п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх
Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?
Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи
Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Ĕнер аслати авăтни - мĕншĕн мана Аслă Атилĕх, Аслă Аттелĕх терминсем килĕшменни аса килчĕ. Чăвашсен Аслă Атийĕ (Зевсĕ). Аслатте, Асатте - Аслă Аттелĕх вара
(Аслă) + ((Атте)+лĕх)
е
((Аслă)+(Атте)) + лĕх
-и?
Е Аттелĕхĕн Аслă Вăрçи тĕрĕсрех-и? Мĕншĕн тесен Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçи - тĕп-тĕрĕс калăп. Тăван Çĕршыв вырăнне Аттелĕхе картса лартсан шăпах çавăн пек пулмалла.
<<Е Аттелĕхĕн Аслă Вăрçи тĕрĕсрех-и? Мĕншĕн тесен Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçи - тĕп-тĕрĕс калăп. Тăван Çĕршыв вырăнне Аттелĕхе картса лартсан шăпах çавăн пек пулмалла.>>
Ют ҫын, ара вӑл вӑхӑтра Раҫҫей кӑна мар, казахсем те узбексем те, грузинсем те пулнӑ СССР-та.
<br>//хальхи вӑхӑтра шӑп та Раҫҫей пӗтӗм ҫӗнтерӗве хӑй ҫине илесшӗнни курӑнать те. Кам Мускав пымасть — вӑл «фашист» имӗш... Ҫӗнтерӳ кунӗпе те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ — ку та ҫакна лайӑх кӑтартать.
Админ:"Ҫӗнтерӳ кунӗпе те вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ—ку та ҫакна лайӑх кӑтартать.".Сана Тӑван чӗлхепе Игнатьев саламларӗ,Черкесов саламларӗ,даже Аршинова 2 предложени чӑвашла саламларӗ юратнӑ чӑвашсене!Сана Мускаври мавзолей ҫинчен чӑвашла чӗнсе каламаллаччӗ-и? Мӗскер эсир Акасапарпа тӳрех сиксе ӳкетӗр Бор ҫине,Тимӗр ҫине,Ют ҫын ҫине,Аксар ҫине,Володя ҫине?Эсир мӗн? Правда в последней инстанции? Админ,санӑн савҫим дискуссине хушша кӗмелле мар.Шӑлна ҫырт та вула ҫынсем ҫырнине, енчен те вӗсен кӳрентерӳ пулмасан.
Конми // 4170.94.2351
2015.05.10 00:35
Вăрçă ячĕ историе кĕрсе юлнине мансах ăна çĕнетсе улăштарма тема уçрăр.Мĕне кирлĕ кун пек хăтланни. Вырăсла гимнра та Отечество сăмах пур, ăна та кальккăласа мăкăлтаса-чăлахлатса Аттелĕх сăмахпа куçарман. Пуш параппана тÿпкеччин халăхмăрăн, çĕршывăн хуйхи-суйхи пирки сăмах пуçлар. Вăрçă пĕрисемшĕн тÿсейми хуйхă, теприсемшĕн... Номенклатура çĕрсе каясси вăрçăпа та çыхăнман маррине пĕлмеллех çамрăк ăрусен.
(Аслă) + ((Атте)+лĕх)
е
((Аслă)+(Атте)) + лĕх
-и?
Е Аттелĕхĕн Аслă Вăрçи тĕрĕсрех-и? Мĕншĕн тесен Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçи - тĕп-тĕрĕс калăп. Тăван Çĕршыв вырăнне Аттелĕхе картса лартсан шăпах çавăн пек пулмалла.