Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Валери Туркай патне Уççыру

Agabazar18.03.2015 20:0325162 Пурĕ пăхнă

Ырă Çыннăмăр Валери Владимирович Туркай,

Эпир "Хыпар" хаçат "çĕршыв", "тунтикун" йышши сăмахсене пĕрле çырма тытăннине хавасланса кĕтсе илтĕмĕр.

Хăшпĕрисем вара çапла калама васкарĕç: Туркай кивĕ орфографи патне таврăнчĕ. Унашкал çавăрттарса хуни, ман шутпа, элекпе тан. Мĕншĕн тесен халь вăйра тăракан орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть.

Ку тĕлĕшпе эп хам та çак сайтри кунсемлĕхре самаях тĕплĕн çырса кăтартрăм.

1)Парламента шан, анчах паянхи кунпа пурăн.

2)Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн.

"Хыпар" хаçат та асăннă ыйтусемпе çыхăннă инсинуацисене тăрă шыв çине кăларасса шанас килет.

Салампа Акапасар.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2015.04.15 10:00
Аçтахар Плотников
«Админа вулав çуртне кайса 1992-1994 çулсенчи Хыпара тишкерме ыйтатăп»
Курса эп вӑл вӑхӑтри хаҫатсене — ун чухне шӑп та лӑп плюрализм вӑйлӑ аталаннӑ. Такамӑн шухӑшне те пичетленӗ. Алексей Леонтьев тӗп редакторта ларнӑ вӑхӑтрах. Хаҫат номерӗсем те кӑсӑклӑ пулнӑ, вулама интереслӗ. Анчах ҫулталӑк каялла та Леонтьевах ларатчӗ, хаҫат ӑшлӑхне унчченхипе танлаштарсан вара — ҫӗрпе пӗлӗт пекех расна. Вӑл вӑхӑтра влаҫ аллине ҫуллама "Микулай-патша" хӑнӑхтарайманччӗ те тем пирки те ҫырма пултаратчӗҫ. Ҫав шутра, паллах, орфографи тавра та сахал мар тавлашнӑ пуль, пурне те пичетленӗ. Ӗҫӗ унта мар вӗт. ЧНК хирӗҫ пулин те, Патшалӑх Канашӗ сивленӗ пулин те орфографие ылмаштарчӗҫ, халӑха вулав культуринчен пистерчӗҫ.
//эп ҫавӑнпах хальхи орфографиех хӑварма сӗнетӗп, анчах унӑн кӑлтӑкӗсене пӗтерекен улшӑнусем кӗртсе. Чӗлхене малалла аталанма ҫул хывмашкӑн.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 10:01
Пичет - культурăн пысăк пайĕ. Орфографипе пунктуаци радио-телекурава пырса тивмест. Хыпара паян поэтпа тележурналист ертсе пыни - пĕр япала, анчах вĕсем ретроградсем хыççăн кайса вăйра тăракан правилăсене пăрахăçлани - путлĕ мар, киревсĕр пулăм. 75-мĕш параграфпа витĕнни те - шуйттанран (от лукавого). Кунашкал хăтланмаççĕ. Патшалăх Канашĕ-и унта, правительство-и - тен, кивви патне таврăнма йышăнĕç те-и. Анчах кунта каллех коллизи тухса тăрать. Вĕсем профессионал чĕлхеçĕсемсĕр, УЧЕНĂЙСЕМСĔР çак ыйтăва татса параймаççĕ. Ученăйсем вара, кунсăр пуçне, чăваш чĕлхи вĕрентÿçисем пурте тенĕ пекех - паянхи правилăсемшĕн.
2015.04.15 10:05
Аçтахар Плотников
«"Тантăш" хаçат тиражне пăхăр-ха.»
Ҫак мар-и ара ҫӗнӗ орфографин витӗмне кӑтартакан тӗслӗх? :) Шкул-шкул теҫҫӗ... Шкулта кӑна ҫӑмӑл вӗренме май параканни мар, малалли пурнӑҫра усӑ курма мелли кирлӗ мар-и? Вулама чӑрмантарманни? Тӑрӑннӑ пӗр шкул ҫине.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.15 10:23
Админ, каçар та, эсĕ çĕнĕ правилăсем вулама чăрмантарать тесшĕн мар пуль те. Мĕнпур - мĕн пур, кун-çул- кунçул, тем те пĕр -темтепĕр, çĕр-шыв-çĕршыв, асаилÿ-аса илÿ... Вулама чăрмавлă-и вара?.
Agabazar // 1935.4.9770
2015.04.15 11:54
Agabazar
Пасар юлташ, хайхи "Майĕпен, пĕрчĕн-пĕрчĕн..." текен текста тепĕр хут вуласа тухăр-ха, тархасшăн...

Çавăнта çырнине те ăнланса илеймесен вара... Пĕтрĕ пуç!
Agabazar // 1935.4.9770
2015.04.15 12:01
Agabazar

И.Андреев, Ю.Виноградов юлташсем "çĕнĕ" текен правилăсене уйрăм çырас йĕркене мала хурас тĕллевпе ăсталанă. Анчах та вĕсен ĕçĕ, хăйсем сисмесĕрех, пачах урăхла пулса тухнă. Вăт çакна ăнланса илер.

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 12:24
Акапасар:"Анчах та вĕсен ĕçĕ, хăйсем сисмесĕрех, пачах урăхла пулса тухнă. Вăт çакна ăнланса илер."-ку абсурд мар им? Акасапар ҫырать-ҫырат те форумра,ӑнлантарать-ӑнлантарат хура халӑха, вара хӑй сисмесӗрех вирьял правилисене туса хурат! кун пек пулать им вара?
Agabazar // 1935.4.9770
2015.04.15 12:39
Agabazar
Пасар // 4117.51.7078 2015-04-15 10:01: <<Ученăйсем вара, кунсăр пуçне, чăваш чĕлхи вĕрентÿçисем пурте тенĕ пекех - паянхи правилăсемшĕн.>>

Ура! Урса кайса алă çупатпăр! Овацие куçакан аплодисментсем!


2015.04.15 12:56
Аçтахар Плотников
«Вулама чăрмавлă-и вара?.»
Хальхи орфографийӗн кӑлтӑкӗсем пирки эп хамӑн статьяра ҫырса пӗлтертӗм. Шел те, гуманитари институчӗ кӗнекен кӑлариччен кӑтартаймастӑп.
Чӑрмантарать: хӑш чухне сӑмах пайланса икӗ йӗркене вакланать (эп пӗрре «Хыпарти» пӗр статьян ятне 3-4 хут вуласан кӑна ӑнланма пултартӑм); пӗр пусӑм вырӑнне иккӗ тума тивет тата ытти те.
Эп илтнӗ тӑрӑх Андреев та, йывӑр тӑпри ҫамӑл пултӑр, юлашки ҫулӗсенче «ҫыракансемшӗн ҫӑмӑллатрӑмӑр та вулакаӗсем пирки шухӑшламарӑмӑр» тенӗ пулать.
Agabazar // 4089.68.6768
2015.04.15 13:16
Agabazar
"Эп илтнӗ тӑрӑх Андреев та, йывӑр тӑпри ҫамӑл пултӑр, юлашки ҫулӗсенче «ҫыракансемшӗн ҫӑмӑллатрӑмӑр та вулакаӗсем пирки шухӑшламарӑмӑр» тенӗ пулать."

Вуланă эп вăл статьяна. "Халăх шкулĕ — Народная школа" журналта. Тен, паянхи кунччен Интернетра та вырнаçтарнă пуль.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 9

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj