Çĕршыв сăмах пирки хăçантанпа ĕнтĕ ак çапла шавлаççĕ: курăсăн, çĕрĕм-шывăм тени пур тĕнчере! Эппин, асăннă сăмаха, çĕршыва, , çавна кура, уйрăм çырмалла имĕш.
Тавайăр темиçе çеккунтлăха çапла каланине чăна хурар. Вара пирĕн ума акă мĕн сиксе тухать. Ачсемĕр, тĕнчере çĕрĕм-шывăм çеç мар, çĕршывăм та пур-иç!!! Юлашки тĕслĕхе те классиксенчен илнĕ пайтах самантсемпе çирĕплетме пулать.
Шет лешхайхисем ĕнтĕ çав çĕрĕм-шывăм формăна çĕршыв сăмахăн туртăм категорийĕн пĕрремĕш сăпатĕнчи пĕрреллĕ хисепри ĕмĕлки тесе шутлаççĕ? Хăçан курнă эсĕр харпăр сăмах çумне пĕр-пĕр аффикс икĕ тĕлтен икĕ хут çыпçăннине? Сăмахран, вăрман > вăрĂМманĂМ (вăрманăм вырăнне!) пулма пултарать-и?
Тĕнчере çĕрĕм-шывăм çук теместпĕр эпĕр. Пур. Çĕрĕм, шывăм тени те (хÿреллĕ пăнчăпа!) пур. Çавăн пекех сĕтелĕм-пуканăм (сĕтелĕм, пуканăм), аттăм-пушмакăм (аттăм, пушмакăм), шăммăм-шаккăм (шăммăм, шаккăм) тенисем те пур. (Сĕтел-пуканăм, Атă-пушмакăм, Шăмшакăм формăсем те çук мар!). Асăннă пулăмсене пурне те кирлĕ пек интерпретацилеме яланах май пур.
Анаталла-тăвалла. Мăшăр сăмах. Шет ăна анат-ту тенинчен аталанса пулса кайнă пек курмалла?
Çырулăх йĕркевĕсене ăсталакансен тата майлаштаракансен "теори" текенни çинчен чăн кайран шутлас пулать. Мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ мар вăл. Теоретиксен кайран çеç пырса перĕнмелле. Е пырса перĕнмесен тата лайăхрах. Хуть те мĕнле пулсан та, лаши малта, урапи хыçалта пулма тивĕçлĕ.
L'amour е Ля-мур? :-) Кушак сăнне ак çак тĕлтен илтĕмĕр (каçă, хутлă сăмахсен "теорийĕ" пирки калани те кăштах пур)
... ... ... ... ...
...
(Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)