Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Ăçта çитĕпĕр, чĕкеç?

Таисия Ташней12.08.2015 20:134733 Пурĕ пăхнă

«Ăçта каян, чĕкеç, каçа хирĕç?» – йĕркесемлĕ тунсăх юрă савнă çын пирки чуна ыраттарса ĕсĕклесе ларнă май аса килмерĕ-ха. Сăмахĕ – шкул çулне çитмен ачасем валли уçнă «Чĕкеç» ушкăн пирки. Ăна Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнчи вăтам шкулта çурлан 6-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçни пирки Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕччĕ.

Чăваш Енĕн влаç органĕсен официаллă порталĕнче ку мероприятие çутатакан хыпара сăнӳкерчĕксемпе те илемлетнĕ. Хĕрлĕ хăйăва касма Чăваш Ен Элтеперĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă. Ӳкерчĕксенче чăваш тĕрри-ерешĕллĕ ачасем ташлаççĕ, Михаил Васильевич пĕчĕккисем валли уçнă пӳлĕмсемпе паллашать, вĕсене валли хатĕрленĕ вырăн тавраш еплине вăл хаклать.

 

Мероприяти епле иртнине уçса паракан хитре ӳкерчĕксене пăхса ларнă май вĕсенчен пĕри куçа тăрăнчĕ. Вăл – ушкăн ятне кăтартаканни. «Чекес» тесе çырса хунă. Шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ пулнине пĕлтерекеннине вырăсла çырнăран мăнтарăн чĕкеçне чекес туса хунă-ши?..

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj