Асар // 4117.51.7078
2015.01.05 17:48 | |
Конми // 5044.6.7282
2015.01.06 01:36 | |
Паллах, темăна пакăлтатма уçман. Тĕрĕслĕхе, чăнлăха тĕпе хурсан, нимле тавлашу та пулмалла мар. Йĕркевсем чĕлхе пĕлĕвĕсем (ăслхĕ) çинче никĕсленмелле. Кам кама çĕнни - ку "урамран кĕренĕн" ăнланăвĕнчен. Ытла та пирĕн чĕлхе ăслăхĕ халсăрланса юлнăран эпир ЧПУ-ра факультета хупасси патне çитсе тăтăмăр. Пĕрле е уйрăм çырасси - тавлашусăр татса памалли ыйту. Çак ыйтупа çăрăлни пирĕн чĕлхеçĕсен нишлĕхне кăтартать. Факультетета "Тухăç чĕлхием" уйрăм хушса çĕнĕ вăй кĕртмелле, вăл Раççей тата тĕнче шайне çĕкленме пултартăр. | |
Конми // 5044.6.7282
2015.01.06 01:39 | |
Я прошел регистрацию 4 января 2015 г. | |
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 08:36 | |
Асар: <<....Вулӑр Никольский ӗҫӗсене,Василий Димитреевӑнне...>>
Вулăр 75-мĕш параграфаhttp://chuvash.org/blogs/comments/2212.html | |
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 08:36 | |
"Первоисточник" теççĕ ун пек япалана.
Çитет "Кукка улпут çинине курнă" текелесе çÿреме! | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 14:31 | |
Акапасар мана каллех ӑнланман. 75-мӗш параграф пур-ха вӑл, ӑна эпир шкулта пин хут вуланӑ. Эпӗ Туркай чӑваш хаҫачӗсене чиркӳ пулӑшнипе (Варнава) ҫӑлса хӑварма мекеҫленни пирки калатӑп. Ну, пулнӑ Хыпарта митрополит, ну, ҫуланӑ унӑн аллине темиҫе хӗр-мӗскӗнкке, ну, Туркай парафин е стеарин ҫурта евӗр ирӗлсе кайманни кӑна, ну, сӗмлентӗр вӑл Леонтьев шӑршинчен тасалтӑм тесе. Анчах Хыпар тиражӗ татах чакнӑ теҫҫӗ. Ма пулӑшаймасть-ха чиркӳ? Ӑна чӑвашлӑх кирлӗ пулман та, кирлӗ мар та. Никольскин "О христианизации чуваш..." ӗҫне вулӑр. | |
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 17:03 | |
Асар:<<75-мӗш параграф пур-ха вӑл, ӑна эпир шкулта пин хут вуланӑ.>>
Ну култаратăр та вара! Ха-ха-ха! Кун пек кулманни сахалтан та пилĕк çул пулать! | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 17:18 | |
Вӗрентекенсем айван та тӑмсай мар, хисеплӗ (?) Акапасар! Каллех пӑрӑнатӑн тӗп ыйтуран... | |
Agabazar // 7717.2.2355
2015.01.06 17:50 | |
Акапасар сирĕншĕн, хисепсĕр (?) Асар хоспочын тата юлташ, ниепле те "эсĕ" пулма пултараймасть. "Эсĕ" тесе, кăмăлăр пулсан, В.В. Путин патне черет йышăнса кĕрсе калăр. Е Шупашкар хулин Прокурорне. | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.06 18:04 | |
Хисеплӗ Акапасарсемӗр!
Каҫарсамӑр, СИРЕ кӳрентертӗмӗр, Мӗнех, эпӗр халь вӗрентӗмӗр, СИРЕ малашне ЭСӖ темӗпӗр! Ку ача элтеперсенчен-ши е турхан=мӑрса-эмирсенчен-ши? |
Эх, айванлӑх, Пирр ҫӗнтерӗвӗ!
Кама ҫӗнтернӗ? Виноградова-и? Леонтьева-И? Ивансене - Андреевпа Павлова-и? Чӗлхе комиссине-и? ЧР Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвне-и? Варнава ялавӗ чӑваш чӗлхине ҫӗклеме пулӑшасса тӑнлӑ этем ӗненет-ши? Вулӑр Никольский ӗҫӗсене,Василий Димитреевӑнне...