Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Выртан каска мăкланатех-ши?

Таисия Ташней23.03.2015 20:0210937 Пурĕ пăхнă

Икĕ алла пĕр ĕç теме юратаççĕ чăвашсем. Анчах пурте çавăн пек шухăшлаççĕ-и-ха.

Хальхи вăхăтра сахал мар чăваш, ытти хăш-пĕр халăх ывăл-хĕрĕ евĕрех, Мускава ĕçлеме çӳрет. Пирĕнисем Мускава кăна та мар, ытти ергиона та тухса каяççĕ. Сăмахран, кӳршĕллĕ Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутар Республикине. Тӳре-шара вара ĕçлес текен валли ĕç пур тесе ĕнентерме тăрăшать. Кама ĕненмелле? Çакăн пирки пуç ватрăмăр та эпир.

Вырăнти лару-тăрăва пĕлес тесе хăш-пĕр предприятие, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне шăнкăравларă. Хама ĕç шыракан çын пек кăтартса кирек епле ĕçе те кӳлĕнме хатĕррине палăртрăм. Фермăна та дояркăна хаваспах кайăп, ялти клубра та урай савăнсах çăвăп терĕм. «Килĕр-килĕр. Пирĕн тăрăхра кĕçех çĕнĕ шкулпа ача-пăча пахчи уçăлмалла», – ĕнентерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Пуçлăха ĕнен те, савăнма ан васка тесе шухăшлас килчĕ. Ара, вăл тăрăхра манăн пĕлĕшĕмсем пур-çке. Çĕнĕ шкулĕпе ача-пăча пахчи унчченхи, киввисем, вырăнне уçăлмалла. Апла тăк хальхи çав учрежденисенче тăрăшакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ăçта кăларса яма шут тытнă-ши. Тепĕр тесен, пуçлăх пуçлăхах-çке. Патшалăх хыснинчен шалу илсе пурăнакан тӳре-шаран калаçма, çынна ĕнентерме-лăплантарма пĕлмелле. Кур-ха, епле шахвăртать. Хăй вырăнне тивĕçлипех йышăнать темелле-ши?..

Унтан Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăх ертӳçипе Василий Яковлевпа çыхăнтăм. «Сире рабочисем кирлĕ-и?» – ыйтатăп унран. Кирлĕ иккен. Инженера кĕтеççĕ, ветеринара. Направленипе вĕренме янă специалистсем те тăван хуçалăха ĕçлеме пырасшăн мар. «Урăхларах воспитани пуль халь, – пуçне ватать Василий Иванович. – Çĕр çинче ĕçлесшĕн мар çамрăксем. Ялта пире трактористсем те кирлĕ. Сезон вăхăтĕнче вĕсем 50 пин таран ĕçлесе илееççĕ. Анчах вăл укçашăн шуçăмла тăрса хĕвел аннă хыççăн кăна выртмалла». Ара ĕнтĕ. Кăна эпир, ялта ӳснисем, хамăр та аван ăнланатпăр. Анчах пурте ун пек тар тăкасшăн мар пуль çав.

Ĕç укçи пĕчĕк тӳленĕрен тăван тăрăхра тытăнса тăрасшăн маррисем те çук мар. Темиçешер теçетке пин тенке хăнăхнисем 10 пиншĕн пилĕк авасшăн мар. Хăшĕсем тата, мĕн пытармалли, ирĕке ăнтăлаççĕ. Мăшăрĕсем йăлăхтарса çитернипе вĕсем çичĕ ютра ĕçлесе çӳреме ăнтăлаççĕ. Унта чун туличчен ĕçсе те çиеççĕ, ялан купăста яшки йăлăхтарать теççĕ те, «ытти апат-çимĕçе те ас тивсе пăхаççĕ». Çапла ирĕклĕ пурнăçпа киленнĕ хыççăн çемьесем уйрăлни те сахал мар. Загс уйрăмĕсем çемьесем мĕншĕн уйрăлни пирки ыйтăм ирттернĕ те мăшăрсенчен пĕри ютра ĕçлесе çӳренипе уйрăлас патне çитсе тухнине те палăртнă анкета ыйтăвне хуравлакансем.

Икĕ алла пĕр ĕç тесе кунтах лăплансан уйрăлакансем те, тен, сахалланĕç. Тата... выртан каска мăкланнă, çӳрен каска якалнă теме юрататчĕ кукамай.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ют Ҫын // 2984.37.3441
2015.03.29 17:41
Ку тема ҫинчен Ташней пек анлах пулмасан та, нумай ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.Анчах ҫырнипе нимех те пулаймасть.Пурте интернетра кнопкӑсене пусса ларатпӑр.Никам та яла, райцентрне, ҫӗр ҫине ӗҫлеме каясшӑн мар.Мускавра та 100-шер,200-шер пин илме хӑнӑхнисем 50 пин ҫине каясшӑн мар. Лучшӗ "болотнӑйне", "Немцов мост" ҫине каяҫҫӗ.

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj