Agabazar // 3190.30.5381
2015.04.25 21:29 | |
Ют Ҫын // 1993.03.2640
2015.04.26 08:45 | |
Пирӗн Шупашкар мерӗ чӑвашла лайӑх калаҫат вӗт. Депутачӗсем те чӑвашсем. Вӗсен 2 чӗлхе позицийӗ ҫук шим?. Вара хамӑр суйласа иҫ ҫав депутатсене.Сӑмахҫаврӑнӑш-"если ты займешься политикой,то политика займется тобой"-тесе калани вырӑнлӑ теме пулат. Айккинче тӑта юрамас. | |
Атила // 3913.58.4645
2015.04.27 11:01 | |
Каҫар та, Ют Ҫын."Если ты НЕ займешься политикой,то..."-теҫҫӗ полас тӗрӗссипе.Тата депутатсене халӑх сойланӑ.Хола халӑхӗ.А хола халӑхӗн пор-и 2чӗлхе позицийӗ?.Тымарланпа Ирӗклӗх хастарӗсем кӑна халлӗхе ҫак позицине тытаҫ мар-и?. | |
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 18:03 | |
"Ĕнтĕ канăçнă чăвашшăн
Мĕн калар та мĕн теер? Вăранмасăр çывăраççĕ Михаля та Сентиер..." | |
Agabazar // 2677.15.3112
2015.04.27 18:03 | |
"1941-1945 çулхи вăрçа хутшăннă чăвашсенчен пысăкран та пысăк пайĕ вырăсла питĕ начар пĕлнĕ е пачах та пĕлмен"
Апла пулин те ВОВпа çыхăннă Чăвашстанри палăксем çинче чăвашла çырнă сăмахсене сайра хутра çеç курма пулать. Тепĕр тесен, "вырăсла пĕлни те" кунта сăлтав пулма тивĕçлĕ мар. | |
петр // 5059.3.5746
2015.04.28 17:27 | |
1941-1945 çулхи вăрçа хутшăннă чăвашсенчен пысăкран та пысăк пайĕ вырăсла питĕ начар пĕлнĕ е пачах та пĕлмен. Аслӑ Аттелӗх Вӑрҫи хирӗнче 1941-1945 ҫ.ҫ вӗсенчен ҫурри ытла фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫса паттӑрӑн пуҫӗсене хунӑ, тӗнчере тӑнӑҫлӑх пултӑр тесе. Халь вӗсен паттӑрлӑхне хисеплесе, саламласа ҫырма чӑваш смахӗсем шеллеҫҫӗ. Чӑваш салтакӗсене асӑнса ырӑ сӑмахсем чӑвашла саламласа ҫырасшӑн мар Шупашкарта, Чӑваш Енре. Генерал А.А.Власов вырӑс пулсан та, вырсӑла пӗлсен те, Ударный Армине фашистсене сутать. Пӗлнӗ ҫав пурӑнма. Салтакӗсем плена лексе мӑшкӑл кураҫҫӗ. | |
Ют Ҫын // 3802.17.1565
2015.04.28 22:35 | |
Чӑнах,Атила тӑванӑм,васканипе "не" текен сыпӑнтаракан-союз сӑмахне сиктерсе хӑвартӑм,тек васкамӑп.Хула депутачӗсене иртерех вулаттарас килчӗ те,кулӑшла пулса тухрӗ.Вӗсем вуласса шанас килет. |
1941-1945 çулхи вăрçа хутшăннă чăвашсенчен пысăкран та пысăк пайĕ вырăсла питĕ
начар пĕлнĕ е пачах та пĕлмен