Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

Софья Савнеш14.06.2015 22:2414129 Пурĕ пăхнă

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт. Хам вырăсла пуплеме пĕлместĕп теместĕп-ха эпĕ. Анчах пĕлĕшĕм чăваш пулнине, вăл чăваш амăшĕн сĕчĕпе ÿснине пĕлсе тăрса ниепле те чĕлхем вырăсла калаçмашкăн çаврăнмарĕ.

Тен, хулара, общество транспортĕнче чăвашла пуплеме именет вăл? Капла та шухăшласа пăхрăм. Анчах çав «майра» ялта та манпа вырăсла перкелешет. Ку кăна мар – вăл ашшĕ-амăшĕпе те, аппăшĕпе те чăвашла пупленине асăрахасах кайман эпĕ. Тус-юлташĕсемпе – пушшех те. Çамрăксем «чăнкă» вĕт. Вĕсем хăйсен ачисене те, ялта пурăнсан та, вырăсла калаçма хăнăхтарасси пирки 100 проценчĕпех иккĕленместĕп.

Пуррине упрама пĕлместпĕр çав. Çав вăхăтрах тĕлĕнмелле çынсемпе паллашма тÿр килчĕ манăн. Пĕлтĕр Люксембургран Чăваш Ене чăваш чĕлхине ятарласа вĕренме килнĕ Томас Файдерпа тĕл пултăм. Вăл тăван тăрăхĕнче пирĕн чĕлхене хăй тĕллĕн ăса хывма тăрăшнă. Грамматикăна вĕреннĕ-ха вăл кăшт. Анчах калаçнине илтсе вĕренес килнĕ унăн. Çак тĕллевпех Томас Етĕрне районĕнче пурăннă, учительница пулăшнипе (халь, шел те, ятне-шывне манса кайнă) чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Люксембурга кайнă чухне Томас хăйĕнпе кĕнекесем илсе кайнă, унта чĕлхене малалла хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Тăрăшсан темĕн те пулать теççĕ. Томаспа тĕнче тетелĕ урлă халĕ те çыхăну тытатпăр. Чипер-йĕркеллех ман пата чăвашла çырать. Кăçал вăл каллех Чăваш Ене килесшĕн. Хальхинче вăл чăваш чĕлхипе культурине «Хавал» уйлăхра тарăнрах вĕренесшĕн. Мĕнех, ăнăçу ăна.

Çичĕ тинĕс леш енче те чăваш чĕлхи пирки пĕлни чуна хăпартлантарать. Пирĕн чĕлхене ют çĕршыв çыннисем вĕренме талпăнни вара пушшех те савăнтарать. Ав Венгрирен нумаях пулмасть Мелинда Такач Шупашкара килнĕ. Вăл та чăвашла вĕренесшĕн, чăвашсен культурипе паллашасшăн. Мелинда венгр тата чăваш чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем пуррине пĕлтернĕччĕ.

Анне сĕчĕпе куçнă чĕлхене епле манăçа кăларăн-ха? Çук, вырăсла калаçма, паллах, никам та чармасть. Анчах чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.26 10:15
Тем ан калаҫ, Микуль хӑта. Акасапар текенни ятарласа хӗтӗртеть. Калаҫӑр, савӑнӑр, юрлӑр тӑван чӗлхепе-никам та чармасть. Тулӗк йӗркеллӗ пулмалла, этеме ӗретлӗ. Паллах урамри ҫынна кӑкӑрӗнчен тытса "Эс чӑвашла пӗлетни" тесе силлесен Акасапарӑн чӗлхипе калаҫас,ҫав чӗлхе вӑрттӑнлӑхне ӑнланас текенсем хушӑнаймӗҫ. Ҫав чӗлхен шалти илемне, вӑрттӑнлӑхне кӑтартма пултарайсан- пирӗн хитре чӗлхепе калаҫас текенсем хушӑнмаллах.
Agabazar // 3348.68.4170
2015.06.26 12:54
Agabazar
АТИЛА // 3913.58.4645 2015-06-26 10:15: <<СУЯТӐР.НИКАМ ТА АВОБУСА КӖРСЕН ЧӐВАШЛА БИЛЕТ ЫЙТМАН ХАЛИЧЧЕН.ТЫМАРЛАНПА ИЛЛЕ ИВАНОВСӐР ПУҪНЕ.ХӐРАТӐР.А ВДРУГ КОНДУКТОРӖ ЧӐВАШ МАР.ЫТТИ ҪӖРТЕ ТЕ ХӐРАТӐР. УЙРӐМАХ АКАПАСАР ТЕ ХӐРАТ ТЕ ВӐТАНАТ>>

Атила, кунта никам та билета чăвашла ыйтнипе мухтанман, каппайланман халлĕхе. Чăн, хăшпĕр чухне Таймер хăйĕн ачисемпе каппайланкалани пулнă. Анчах вăл та автобуса кĕрсен билета чăвашла ыйтрăм тесе нихçан та мухтанман ку сайтра. Урăх тĕлте мухтанни, тен, пулнă пулĕ, анчах та вăл шутланмасть. Тата çакă тĕлĕнтерет: мĕншĕн кунашкал контекста Акапасара мекеçлене-мекеçленех чиксе хунă? Мĕншĕн тивĕçнĕ вăл кунашкал "чыса"?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.26 18:36
Поплӗр тӑван чӗлхепе, никам та чармасть.
Agabazar // 3163.96.3994
2015.06.26 19:15
Agabazar
бор:"Паллах урамри ҫынна кӑкӑрӗнчен тытса "Эс чӑвашла пӗлетни" тесе силлесен Акасапарӑн чӗлхипе калаҫас,ҫав чӗлхе вӑрттӑнлӑхне ӑнланас текенсем хушӑнаймӗҫ."<br>

Кунта каллах çынсене халлап çапас çул çинелле сĕтĕрни сисĕнет. Мĕншĕн тесен нихçан ниепле пулма пултарайман лару-тăрăва искусствăлла майпа илсе тăратнă. Хăçан курнă эсир чăваш вырăса çапла кăкăртан тытса силленине? Пулма пултарайман япала!</b>

Чăннпе вара асăннă лару-тăру пĕртен-пĕр сăлтавпа çеç сиксе тухма пултарать: "Органсем" хушнипе пĕр-пĕр çын янтă укçашăн хĕрĕнсе е урăхла сăлтава пула çакнашкал конфликт пекки йĕркелесен. Вара, паллах, "тискер чăвашсем" пирки сăмахлама та сăлтав пекки тупăнма пултарайĕ, тен. Хăшĕсене вара çавă çеç кирлĕ!



Тархасшăн, асăрханăр ун пек провокацисенчен!

бор: "Ҫав чӗлхен шалти илемне, вӑрттӑнлӑхне кӑтартма пултарайсан- пирӗн хитре чӗлхепе калаҫас текенсем хушӑнмаллах."

Паллах, ку та 100 проччăнтлă халлап.

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.26 21:33
Акапасара валли ятарласа тепӗр хут.Ачасемпе чӑвашла кӑна килте калаҫни вӑл маншӑн нимле йывӑрлӑх та пулман.Акапасар пеккисем хӑйсен ачисене вӗретмненшӗн халӗ вара вӗрентӳ министерстви айӑплӑ пулать.Автобусра та халиччен билет вырӑсла ыйтса курман.Кама кирлӗ чӑваш чӗлхи вӑл ачисене те ҫӑмӑллӑнах вӗрентет,хӑй те кунӗпех калаҫать тӑван чӗлхепе.Анчах Акапасар калаҫманнине пула хӑш чух пирӗн ҫине шурӑ куҫпа пӑхса:"Скажи нормально как все"-теҫҫӗ.Тӗрӗс калаҫҫӗ пуль.
Чекес // 3755.28.7449
2015.06.26 21:57
Timer
"Анчах Акапасар калаҫманнине пула хӑш чух пирӗн ҫине шурӑ куҫпа пӑхса:"Скажи нормально как все"-теҫҫӗ"
Agabazarа ҫеҫ тапӑнмалла мар. 10 ҫынран 1-2 -шӗ чӑвашла калаҫсан транспортра аван пулӗччӗ.
Agabazar // 3163.96.3994
2015.06.26 22:48
Agabazar
Таймер: "Ачасемпе чӑвашла кӑна килте калаҫни вӑл маншӑн нимле йывӑрлӑх та пулман"

Тавай, тавай хыптарса ларăр пире кунта ытларах. Тен сире уншăн мидаль те парĕç.



"Автобусра та халиччен билет вырӑсла ыйтса курман"

Хыптарăр, хыптарăр, тепĕр мидаль лекĕ куншăн сире.



"хӑш чух пирӗн ҫине шурӑ куҫпа пӑхса:"Скажи нормально как все"-теҫҫӗ.Тӗрӗс калаҫҫӗ пуль."

Тĕрĕсс пулмасăр! Ун пек калакансене тÿрех мидаль парас пулать!




Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.27 11:29
Тӗнчере, ҫавӑн пекех ЧӑвашЕньре те ӗнтӗ, пур куштанрах ҫынсем. Вӗсем пӗтӗм пулӑмсене сивлеҫҫӗ, кун пек сивлесси ҫав ҫынсен пурнӑҫ шӑнӑрӗ пулса тӑрат. Agabazar текен чӑваш ҫакӑнта //3163.96.39942015-06-26 22:48 ҫырни ҫавна яр уҫҫӑн кӑтартса парат. Этем, хулапа ял,Республикӑ, Раҫҫейре лайӑх пулӑмсем те чылай вӗт. Пӗтӗмпех "на отрицании" пурнӑҫ йӗркелеме ҫук. Ҫакна ӑнлансан пит те аван пулмалла.
Ют Ҫын // 1103.8.4384
2015.06.28 13:41
Тӗрӗс куштансем нумай, вӗсен шучӗ ӳссех пырат.Либералсен шучӗ те ӳссех пырат. Тӗрӗсрех каласан ӳсни мар вӑл,хӑйсене либерал пек кӑтартакансем.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.30 17:57
Пире кунта пит нумай хыптарать те тыттарать Акасапар кукка. Самӑй клавнӑй хыптарма тӑрӑшаканни Акасапар кукка. Анчах ӑна никам та ӗненместь. Ҫав проблемӑ пур. Ӗненекенсем ҫукрах.

Paĝoj: [1], 2, 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj