Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5010922 Пурĕ пăхнă

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 

Komentoj:

Пасар // 4117.51.7078
2015-04-21 17:46
Тухнă паян "Хыпарта" хирĕçтерекенни. Станьялпа Тяпкинăн стайисем. Станьял чеерех çырнă. Тяпкинĕ вара кирпĕч çапаканла хаплаттарса хунă: "Вирьял чĕлхи - чи авалхи чĕлхесенчен пĕри". Чутах йĕрсе яраттăм тарăхнипе. Эпĕ вара "анатри чĕлхипе" усă курсан кăна шумерсемпе хурритсен чĕлхине ăнланма пулать тесе шухăшланă. Авалхи Вавилонра "анатри чăвашсен" чĕлхи янăраса тăни Кеннамăна кăна мар, мана та тахçанах иккĕлентермест.Ара, патши те Хаммураппи пулнă—çке. Эппин, Хамăр Аппа. Вирьял чĕлхинче вара "аппа" сăмах çук.
bor1959 // 1039.8.4424
2015-04-21 18:18
Кашни сӑмахшӑн ҫилленекен Акасапарӑн пуласлӑхӗ ҫук.
Agabazar // 3504.11.6349
2015-04-21 18:55
Agabazar
" Ӗҫсӗр аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет."

Кунта "ĕçсĕр" тени ытлашши. Чăннипе аптранă кăвакал кутăн чăмнă теççĕ.

Ĕссĕр-и, ĕçсĕр мар-и — ку ниме те пĕлтермест кунта.
Ют Ҫын // 2126.50.7868
2015-04-21 20:43
Ӗҫлисем ӗҫлеҫҫӗ,кутӑн чӑммаҫҫӗ.Ҫапла пуль,тӑвансем. Ӗҫсӗр аптрасан темле шухӑш та пырса кӗрет пуҫа.
Конми // 7711.6.4593
2015-04-22 00:20
Тавлашма, хирĕçме кирлĕ мар. Тури диалект сĕм авалхи (хальхи цивилизацин) чĕлхин сасă пуянлăхĕпе хăйевĕрлĕхне упраса хăварнă. Анатри, сăмахран, О сасса çухатнă, сингармонизм та чылай хавшанă (ачасам - ачасем, пăртак - пĕртак т.ыт.те). Паллах, ку анатрисем Ылтăн тусем çывăхĕнче чухне ытти тĕрĕксемĕпе чылай хутшăннăран, çырулăха нумай хут улăштарнăран килнĕ теме пулать.
Конми // 7711.6.4593
2015-04-22 00:44
Сĕм авалхи чĕлхере хупă сасăсем (янравсăр тата янравлă мăшăр тăваканнисем) пĕр саспаллипех çырăннă. Çавăнпа та Хамурапи(хальхи вырăс графикипе) сăмахра чăн та АППИ (АППА) анатри диалектран теме май çук. "Асли" ытларах АБАЙ тĕрĕксен. Иртнĕ форумра Скандинавири авалхи германсен ФУТАРК текен алфавичĕ Яковлевăннине асилтерет текен сăнавçă пурччĕ. Унта янравлăхпа янравсăрлăха уйăрман, У "вов" о, у сассене палăртнă.
Пасар // 4117.51.7078
2015-04-22 09:41
Конми шÿте ăнланма чарăннă пулмалла. Мĕскер сÿтĕлетĕр, ТĂВАН ЧĔЛХЕМĔРЕ пайлатăр? Ыйтăва тахçанах татса панă пирĕн историксемпе тюркологсем (Ашмарин, Никольский, Димитриев, Каховский, Н.Егоров...): тури (е вирьял) чăвашсен тăхăмĕсем ку тăрăха Атăлçи Пăлхара тутар-монголсем аркатсан тарса килнине, ку тăрăхри финн-угорсене (çармăссене, ирçесене) хăватлăн чăвашлатнине пурте пĕлетĕр-çке! Кам чарать сире Ялта вирьялла попляма, ыттисене анатрилле калаçма? Литература чĕлхине вара аркатас марччĕ, диалектизмсемпе пуянрлатма - тархасшăн. Чару çук. Тепĕр тесен, пирĕн словарьсенче эпир усă курман диалектизмсем темĕн чухлĕ.
Пасар // 4117.51.7078
2015-04-22 09:49
Мĕскĕнлетрĕ те вара сире Туркай, тăван вирьялăмсем. Хăй ăнлансах-ши е ăнланмасăрах-ши? Станьял статйине вуласа тухăр, йĕркеллех çырнă, мĕнле калаççĕ-ха... "предмета пĕлет". Тяпкинăн - эмоци, Туркай йышшиех... Тепĕр самант. Эпĕ кĕтнĕ пекех, вирьял енчи учительсем те, ахаль вулакан та Туркай провокацийĕ хыççăн каймарĕç, эппин, литература чĕлхи пĕтĕм чăваша пĕрлештерсе çитернĕ теме пулать. Тавах чăваш туррисене!
bor1959 // 1039.8.4424
2015-04-22 10:10
Ман шутпа Конми те,Пасар та ӑнланмаллах ҫыраҫҫӗ.Килӗшмелле. Анчах та Акасапар ҫырма пуҫласан ӑнланулӑх таҫта кайса ҫухалать.Пӗлместь ӑнлантарма,тӳрех интернета чӑмать,леш эсир асӑннӑ кӑвакал пек,эппин. Эмоци те тӳрпилӗклӗх хуҫаланать унпа.
Атнер // 3913.58.4645
2015-04-22 10:40
Пасар Леонтьевӑн шухӑшӗсене палӑртнине каламасӑрах паллӑ.Никак лӑпланимас.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru