bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.17 12:44 | |
Акасапар:"Ахальтен-им тĕрлĕрен шăна-пăван çав ик ят тавра сĕрлесе яванать."-кунта ним те ăнланманни çук,Акасапар хăта. 2(два) пишем 1(один)в уме,т.е.говорим: Эрхип,Алюш,а подразумеваем всю ихнюю шайку-лейку однокурсников-комсомольцев,которые своим беспринципным поведением привели все национал-патриотическое и конгресское движение в упадок и превратили в хаос.Мĕншĕн кунта 15 е 55 хушамат çырмалла.Эти все Сваевы(Чĕмпĕр),Михайловы(Пушкăрт),...(Самар),...(Мускав) тата ыттисем бескомпромиссно поддерживали агонию Эрхипа. | |
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.17 20:23 | |
Хисеплĕ Бор,
юрать- эс пор. Эс пулмасан-йĕр те макор. Эс çеç маттор, эс - хва ваккат, хăвах - судья та прокурор. Эс - Бор! Кам ирĕк панă сана чăваш наци юхăмĕ лачакана лекнĕшĕн темиçе çынна кăна айăплама? Халăх вăл сурăх кĕтĕвĕ мар, ЧНКна пĕлет-и вăл, ăна чăвашла вулама-калаçма-çырма ЧНК вĕрентеймест. Пирĕн республика пур, тÿресем пур! Ыйт вĕсенчен! Çапларах вăл порнăç, хисеплĕ Бор. Салампа - Хлор. | |
Agabazar // 4286.60.6508
2014.12.17 20:41 | |
Тÿресене тивме юрамасть!
Вĕсем вертикалĕн уйрăлми пайĕ пулнине йышăнма пушшех те юрамасть! | |
Якур // 2999.99.5973
2014.12.17 23:21 | |
Хлор тете, леш "Ильич лампочки тата нушникре шăлмалли рулонсем" пирки çырни ытла та хăлхана касать çке. Енчен те ЧНК элтеперĕ çав шая анса ларнă пулсан, мĕнле майпа чăвашлăх çинчен шутлама хал çитертĕр вăл? Ку пулăмсене халăх ан илттĕр,ан пĕлтĕр тесе пĕтĕм вăя хумалла. Намăс вĕт ытти вак халăхсем умĕнче! Мĕнле аталану çинчен сăмах ваклама пултаратпăр эпир? | |
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.18 16:48 | |
Архипов ЧНК элтеперĕ мар тахçанах. Мĕн, Архипова пула чакрĕ-и чăваш йышĕ? Чăваш çĕрĕ унăн гаремĕ пулман, чăваш хĕрарăмĕсене те унăн евнухĕсем сыхласа тăман. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.18 17:26 | |
Ак тата ку Хлор тĕлĕнтерме пуçларĕ!Ара перепиç текен япалана Эрхип влаçра чухне иртернĕ мар-и?Эрхипе эп лайăхрах пĕлеп-и е Хлор?Эп пĕлеп Эрхип тата ун ашшĕ-амăш аншарлипе туслă пулнă. ЧНК-ра 2 шер эрене капельницă айне кайса выртатчĕ. Тавай кун çинчен калаçмăпăр урăх! | |
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.18 18:08 | |
Архипов влаçра пулман! ЧНК - общество организацийĕ. Перепиçе федоровсемпе игнатьевсем ирттернĕ Чăвашра. Переписчиксене те патшалăх влаçĕ лартнă. | |
Юман // 4117.51.7078
2014.12.23 18:28 | |
Архиповпа Леонтьев пĕрле вĕренмен, пĕрле депутат пулнă. Начар мар ĕçленĕ теççĕ аслисем. Эпир, шĕвĕрккесем, ăçтан пĕлер. | |
Agabazar // 2780.66.0558
2014.12.23 23:43 | |
Юман юлташ,
"Шĕвĕрккесем" тетĕр-ха та, анчах эсир шĕвĕркке пулнипе çырлахса ан ларăр. Çÿлерех çĕкленме хăтланăр. Çулсем çине йăвантарма кирлĕ мар. | |
Якур // 5400.4.2817
2014.12.24 07:51 | |
Архипофпа Леонтьăв вĕренсе пĕр çулта,пĕр факультетра. Стройотряда пĕрле кайса.Ĕçĕ унра мар.Перепиçре хула чăвашĕсем, ЧНК ра мĕнлерех "авантюристсем" ларнине кура, хăйсене чăваш тесе çырма пăрахăç турĕç пулмалла. |