Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
 

Reklamo

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5818276 Пурĕ пăхнă

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3280.21.1579
2015.03.18 19:22
Agabazar
Тимĕр Акташăн статйи пирки сăмах пырать
Ют Ҫын // 3435.22.8612
2015.03.19 07:12
Ара Акташӗ те ҫырнӑ вӗть ха Немӑц ҫинчен,чылай абзац ҫырнӑ. Кӑшт кӑна макӑрса илмен,чӑн-чӑн таса чунлӑ,чӑн-чӑн "честнӑй" этем пиртен уйрӑлса кайнӑ иккен.Чӑваш патриочӗсемшӗн ун чуль куҫҫуль кӑларас ҫук.
2015.03.24 13:25
Аçтахар Плотников
Паян «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тӑван ҫирӗ тӑванах...» статьи кун ҫути курнӑ. //маларах ӑна «Ирӗклӗ сӑмахра» вырнаҫтарнӑччӗ.
Туркай хӑйне хирӗҫ ҫырнӑ статьясене те пичетлет пулсан — ку ман шутпа хаҫатри ырӑ пулӑм.
Иван // 4117.51.7078
2015.03.24 13:48
Мĕн, малтанхи Хыпарта авторсене пичетлемен-им? Кунта Туркай малтан МĔН çырни пирки калаçмалла. РОДИОНОВА пичетлемен пулсан-и?.. Шăла çыртмалла та -пичетлемеллехчĕ.Кунта паттăрлăх курмастăп Туркай енчен.
Agabazar // 2881.77.5334
2015.03.24 17:30
Agabazar
Никаран та нимĕнле паттăрлăх та кĕтмеççĕ. Паттăрсен вĕçне тăрса юлсан — пурнăç пĕтет.
Тимӗр // 4916-2612
2015.03.24 22:19
Станьяла млтанхи Хыпарта пичетлемен те,мӗн калаҫмали пур?.Пире вара ҫывӑхне те яман.Халиччен нимле редактор та хӑйне хирӗҫ ҫырнӑ стаьяна хӑйӗн хаҫачӗнче кӑларнине илтмен.Туркай-маттур!.Кун пек пулсан Хыпара ҫырӑнма юрать.
Иван // 4117.51.7078
2015.03.25 20:34
Çырăн та квитанцине кайса кăтарт Админа е Акапасара. Ачамккă, санашкал йомăш çыракансене хăш редактор пичетлĕ-ши?
Пĕр хĕрарăм // 8007.8.2385
2015.03.25 21:18
Тимĕр,Таймер тет-и-ха сана Акапасар,эс ăçта пултăн халиччен,мĕншĕн Туркая маларах хутĕлемерĕн,кунта сана пĕлмен Иван та пур иккен...
ЙОМĂШ çыратăн тет тата...
Ют Ҫын // 1443.02.6732
2015.03.25 22:41
Тимӗрӗн квитокӗ кама кирлӗ? Таймерӑн шалти судья пур, шалти турӑ тесе шутлатӑп. Вуҫҫех Админ мар, тата вуҫҫех Agabazar та мар мар.Кашнин шалти совӗҫ чӳлмекӗ пулмалла. Совӗҫ ҫуккипе куратӑр и тӗнче саланать авӑ.
Сарбай // 4186.57.1361
2015.03.26 09:31
Мĕнле автор пулчĕ ку халиччен илтменччĕ

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj