Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148495 Пурĕ пăхнă

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3637.88.8148
2015.05.10 10:58
Agabazar
Вырăсла гимна чăвашла куçарнă-им? Пллаштарăр-ха пире çав куçарупа?

Никам та вăрçă ятне улăштарма шутламасть. Чăвашла епле каласси пирки калаçу пулма пултарать. Аттелĕх текеннине эпир мар кĕртнĕ. Тĕп текста тепĕр хут вуласа тухăр, тархасшăн. Унта Митта Ваçлейĕ, Генн. Юмарт, Н.Кушманов, Юхма М., Л.Таллеров ячĕсене асăннă. Çак çынсем, ман шутпа, сиртен те аслăрах. Çулпа çеç те мар.

Куçару пирки мар, эквивалент пирки сăмах пырать.
2015.05.10 11:02
Аçтахар Плотников
Ӗнер куртӑмах чӑвашла саламланисене. Юрӗ, хисеплерӗҫ тейӗпӗр.
«Админ,санӑн савҫим дискуссине хушша кӗмелле мар. Шӑлна ҫырт та вула ҫынсем ҫыпнине, енчен те вӗсен кӳрентерӳ пулмасан.»
Сана вара Бор, ак ҫак статьяна тепер хут вулама сӗнетӗп: http://chuvash.org/blogs/comments/2359.html //ним калама сӑмах ҫук пулсан ман ҫӑвара хупасси ырӑ япала-ши сан?
Agabazar // 3637.88.8148
2015.05.10 11:11
Agabazar
"Ӗнер куртӑмах чӑвашла саламланисене. Юрӗ, хисеплерӗҫ тейӗпӗр."

Ку вăл критика сая кайманнине пĕлтерет.

Agabazar // 3637.88.8148
2015.05.10 11:11
Agabazar
Тилпĕрене мухтав!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.10 18:50
"Номенклатура çĕрсе каясси вăрçăпа та çыхăнман маррине пĕлмеллех çамрăк ăрусен"-тӗрӗс ҫырать пӗр енчен Конми.Вӑрҫӑра пуҫ хунисене, тыткӑна лекнисене, лагерьте пулнисене,аманса килнисене,вӑрҫӑ ачисене,блокадниксене тата ытти шар курнисене хуть Аттелӗх,Аттилӗх,Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи тесе кала-ним те улшӑнмасть тесе ҫырнӑччӗ ӗнтӗ форумра. Шар курнисем ҫинчен ытларах ҫыракансем пулсан лайӑхчӗ,ҫук вӗсем. Сирӗн хастар Акташ та пӗр пӗрчӗ те ҫырмарӗ, чернилӗ пӗтнӗ пулмалла е укҫи ҫитместь кӑранташ илме.
Тимӗр // 4916-2612
2015.05.10 23:21
Конми тӗрӗс калать.Вӑрҫӑ нумайӗшӗн тӳсейми хуйхӑ.Ахальтен мар вӑрҫӑ хыҫҫӑн 17ҫул 9 Май уяв тесе ирттермен.Манӑн анне паянхи кун та йӗрет вӑрҫӑра пуҫне хунӑ ашшӗне аса илсен.Нивушлӗ вӑрҫӑ ачисене паянхи кун манса каймалла?.
Конми // 2086.47.3818
2015.05.11 00:22
Акапасар шăллăм! Халлĕхе сайт юри çивĕч ыйтусенчен пăрăннине такам та курать. Пĕрпĕринпе тавлаштарни шăпах ĕнтĕ вăхăта усăсăр саярма паракан мел.Сайтри кун кĕнекине кĕме алăка çăт хупнă, форума кĕрсен те кун кĕнекине кĕреймĕн пули-пулми. Юрĕ, тейĕпр, Çĕнĕлĕх словарьне ку сăмах кĕнĕ пултăр. Сайтра ун тавралла мĕншĕн "сÿс тÿмелле"? Тата мĕншĕн пĕрне-пĕри тÿпелемелли темăсемсĕр кун кĕнекине тытса пыраймастăр?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.11 08:04
Акапасарӗ куштанланса ҫырнине 2 ҫул хушши такам та ҫырат. Кун ҫинчен калаҫса ывӑннӑ.Конми текен йӗкӗтпе килӗшетӗп, вӑхӑта усӑсӑр сая яма пит меллӗ вырӑн Акапасарпа,Борпа тавлашни.
Айван // 2528.00.4208
2015.05.11 09:22
Ара тӗрӗсех Конми юлташ. Ҫивӗч ыйту лартма вӑтанаҫҫӗ. Меркель майрипе калаҫнӑ чуне Путин питӗ ҫивӗч каларӗ вӗт. Украинпа Йемен кризисӗсем терӗ "абсолютно идентичны". Тогда почему в одном случае Янукрвича изгоняют,пусть он плохой, а в Йемене- силой оружия сбежавшего Президента пытаются вернуть". Нукӑ,ӑнлантар Аҫтархар юлташ.
Victor // 7490-8399
2015.05.11 10:04
Victor
"Кун кĕнеки"нче кашнин хăйĕн инттересне -вак-тĕвеккине те, нумай çыншăн пĕлтерĕшлине те - кура çырма ирĕкĕ пур. Çивĕч ыйтăвăрсенчен пăрăнасси кашнин хăйĕн аллинче - уншăн ""Аттелĕх" тĕрĕс эквивалент-ши?" тесе çыракана унăн кун кĕнекине кĕрсе "Ку çынсене юриех çивĕч ыйтусенчен пăрăнтарать" тесе сăмахпа хĕнесе хупăрлани мĕнле ĕç вăл? Чăваш бройлерĕ тавралăха каяшпа наркăмăшлани те çивĕч ыйту - анчах эсир çав-çавах Agabazarăн пĕр-пĕчĕк çырăвĕнчен - чĕлхе темипе çыхăннă пĕчĕк темăран абсурд туса хума тăрăшатăр. Тĕлĕнетĕп те, тĕлĕнместĕп те.
Agabazar вĕт шакăр, кайри ретри темăсемпе сÿс тÿтерме пултарни вара чăн талант.

Хама килĕшнине кура темăна таврăнса çакăн пирки шухăшларăм:
Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть?

Кашни чĕлхен çĕнĕ сăмах туса кăлармалли хатĕрĕсем хăйне майлă. Вырăсла сăмахĕсем Отец - чĕнÿ Отче тымарлă пулин те мĕншĕн çапла кукăртса лартнине ăнлантарма кăткăс, сăмахсен ăнлавĕсем те пуплев-çырура нумай хут, нумай вăхăт хушши усă курнипе çирĕпленнĕ. Чăваш чĕлхинче те Аттелĕх çапла çирĕпленчĕ ĕнтĕ.

Paĝoj: 1, ... 10, 11, 12, 13, 14, [15], 16, 17, 18, 19, 20

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj