Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Чӑвашла калаҫасси «Хаклӑ юлташсем» тенинчен пуҫланса унпах вӗҫленет-ши?

Таисия Ташней23.11.2014 13:4125713 Пурĕ пăхнă

Нумаях пулмасть Краснодарти Куҫару бюровӗн сайтӗнчи ҫак информаципе паллашма тӳр килчӗ. Унта чӑваш чӗлхипе паллаштаракан справка илсе кӑтартнӑ. Унта епле ҫырнипе килӗшекенсем те, килӗшменнисем те пулӗҫ-тӗр. Акӑ епле ҫырнӑ унта (кӗскетсе куҫартӑм):

«Чӑваш чӗлхи – чӑвашсен чӗлхи, тӗрӗк чӗлхе тытӑмӗнче пӑлхарпа хасар ушкӑнне кӗрет, ҫак ушкӑнри чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр чӗлхе.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, ҫавӑн пекех Урал, Атӑлҫи, Ҫӗпӗр тӑрӑхӗсенчи хӑш-пӗр облаҫре, крайра, республикӑра сарӑлнӑ.Чӑваш Республикинче вӑл вырӑс чӗлхипе тан патшалӑх чӗлхи шутланать.

Чӑвашла калаҫакансем – 1,3 миллиона яхӑн ҫын (ку вӑл 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх), ҫав вӑхӑтрах этнос чӑвашсен шучӗ асӑннӑ ҫырав 1 миллион та 637 пинпе танлашнине палӑртнӑ. Ҫак йышран 55 проценчӗ Чӑваш Республикинче пурӑнать. Вӑйлах уйрӑлса тӑман икӗ диалект пур: анатрисем (у-па калаҫаканнисем) республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пурӑнаҫҫӗ тата турисем (о-па калаҫаканнисем) – ҫурҫӗр районсенче, тепӗр майлӑ каласан, Атӑл юханшывӗн ҫывӑхӗнче.

Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин тӗнчин инҫӗшӗнче вырнаҫнӑ, «пӗтӗмӗшле тӗрӗк стандартӗнчен» чылай уйрӑлса тӑрать. Чӑваш чӗлхин фонетикинче тӗрӗк чӗлхинчи З тата Ш саспаллисем вырӑнне Р тата Л калаҫҫӗ. Юлашки сыпӑка та уҫӑмлӑрах палӑртаҫҫӗ .Сӑмахри ударени тури чӑвашсен тӗрлӗ вырӑна лекет, ҫавна литература чӗлхине йӗркеленӗ чух тӗпе хунӑ. Грамматика уйрӑмлӑхӗн шутне тӗрӗк чӗлхинчи тӗрлӗ фонетика варианчӗллӗ -ЛАР нумай хисеп аффиксӗ вырӑнне –СЕМ усӑ курни кӗрет. Кунсӑр пуҫне глаголсен, падежсен, кӑтартуллӑ местоименисен никӗсӗ тӗрӗк чӗлхинчипе пӗр килмест. Чӑваш чӗлхин фонетикинче, грамматикинче, лексикинче ытти тӗрӗк чӗлхисем витӗм кӳни сисӗнет. Чи малтанах – тутар чӗлхин (анатри диалектра), ҫавӑн пекех монгол, финн-угр (мари тата удмурт), иран тата вырӑс чӗлхисен. Чӑваш тата вырӑс чӗлхисен ик чӗлхелӗхӗ анлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра (1989 ҫулхи ҫырав чӑвашсен 88 проценчӗ чӑвашла ирӗклӗн калаҫнине кӑтартса панӑ) вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем вырӑссен фонетика сӗмне упраса хӑварса кӗрсе пыраҫҫӗ.

Чӑваш литература чӗлхи анатри диалект ҫинче никӗсленнӗ. Литература чӗлхин йӗркеленӗвӗнче И.Я. Яколвев тата вӑл ертсе пыракан Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ (XIX ӗмӗр вӗҫӗ) пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш чӗлхине шкулта предмет евӗр вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне рсепубликӑри хӑш-пӗр аслӑ шкулта икӗ семестр вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче чӑваш чӗлхипе радио тата телевещани ҫукпа пӗрех, анчах чӑвашла периодика кӑларӑмӗсем кун ҫути кураҫҫӗ. Чӗлхене усӑ крумалли сфера питӗ ансӑр. Пӗтӗм хута вырӑсла кӑна ҫыраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе яллӑ вырӑнта ытларах йӑлара кӑна усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсенчен чылайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе вырӑс чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш Ен правительствин политики обществӑра чӑваш чӗлхине сахалтарах усӑ куртарас, чӑвашсене пӗтӗмпех вырӑслантарах тӗллевлӗ. Пӗр правительство сайтне те, шкул е район сайчӗсене те чӑвашла тытса пымаҫҫӗ. Элтепер тата правительство пайташӗсем тухса калаҫни «Хаклӑ юлташсем» дежурнӑй фразӑран пуҫланать та чӑвашла калаҫасси ҫакӑнпа вӗҫленет. Тухса ҫӳремелли вырӑнсенче е аслисене чӗнме «господин, госпожа» вырӑс сӑмахӗсен аналогӗсем ҫук. Шупашкарта илтекен чӑваш чӗлхи литература чӗлхинчен уйрӑлса тӑрать, вирьялсене ҫывӑхрах-тӑр, вӑл вырӑс сӑмахӗсемпе хутӑшнӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2768.18.0721
2014.12.12 20:30
Agabazar
Аслати // 4117.51.7078 2014-12-12 18:01: <<Кам та пулин аса илеет-ши паян Республика кунĕ тата Чăваш пичет кунĕ ятлă уявсене Архиповпа Леонтьев пуçарнипе никĕсленине? Тата - Чăваш чĕлхи кунне?>>

Аслати, Ăна аса илĕпĕр-ха та, анчах мĕн усси? Пурпĕрех тролльсем симĕс шăнасем пек сырăнма пуçлаççĕ...

Ав каллех левентейпе эрхипе халăх юнне ĕмсе пурăнакан сĕлĕхсем пек кăтартасшăн...
Agabazar // 2768.18.0721
2014.12.12 22:27
Agabazar
bor1959// 1039.8.4424 2014-12-12 20:28: << "Акатуй тума укçа-тенкĕ Минкультран,Минфинран куçарса çав укçана пайлакаланă"-тени вырăнлă ман шутпа.>>

Апла пулсан следстви пуçламалла та суд тăвасси патне пырса тухмалла пуль? Ара, В.В.Путин та пире çапла вĕрентет мар-и?
Якур // 1978.57.1700
2014.12.12 22:45
Акапасар,тăванăм,кунта "срок исковой давности" текен сăмахçаврăнăшĕ хута кĕме пуçлать. Тепĕр тесен "толерантлă, великодушнă" пулмалла. Эрхипĕ урнăсем ухтарса çÿреть ĕнтĕ. Эсĕ следстви,суд пирки калаçатăн. Мĕскер эсĕ, çынна тĕртсе ямалла имха?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.13 10:11
Акасапар хăта, эсĕ каллех левентейпе эрхипе хĕнхур айне тăвасшăн пулмалла.Кирлĕ мар следствипе хăтланма,пурăнччăр хăйсем мĕнле пĕлнĕ пек. Пенçи стариккисем вĕт,шалккă.
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.13 20:10
Эрхип ÿсĕрле конгресс машинипе темле "иномаркăна" тăрăнтарнă хыççăн тарса çÿренĕ пирки следстви вĕçленнĕ-ши?.Тăкаксене саплаштарма апăрша хăйĕн тусĕ Костя урлă конгрсесăн пурлăхне сутнине ЧНКра пурте пĕлеç.
Agabazar // 3535.5.9304
2014.12.13 22:13
Agabazar
Эккей тата! Еплерех "ырă" çынсем тупăнчĕç-ха кунта!

Ленин юлташ, Сталин юлташ айккинче тăччăр!

Шеллессе шеллес те, анчах тĕрлĕрен усал хыпар-хăнар сарассинчен пăрăнар мар! Вăт çапларах меслетпе ĕçлĕççĕ паянхи "улăпсем"!

"Мать Тереза" темелле-ши вĕсене, е, тен, кăшт урăхла?
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.14 20:01
Акапасар. Следствипе суд тумалла тесе Путин вĕрентрĕ тесе хăв каларăн.Вăт сана конкретлă следстви пирки калама лекрĕ.Вăт çавăн пек вĕсем- санăн кумирсем.Халăх укçипе,халăх ячĕпе трибунăран чĕнсе калаç,кайран конгресс пурлăхне сутаç.
Якур // 1281.57.8824
2014.12.14 20:15
Акапасар каллех ухмаха переть. Конгрессăн шăтăк кĕсьинчен пули пулми укçине Эрхип йăкăртнине пĕтĕм тĕнче пĕлеть. Кирлĕ пулсан конгресс бухгалтерĕ тĕпĕ йĕрĕпех каласа кăтартма пултарать. Çав Эрхип киле валли Ильич лампочки, 6 тенкĕ тăракан туалетра шăлмалли рулонсем илнĕ хыççăн чекĕсемпе конгресс бухгалтеринче укçа списать тунине кама каласа култарман ши ĕнтĕ? Ан тĕкĕнĕр Эрхипе, наци паттăрне.
Agabazar // 3595.84.0142
2014.12.14 21:44
Agabazar
Вăт-вăт, Тимер, следстви пырать тесе аллăрсене сăтăркаласа савăнса ларма пултаратăр ĕнтĕ! Кунтан ытларах тата мĕн савăнăç пултăр чăваша? Питĕ хытă саламлатăп!
Сарбай // 4186.57.1361
2014.12.15 00:01
Timer мучу Эрхиппе Костя хăйне пая илменшĕн пите кулянать иккен.

Paĝoj: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj