Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Выртан каска мăкланатех-ши?

Таисия Ташней23.03.2015 20:0211940 Пурĕ пăхнă

Икĕ алла пĕр ĕç теме юратаççĕ чăвашсем. Анчах пурте çавăн пек шухăшлаççĕ-и-ха.

Хальхи вăхăтра сахал мар чăваш, ытти хăш-пĕр халăх ывăл-хĕрĕ евĕрех, Мускава ĕçлеме çӳрет. Пирĕнисем Мускава кăна та мар, ытти ергиона та тухса каяççĕ. Сăмахран, кӳршĕллĕ Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутар Республикине. Тӳре-шара вара ĕçлес текен валли ĕç пур тесе ĕнентерме тăрăшать. Кама ĕненмелле? Çакăн пирки пуç ватрăмăр та эпир.

Вырăнти лару-тăрăва пĕлес тесе хăш-пĕр предприятие, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне шăнкăравларă. Хама ĕç шыракан çын пек кăтартса кирек епле ĕçе те кӳлĕнме хатĕррине палăртрăм. Фермăна та дояркăна хаваспах кайăп, ялти клубра та урай савăнсах çăвăп терĕм. «Килĕр-килĕр. Пирĕн тăрăхра кĕçех çĕнĕ шкулпа ача-пăча пахчи уçăлмалла», – ĕнентерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Пуçлăха ĕнен те, савăнма ан васка тесе шухăшлас килчĕ. Ара, вăл тăрăхра манăн пĕлĕшĕмсем пур-çке. Çĕнĕ шкулĕпе ача-пăча пахчи унчченхи, киввисем, вырăнне уçăлмалла. Апла тăк хальхи çав учрежденисенче тăрăшакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ăçта кăларса яма шут тытнă-ши. Тепĕр тесен, пуçлăх пуçлăхах-çке. Патшалăх хыснинчен шалу илсе пурăнакан тӳре-шаран калаçма, çынна ĕнентерме-лăплантарма пĕлмелле. Кур-ха, епле шахвăртать. Хăй вырăнне тивĕçлипех йышăнать темелле-ши?..

Унтан Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăх ертӳçипе Василий Яковлевпа çыхăнтăм. «Сире рабочисем кирлĕ-и?» – ыйтатăп унран. Кирлĕ иккен. Инженера кĕтеççĕ, ветеринара. Направленипе вĕренме янă специалистсем те тăван хуçалăха ĕçлеме пырасшăн мар. «Урăхларах воспитани пуль халь, – пуçне ватать Василий Иванович. – Çĕр çинче ĕçлесшĕн мар çамрăксем. Ялта пире трактористсем те кирлĕ. Сезон вăхăтĕнче вĕсем 50 пин таран ĕçлесе илееççĕ. Анчах вăл укçашăн шуçăмла тăрса хĕвел аннă хыççăн кăна выртмалла». Ара ĕнтĕ. Кăна эпир, ялта ӳснисем, хамăр та аван ăнланатпăр. Анчах пурте ун пек тар тăкасшăн мар пуль çав.

Ĕç укçи пĕчĕк тӳленĕрен тăван тăрăхра тытăнса тăрасшăн маррисем те çук мар. Темиçешер теçетке пин тенке хăнăхнисем 10 пиншĕн пилĕк авасшăн мар. Хăшĕсем тата, мĕн пытармалли, ирĕке ăнтăлаççĕ. Мăшăрĕсем йăлăхтарса çитернипе вĕсем çичĕ ютра ĕçлесе çӳреме ăнтăлаççĕ. Унта чун туличчен ĕçсе те çиеççĕ, ялан купăста яшки йăлăхтарать теççĕ те, «ытти апат-çимĕçе те ас тивсе пăхаççĕ». Çапла ирĕклĕ пурнăçпа киленнĕ хыççăн çемьесем уйрăлни те сахал мар. Загс уйрăмĕсем çемьесем мĕншĕн уйрăлни пирки ыйтăм ирттернĕ те мăшăрсенчен пĕри ютра ĕçлесе çӳренипе уйрăлас патне çитсе тухнине те палăртнă анкета ыйтăвне хуравлакансем.

Икĕ алла пĕр ĕç тесе кунтах лăплансан уйрăлакансем те, тен, сахалланĕç. Тата... выртан каска мăкланнă, çӳрен каска якалнă теме юрататчĕ кукамай.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ют Ҫын // 1574.17.1212
2015.04.18 15:40
Акконд текен фирмӑна пӗтӗмӗшлех сутса яман вӗт, акцисен темиҫе процентне кӑна. Производствӑна сарма укҫи кирлӗ пулнӑ пулат.Ку ӗнтӗ тӗнчере сарӑлнӑ практика.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.18 18:46
Тур мучи:"Акконд тенӗрен . шел те - ӑна та Мускавсем ярса илчӗҫ."-тӗрӗсех те мар теме юрать кун пек калани. Каламалла:" акцисен чылай пайне мускавсемпе нимӗҫсем ярса илнӗ"-тесен тӗрӗсрех пулать. Вара "птица дивная" текен канфет ещӗкӗ ТВ тӗп каналӗсенче ирсерен илемленсе ларма пуҫларӗ.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.19 08:18
Вара налукне Шупашкарпа Чӑваш Енъ хысниненех тӳлеҫҫӗ шим? Паянхи политикӑпа килӗшӳллӗн хуҫи хуть Берег Слоновой Кости текен ҫӗршывран пултӑр. Налукӗсем чухӑн Чӑваш республикине тӗрек парсан аван.
Ют Ҫын // 1253.54.8168
2015.04.19 22:23
Налук-хӗсмет органӗнчен запрос тӑвӑр налук ӑҫта тӳленине пӗлесех килсен. Аптрамӗ В.Иванов, унӑн акконд-Агро текенни пур. Фермӑна ӗҫлеме каяс текеннисем нумаях пулмӗҫ.
Конми // 1722.11.6910
2015.04.19 23:11
Фермер пулма тивĕçлисем умĕнче административлă барьер тăрать. Çакă кăнтăр çыннисем сурăх фермисем тытнинченех сисĕнет. Совет влаçĕ чухне эрменсем асфальт çулсем, шкулсем, фермăсем тăватчĕç. Хамăрăн тăваçсене пуçлăхсем сайра хутра инçетреннисене çеç тытатчĕç. Тувара пулма тÿр килчĕ. Тĕлĕнетчĕç тувасем: эрменсене фермасем тума тытаççĕ, мĕншĕн хамăррăннисене тытмаççĕ?
Конми // 1722.11.6910
2015.04.19 23:26
Тупсăмĕ паллă: инçетрисем хăйсен пайне илеççĕ те тухса каяççĕ. Шăв-шав çĕклемеççĕ. Вырăнтисене епле çурмалла çуртарăн договорти суммăна!. Тата РАСЦЕНКИ СМР объект хакĕн 40 процентĕнчен ирттерме чарать тунă ĕçсемшĕн алла памалли суммăна. ОТКАТ, ОТПИЛ тенĕ пулăмăсем чăвашра тахçанах тымарланса ÿссех пыраççĕ мар-и! Да не убудет рука дающая!..
Agabazar // 1393.38.2917
2015.04.20 04:41
Agabazar
Миккуль // 4292.84.0894 2015-04-19 08:18: <<Вара налукне Шупашкарпа Чӑваш Енъ хысниненех тӳлеҫҫӗ шим? Паянхи политикӑпа килӗшӳллӗн хуҫи хуть Берег Слоновой Кости текен ҫӗршывран пултӑр. Налукӗсем чухӑн Чӑваш республикине тӗрек парсан аван.>>

Тупăшне хăйсене кирлĕ пек усă кураççĕ. Паллах, вĕсем ăна кунта хăвармаççĕ.

А налуксем пирки пĕр-пĕр эксперт ăнлантарса патăр.


Берег Слоновой Кости мар, Кот Д'Ивуар теççĕ.
Айван // 2528.00.4208
2015.04.20 09:38
Agabazar текеннине налукне кӑна мар, тупӑшне те 95 %-не Чӑвашра хӑварсан аван пулмалла. Вара мачча ҫине сурса кабинетра интернет шӗкӗлчеме аван пулмалла.
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 21:35
Agabazar вӑл пилӗк авмасӑрах Европпӑ шайӗнче пурнасшӑн,Айван тӑванӑм. Е хотя бы Польшӑ шайӗнче тет. Абсурд мари ку?
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 09:59
Ман шутпа Акасапар:"Берег Слоновой Кости мар,е Кот Д'Ивуар теççĕ"-тесе ҫырни тӗрӗсех те мар. Тӗрӗс ҫапларах пулать: "Кот-д’Ивуар"( Côte d'Ivoire).Тӗрӗссипе пирӗншӗн хуть те мӗнле ҫырни те тӗрӗс. Тепӗр военнӑй переворот тӑваҫҫӗ те тепӗр майлӑ ят параҫҫӗ. Акапасара "пирӗн патра воннӑй переворот ан пултӑр анчах"-тесе калас килеть.Хамӑра Урӑх ят памалла ан пултӑр.

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj