Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

Софья Савнеш14.06.2015 22:2415322 Пурĕ пăхнă

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт. Хам вырăсла пуплеме пĕлместĕп теместĕп-ха эпĕ. Анчах пĕлĕшĕм чăваш пулнине, вăл чăваш амăшĕн сĕчĕпе ÿснине пĕлсе тăрса ниепле те чĕлхем вырăсла калаçмашкăн çаврăнмарĕ.

Тен, хулара, общество транспортĕнче чăвашла пуплеме именет вăл? Капла та шухăшласа пăхрăм. Анчах çав «майра» ялта та манпа вырăсла перкелешет. Ку кăна мар – вăл ашшĕ-амăшĕпе те, аппăшĕпе те чăвашла пупленине асăрахасах кайман эпĕ. Тус-юлташĕсемпе – пушшех те. Çамрăксем «чăнкă» вĕт. Вĕсем хăйсен ачисене те, ялта пурăнсан та, вырăсла калаçма хăнăхтарасси пирки 100 проценчĕпех иккĕленместĕп.

Пуррине упрама пĕлместпĕр çав. Çав вăхăтрах тĕлĕнмелле çынсемпе паллашма тÿр килчĕ манăн. Пĕлтĕр Люксембургран Чăваш Ене чăваш чĕлхине ятарласа вĕренме килнĕ Томас Файдерпа тĕл пултăм. Вăл тăван тăрăхĕнче пирĕн чĕлхене хăй тĕллĕн ăса хывма тăрăшнă. Грамматикăна вĕреннĕ-ха вăл кăшт. Анчах калаçнине илтсе вĕренес килнĕ унăн. Çак тĕллевпех Томас Етĕрне районĕнче пурăннă, учительница пулăшнипе (халь, шел те, ятне-шывне манса кайнă) чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Люксембурга кайнă чухне Томас хăйĕнпе кĕнекесем илсе кайнă, унта чĕлхене малалла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Тăрăшсан темĕн те пулать теççĕ. Томаспа тĕнче тетелĕ урлă халĕ те çыхăну тытатпăр. Чипер-йĕркеллех ман пата чăвашла çырать. Кăçал вăл каллех Чăваш Ене килесшĕн. Хальхинче вăл чăваш чĕлхипе культурине «Хавал» уйлăхра тарăнрах вĕренесшĕн. Мĕнех, ăнăçу ăна.

Çичĕ тинĕс леш енче те чăваш чĕлхи пирки пĕлни чуна хăпартлантарать. Пирĕн чĕлхене ют çĕршыв çыннисем вĕренме талпăнни вара пушшех те савăнтарать. Ав Венгрирен нумаях пулмасть Мелинда Такач Шупашкара килнĕ. Вăл та чăвашла вĕренесшĕн, чăвашсен культурипе паллашасшăн. Мелинда венгр тата чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем пуррине пĕлтернĕччĕ.

Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхене епле манăçа кăларăн-ха? Çук, вырăсла калаçма, паллах, никам та чармасть. Анчах чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.19 17:38
Ку Примоски чӑвашсен интервьюне хам та илтрӗм 2 хутчен чӑваш радиора О.Прокопьев йӗркеленӗ кӑларӑмра. Халап мар,Акасапар хӑта. Кунта интереслӗ пулса тухать: Енчен те хыпар Акасапара тивӗҫтерместь-ку халап пулса тӑрать, енчен те Халап пулсан та Акасапара тивӗҫтереть пулсан-ку Хыпар пулма тивӗҫлӗ япала. Вӑт кӗскен ҫавӑн пек халап. Акасапар хӑта, Томас Файдер кӑҫал та килеть Чӑваш Ене,унпа тӗл пулса калаҫма манса ан кай. Етӗрне тӑрӑхне хам сана илсе кайса килӗп - пӗр пуссӑрах. Килӗшетӗн-и?
Agabazar // 2855.14.2382
2015.06.19 20:49
Agabazar
Ну тавай, ĕнентерÿллĕ ĕнентерÿсене çак сайта сĕтĕрсе килĕр, тархасшăн!

Атту йăлахнă унашкал халлапсене итлесе.
Ехрем хуçан тăхăмĕсем паян Хусанта, Эмерĕкре, Хранццире чăвашла калаçса пуранаççĕ текен халлапа та илтнĕ, тата ыттине те... Чĕлхен шăмми çук.

Ну, интервью илнĕ пултăр. Ăçта вăл интервью?
Интервьюсене эп те пама пултарап.....
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.20 08:56
Ара, Акасапар тусӑм кӗрсе тух Чӑваш Енъ Радио текен кантура. Вӗсен архивӗнче чылай материал пур. Халь унтан леш чӑвашсене хисеплемен Юля тухса кайнӑ. Ҫавӑнпа хӑюллӑрах пул, кӗрсе тух Магарин патне. Кунте ҫлетӑватӗль пек илсе килӗр, кӑтартӑр, токазать тӑвӑр тесе ан лар-ха. Сана хуть лавӗпе илсе килсе пар материал, эсӗ пурпӗрех шуррине хура теме пӑрахмастӑн. Мӗн каласси пур, афоризм каласа ҫиллентерес килместь ирех.
Конми // 1940.05.8006
2015.06.20 20:50
Акапасарăн пĕр юрă: "Пулма пултараймасть! Ĕненместĕп!" Библири Фома юрри. Тытса пăхсан ĕненĕччĕ. Анчах тытса пăхма та вăй хумалла-çке. Мораль çине йăвантарни те тĕлĕнтерет. Мораль мар, катăклăх чирĕ. Унпа хамăр ачасене мĕн пĕчĕкрен чирлеттеретпĕр ача сачĕсенче, шкулта, килти лару-тăрăва ăспа йĕркелемен пирки, алкоголизмпа нишлĕх чуна ыраттарнипе те.
Agabazar // 2282.35.7689
2015.06.21 04:14
Agabazar
Эсир вара çавна, Приморьере чăвашсем хăйсем хушшинче чăвашла калаçса пурăнаççĕ тенине, ĕненетĕр-и, Конми хоспочын? Вăл шутра çавăнта ÿссе çитĕнекенсем те? Э? Ĕненĕр, ĕненекенсем телейлĕ....
Agabazar // 2282.35.7689
2015.06.21 04:14
Agabazar
Ия.

"...Мораль мар, катăклăх чирĕ..."

"Катăклăх чирĕ" шăпах "мораль" пулать те ĕнтĕ вăл, Конми хоспочын! Пăхăр Интернетра, мĕн вăл "мораль"!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.21 09:32
Вӑт Конми юлташ питӗ те тӗрӗс ҫырать. Килӗшетӗп. Тата Аксар Чунтупай ӗненмелле ҫыратчӗ Трак тӑрӑхӗнчен. Акасапар тарӑхтарса ҫитерчӗ те ӑна-кӗме пӑрахрӗ. Хӑй шухӑшне калать, ҫынна итлетчӗ. Акасапарӗ пономарь пек хӑйӗн юррине чарӑнмасӑр юрлать, никама та ҫын вырӑнне хумасть. Чего хочет добиваться? Ӑнланма ҫук.
Agabazar // 2547.79.6585
2015.06.21 10:22
Agabazar
<<"Катăклăх чирĕ" шăпах "мораль" пулать те ĕнтĕ вăл, Конми хоспочын!>>

Кам чăвашла калаçать — çав "катăк" шутланать. Вăт çавнашкал моральсем унта, Конми хоспочын!

Нина // 1830.8.7306
2015.06.21 14:47
Agabazar
"Кам чăвашла калаçать — çав "катăк" шутланать."
ЭСИР те-и?
Конми // 1245.72.3526
2015.06.21 21:24
Мĕн тума кирлĕ сире, Акапасар, Приморьери чăвашлăха тытакансем пуррине хăвăр ененменни пирки пуш параппан çапни? Илтрĕр, пĕлтĕр - савăнăр. Е чĕрÿ вĕчĕрхенет-и кун пеккисем пуррине пĕлсен, "морале" пăхăнмаççĕ тесе. Сирĕн пĕлÿ кутамкки шăтăк е ытла чухăнтан кăштах вăтанмалла пек туйăнать мар-и?

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj