Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Геннадий Волков палӑкне хӑҫан вырнаҫтарӗҫ-ши?

Аçтахар Плотников17.09.2014 19:094719 Пурĕ пăхнă

Шупашкарӑн аслӑ урамӗпе утнӑ май Геннадий Никандрович Волков ячӗллӗ сквер пулмалли вырӑна ҫитсен яланхилле ҫак палӑкӑн шӑпи мана пӑшӑрхантара пуҫлать.

Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пӗлтӗр пуҫӑннӑччӗ — 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче конкурс ирттерсе Владислав Немцовӑн кӳлепене суйланӑччӗ. Вӑл метр ҫурӑ ҫӳллӗш, пӑхӑртан пулмаллаччӗ. Палӑк валли 1,2 метрлӑ гранитлӑ постамент та хатӗрлемеллеччӗ.

Унтанпа вӑхӑт шурӗ те шурӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ те ҫитрӗ (паллӑ ӑсчахӑн ҫуралнӑ кунӗ), анчах палӑк Ленин проспектӗнчи вырӑна ниепле те йышӑнаймарӗ. Паян кун та унта пӗр гранит плита кӑна выртать. Сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх укҫи-тенкине ҫухатнӑ пулать-и?

Чи хӑрушши ҫакӑнта — паллӑ ӑсчаха, Раҫҫейӗпе мухтава тивӗҫлӗскере хамӑрӑн ҫынсемех ҫителӗклӗ палӑртма пултарайманни. Тепӗр тесен, тен, этнопедагогика хальхи вӑхӑтра чыслисен ретӗнчен тухса ӳкнинчен ку пырать? «Россиянин» текенскерсене ҫитӗнтерме хӑтланнӑран этнопедагогика кирлех те мар пулинех. Ҫавӑнпа та паллӑ ӑсчахӑн ӗҫне те ытлашшиех хакламаҫҫӗ те пуль.

Тепӗр енчен пӑхсан вара — ҫав вырӑнта пӗр-пӗр чиркӳ (ан тив, вырӑнӗ пысӑк мар тейӗпӗр, анчах часовня валли те пулин ҫитетех) туса лартма шутласанах ӑна срокне пӑхмасӑр хӑпартӗччӗҫ, укҫине те ҫителӗклех тупӗччӗҫ, ҫухатмӗччӗҫ, ҫаратмӗччӗҫ.

Тен, чӑн та, палӑкшӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар? Пӗлтӗр те, кӑҫал та нимӗнле юбилей та мар. Ак 2017 ҫул ҫитӗ те — ун чухне вӑл 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ — ҫавра ҫул тесе палӑк хӑйӗн вырӑнне тупӗ...

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тай // 3913.58.4645
2014.09.18 10:06
Конгресри Костя Портнов палăк валли укçа чылай пухрĕ учительсенчен.Регионсенчен çĕршер пин ярса панă терĕç конгресра.Пулатех ĕнтĕ палăкĕ.Нивушлĕ академик ячĕпе спекуляци тăвĕç?
Agabazar // 4458.6.7727
2014.09.18 20:23
Agabazar
Хальхи пурнăçра чĕртсе тăратсассăн (вăрçă пырать...) мĕн тенĕ пулĕчччĕ-ши Хуначи Кашкăр?..

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj