмăллă çынсем апла маррисене "вырăс хыççăн сикетĕр" тесе айăплама пăхаççĕ. Ю.Н.Исаев В.В.Туркай патне янă Уççырура та пур çавнашкалтарах калани.

Эппин, ку айăплав мана та, Акапасара, пырса тивет. Апла-тăк мĕн калама пулать-ха ку тĕлĕшпе?

Лешхайхисен шучĕпе вырăс чĕлхинче тĕрлĕрен ăнлавсене пĕр сăмахпа палăртса çырас туртăм пур имĕш. Чăваш чĕлхишĕн вара çак туртăм пачах та ют иккен. Калас пулать, ку япала нихăш енчен пăхсан та тĕрĕс мар.

Çакнашкал тĕслĕх илсе кăтартма юратаççĕ: вырăсла свинина, чăвашла— сысна какайĕ. Курăр-ха, пире, айвансене, мĕнпе тĕлĕнтерме пăхаççĕ!

Тĕрĕссипе вара кунта нимĕнле вырăслăх-чăвашлăхĕ те çук. Пурнăçра çапла çирĕпленнĕ — çавă кăна!

Халь вара мана тăнлама хăтланса пăхăр. Асанне вырăсла мĕнле пулать? Тĕрĕс, бабушка со стороны отца! Кунта миçе сăмах? Тăватă сăмах! Чăвашла ăнлавра миçе? Пĕрре! Эппин, уйрăмлăха туйса илĕр! Акăлчансем пекрех каласан, фиил зэ дифференс (feel the difference)!

Тен, ку уйрăм тĕслĕх çеç? Çук, апла мар! Акă, вырăс чĕлхинче зависть сăмах пур. Ыррăн ăмсаннине те ("белая зависть"), кĕвĕçнине ("чёрная зависть") те пĕлтерет вăл. Курăсăн, чăвашла пĕр сăмахпа каланине вырăсла икĕ сăмахпа калама тивет. Вăт çапларах, ачсемри. Мультфильмри Дональд Дак кăвакал сăнне ак çак тĕлтен илтĕмĕр — https://vk.com/id84700319 Çав тери ăслă кăвакал вăл, унăн сăмаххисене тимлĕн тăнлама сĕнетĕп. Çапла пултăр!

P.S. Вырăслăх "ытлашши нумай" пулнипе сăмсаран чышаççĕ вĕт-ха! Кунта ирĕксĕрех çапла шутласа илетĕн: епле-ха вĕсем хăйсене "русофоб" тесе айăпласран пĕрре те хăрамаççĕ? Ара, çынсене çапла айăпласси халь модăра...

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj