Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.15 13:52 | |
No pasaran | |
Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.15 13:52 | |
Ностратизм пирки калани — гипотеза | |
Конми // 3406.37.8992
2015.01.16 00:38 | |
Çапла. Чăвашла ПОС/ПУС ступи,шагни; испанла ПАС шагай, ходи. Авалхи пĕлтерĕшĕ КУÇĂМ, ÇŸРЕВ: Пĕр пусăм та ан чак. Упа та Пусман вырăн. Пусма картлашки...Испанла, интернацилле ПАСАжир, БАЗАР, вырăсла ПАСТУХ, СПАСОВАТЬ, ПАСТЫРЬ т.ыт.те. ЧАВ, АЛТ пĕлтерĕшĕ: чăв. ПОСĂ (çăл, çĕрулми посси, сухалакан, пуснă, чаавнă лаптăк); испанла pozo ПОСО(колодец), foso, fosa (яма) - ностратла тымар-сăмаха юриех урăхлатнă. | |
Ача // 4117.51.7078
2015.01.16 15:44 | |
Мӗн калаҫатӑр унта эсир пасарансемпе ностратсем пирки? Правда ПФО вулӑр. Унта Хыпар пирки вӑрҫӑ пырать. Эсир ертрӗр пулинех. | |
Конми // 1085.88.6540
2015.01.16 23:49 | |
Çыру йĕркевĕсем пирки калаçнă çĕртен çăпата такăнтарчĕ. Вĕри ыйтăва хускататăп: эпир халь пач хире-хирĕçле икĕ орфографипе усă куратпăр. Чăн чăваш е тахçанах чăвашлатнă сăмахсене хамăрăн йĕркевпе, хальтерех йышăннисене вырăссеннипе. Кусен йышĕ çавтери ÿссе пырать. Вĕсене ытларахăшне хамăр йĕркевсемпе çырма меллĕ мар. Вырăсла вулама вĕреннĕ çамрăк ăру икĕ уçă сасă хушшинче пĕр саспаллипе çырнă "палтлатса тухакан" сасса янравлатмасть: уба мар,упа вулать. | |
Конми // 1085.88.6540
2015.01.17 00:20 | |
Унта, вăлта, вăйпа,йĕрке. автан, пыршă, пăрçа, ларсан йышши сăмахсенче те в, й, л, м, н, Р хыçăнхи к, п, т, с, ç, ш, ч саспаллисене сасса янравлатмасăр вуласшăн.
Вырăс çыру йĕркевĕ ку тĕлĕшпе САСĂ ИЛТЕВĔ çине таянать (фонетика принципĕ). Ку çырăва та, вулава та çăмăллатать. Пире те ку принципа йышăнма нимĕн те чăрмантармасть: автана никам та авттан темест, -та, -те, -па, -пе, -тан, -тен аффикссене те малти саспаллисене вăрăм хупă сасă каламасăр, янравлатса вулатпăр. | |
Agabazar // 7609.9.7131
2015.01.17 11:18 | |
Ача:<<Мӗн калаҫатӑр унта эсир пасарансемпе ностратсем пирки? Правда ПФО вулӑр. Унта Хыпар пирки вӑрҫӑ пырать. Эсир ертрӗр пулинех.>>
Кунта унашкал "вăрçă" кăлармалли тема мар. Луччĕ пире "Хыпар" çырулăх йĕркевĕсене еплерех тытса пыма тăрăшни пирки каласа парăр. | |
Ача // 4117.51.7078
2015.01.17 15:59 | |
Ху пӗлместне вара, Акапасар, мӗн пулса пынине? Эсӗ юратакан 75-мӗш параграф Хыпарта йӳтесех пырать, Комиссие часрах пуҫтармалла, 75 параграфа чи-кӗ-ле-ме-лле, урӑхла: пӗрле ҫырмалли сӑмахсен йышне палӑртмалла, вара - пӑнчӑ! | |
Галина Зотова // 2415.03.6203
2015.01.17 18:51 | |
Ӑҫтан ку шухӑш ҫине кӗни пулчӗ?. "Правда ПФО" пирки пӗлместӗмччӗ те, пӗлме те кирлӗ марччӗ. Ой, тур-тур, ачам, мӗншӗн сӗнӳ патӑр-ши? | |
Ача // 4117.51.7078
2015.01.17 19:52 | |
Хурах мар-и вара Хыпарта? |