Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Тӗнчери чи хӑрушӑ 10 ҫул

Таисия Ташней29.06.2014 20:495155 Пурĕ пăхнă

Юнгас ҫул

Юнгас ҫула «Вилӗм ҫулӗ» тесе те калаҫҫӗ. Ун ҫинче ҫулсерен 300-е яхӑн ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Боливин тӗп хулинчен, Ла-Пасран, асӑннӑ ҫӗршыври Коройко хулине илсе каять. 60 ҫухрӑмлӑ ҫул тем тӗрлӗ хӑпармалли вырӑнсемпе, ҫул ҫаврӑнӑшсемпе пуян. Вӑл ҫулпа чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗччен пачах камйа сӗнмеҫҫӗ: тӗтрене тата ҫумӑра пула ҫул курӑнманпа пӗрех. Ҫул ик айккипе вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле хитре вӑрмансемпе шыв тапписем ытарайми илемпе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.

Каракорум шосси

Азинчи Каракорум шоссине тунӑ чух пине яхӑн ҫын вилни хӑех вӑл хӑйне евӗррине пӗлтерет. Вӑл – тӗнчери асфальт сарнӑ чи ҫӳллӗ ҫул. Вӑл тинӗс шайӗнчен 4693 метрта вырнаҫнӑ. Каракорум шосси Китайпа Пакистана ҫыхӑнтарать. Вӑл Аслӑ йӗтӗн ҫул евӗр выртать. Унпа ҫуркунне кайсан аван. Ун чухне ту хысакӗ ишӗлмест, юр та йӑтӑнса анмасть.

Джеймс Далтон шосси

Унпа ҫула тухсан бензин ан пӗттӗр кӑна! 666 ҫухрӑмлӑ ҫул ҫинче пӗтӗмпе те пилӗк автозаправка. Ун тӑрӑх Аляскӑн чи ҫурҫӗр точкине ҫитме пулать. Ҫулӑн тӗп тӗллевӗ – Прудо Бэй нефть кӑларакан станцире ӗҫлекенсене мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрасси. Шоссе хура пӑрпа тата яка вак чулпа хупланнӑ. Ун тӑрӑх ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен кайсан аванрах. Ку ҫулпа ҫӳреме автомашинӑсем те проката парасшӑнах мар иккен.

Италинчи Амальфи ҫулӗ

Соренторан Амальфине илсе каякан ҫулпа пынӑ чух тӗлӗнмелле илемлӗ тавралӑхпа киленсе пырайӑн. 80 ҫухрӑмлӑ ҫулпа пынӑ чух аялалла пӑхма хӑюлӑх ҫитсен Тирренски тинӗсӗн сенкер шывне пӑхса чуна савӑнтарайӑн. Ку ҫулпа пыракан водительсен тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла мар, мӗншӗн тесен ӑна ту хысакӗн хӗррипе сарнӑ.

Бердсвилл ҫулӗ

Австралинчи Бердсвилл ҫулӗпе кайнӑ чух ҫеҫенхирти евӗр типӗ сывлӑша тӳсме тивӗ. 517 ҫухрӑмлӑ трасса Кӑнтӑр Австралие Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ Квинслендпа ҫыхӑнтарать. Квинсленд – материкри чи типӗ сывлӑшлӑ тата сахал ҫын пурӑнакан штат. Вӑл ҫулпа кайнӑ чух пӗр цистерна бензин тата… ҫавӑн чухлех шыв илмелле. Чӑтӑмлӑха кура ҫул вӗҫӗнче вара ытарайми хула кӗтет.

Трансфэгэраш ҫулӗ

Румынинчи туллӑ ҫак ҫул чи опытлӑ водительшӗн те тӗрӗслев пулса тӑрать. Трассӑна тунӑ чух 40-е яхӑн ҫын вилнӗ. Вӑл Поенари крепоҫ тата Дракула граф резинденцийӗ патӗнчен иртет. Тавралӑхӗ вара унта, чӑн та, питӗ хитре.

Италинчи Стельвио ҫул

Хӗвелтухӑҫ Альп тӑвӗ ҫинче вӑл чи ҫӳллӗ каҫмалли ҫул шутланать. Вӑл 2757 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Тӗлӗнмелле ҫаврӑнса выртаканскер, пӑрӑнчӑксемпе пуян. Стельвио инженер ӳнерӗн чӑн-чӑн шедеврӗ теме те юрать. Вӑл Италири Вальтеллина татат Альто-Адидже айлӑмӗсене ҫыхӑнтарть.

Канадӑри 99-мӗш шоссе, Британи Колумбийӗ

Ванкувертан Уистлера каякан 40 ҫухрӑмлӑ ҫул Лӑпкӑ океан хӗрринче вырнаҫнӑ. Анчах ту хысакӗнчи тӑпрапа чул, пӑр йӑтӑнас хӑрушлӑх тата кӗтмен ҫӗртен пӑрӑнса илмелли вырӑнсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Ҫӗпӗр ҫулӗ

Красноярскран пуҫласа Хӗвелтухӑҫ еннелле каякан ҫулпа каясси чӑн-чӑн нуша. Шӑтӑк-путӑк, асфальт ҫукки, вак чул, тем пысӑкӑш шыв кӳлленчӗкӗсем ним ыррипех те савӑнтармӗҫ. Ялӗсем те унталла айккинчен турттарса пыракан шывпа пурӑнаҫҫӗ. Хӗллехи вӑхӑтра ку ӳкерчӗке Якутск ҫывӑхӗнчи 64 градус таран сивӗ «пуянлатать».

Норвегинчи Тролльстиген

Норвегинче ку ҫула Трольсен пусми тесе те калаҫҫӗ иккен. Тролльстигенӑн тӑхӑр проценчӗ чухлӗ тӑршшӗпе хӑпарнӑ чух 11 хутчен кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑрт кӑна пӑрӑнса илме тивет. Хӑпарнӑ чух варрине ҫитсен туристсен Стигфоссен шыв таппи урлӑ хывнӑ ҫулпа каҫма тивет. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫул сарлакӑшӗ 3,3 метртан ытла мар.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2014.07.11 22:48
Аçтахар Плотников
Эпир те пĕр «Çĕпĕр çулне» лекрĕмĕр. 16-18 çухрăм тăршшĕ тăсăлакан лаптăка сехет патнелле каçрăмăр. Курган хыççăнччĕ пулас.
2014.07.11 22:49
Аçтахар Плотников
Мĕн Алтая çити çулсем лайăх пулчĕç. Пирĕннисенчен те чаплăрах, анчах çав пĕр выранта шăп та лăп Çĕпĕр çулĕсене аса илтерчĕ :)

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj