Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
 

Reklamo

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5820367 Пурĕ пăхнă

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1935.4.9770
2015.03.14 21:11
Agabazar
Эпĕ Туркайăн çав тери çывăх тăванĕ. :-) Вăт, вулатăп...
Agabazar // 1935.4.9770
2015.03.14 21:11
Agabazar
Малалла утар, харăс пусар....
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2015.03.15 10:06
Agabazar // 2364.8.6962
2015.03.15 12:30
Agabazar
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361 2015-03-15 10:06: <<http://www.sovsekretno.ru/articles/id/118/>;>

Нимĕскер совершшеннăй çекретни те çук унта.
Ак кунта Немцовăн кунçулĕ: http://www.echo.msk.ru/blog/echomsk/1501814-echo/

Пире "Туркай кунçулĕ" ытларах шухăшлаттарать. Немцовсем пирки ыттисем шутлаччăр.

Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.15 14:58
Малалла утар, харăс пусар,
Туркайпа ахраталла кусар.

Василий Евд. // 4186.57.1361
2015.03.16 14:06
Апарша авторĕ юриех çырса пынă пулас Валери пурнăçăнчи датăсене.
Микуль // 4292.84.0894
2015.03.18 11:48
Немцов ҫырнисенчен: <Он заявил, что следующим президентом должен быть Путин.По мнению Немцова,Путин ответственный, честный,не боящийся принимать сложные для себя решения человек,который сформирует дееспособное,ответственное и грамотное правительство>.Кайран ҫырнисенчен:<Впоследствии Немцов признал поддержку Путина ошибочной,заявил,что на самом деле на президентских выборах 2000го года голосовал за Григория Явлинского,и что за Путина не голосовал
никогда и возражал против поддержки Путина СПС>.Кун пек йӗкехӳрелле пурнӑҫ тума пулать ши вара?
Agabazar // 4505.3.3002
2015.03.18 14:51
Agabazar
Микуль е Миккуль, эсир асăнакан ыйтăва Тимĕр Акташ пачах та хускатмасть.
Эп те хускатас теместĕп. Мĕншĕн тесен тĕрлĕрен ăпăр-тапăрпа темăна варласах килмест. (Каламалли вара ман пур, тунмастăп).
Миккуль // 4292.84.0894
2015.03.18 18:24
Ҫаккӑнта Акташпа Agabazar текенсем Немцов текеннишӗн, унӑн шӑпи кӗске пулнишӗн макӑрни, вуҫҫех чӑваш ачисем пуласлӑхӗн хурланни мар курӑнать. Немцова персе вӗлернине Ӑпӑр-тапӑр тесе калас килместь пӗртте. Хӑвна хӑв хирӗҫлени пур кунта.
Agabazar // 3280.21.1579
2015.03.18 19:22
Agabazar
Ăпăр-тапăр мар-тăк, тытăр та уçăр ятарлă тема Немцов пирки....

Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj