Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Испанла, нимӗҫле, хрансусла тытма пулать, чӑвашла — ҫук

Аçтахар Плотников09.04.2014 22:0615877 Пурĕ пăхнă
Сӑмахӑм ППЭ пирки. Ак ҫак хыпара вуласан тӗлӗнсех каятӑн — http://chuvash.org/news/5509.html.

Ара испанла та тытма палать, анчах чӑвашла — май ҫук. Чӑннипе те кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса хунӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр мар-и? Тӑван чӗлхепе экзамен тытма май ҫук. Вырӑс челхине Раҫҫей патшалӑх чӗлхи тесе тыттараҫҫӗ-ха, тӑван чӑваш чӗлхи пирки калаҫма пуҫласан — тӳрех хирӗҫ тӑраҫҫӗ! Ачисене испан чӗлхипе тыттарӗҫ, анчах чӑвашла мар...

Кӑҫал тата 9-мӗш классене те экзамен тыттарасшан мар пек калаҫаҫҫӗ... Какуй унта 11-мӗш класс пӗтерекенсем пирки. Министерство ҫыннисене вара мӑн асаттесем, мӑн асаннесем умӗнче намӑс мар-ши?

//йӑнӑшап пулсан — каҫарӑр

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.11 10:25
Хисеплĕ Админ!Математикăна ирĕксĕрлесе вĕрентнисен шутĕнчен никам та математика инструменчĕпе усă курмасть пурнăçра( укçа хучĕсене шутланисĕр пуçне).А вăт пурнăçра( сăмахран, строительсене ĕçре геометри кирлĕ-тепĕр хут вĕренеççĕ, электриксене ĕçре математика кирлĕ-тепĕр хут вĕренеççĕ).Вырăс чĕлхипе те çавăн евĕрлех.Чăвашла та ăмăртса вĕренччĕр тесе условисем туса памалла, унсăрăн пулмасть.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.11 10:37
Варнава интервьюра калать:"Люди хотят в городе жить. Не хотят в деревне. Раньше как было, когда я был подростком? Никому не разрешали в город ехать, молодежь оставалась в деревнях. Я когда стал устраиваться иподьяконом в Рязани, мне было 18 лет, а паспорт невозможно получить было. Не давали. То есть, никто не мог в Рязани работать. Мне пришлось с хлопотами, по знакомству, получать паспорт.". Ялта пурнасшăн мар, шельмă, Акасапар пекех. Паспортне те по блату илтĕм те. Вот çавăн пек по-блату ирттернĕ пурнăçне, мăнтарăн.Вăн Праскье ун умĕнче мĕнле пуçне усса тăрать, тоже по-блату.
2014.04.11 13:19
Аçтахар Плотников
«Чăвашла та ăмăртса вĕренччĕр тесе условисем туса памалла, унсăрăн пулмасть.»
Ара, тăватăп-иç. Сайта ятарласа çавăншăн туса. Шельмăсем вырăсла мар, чăвашла вулаччăр тесе. Ытти хатĕр-хĕтĕре те çав тĕллевпех туса. Анчах та чăвашла вĕрентме пăрахсан — кама валли пулĕ сайт? Ман малашлăх пирки те шухăшламалла вĕт! Вăт ыйтап та тӳре-шарран — вĕрентĕр ачасене чăвашла! Условисем туса парăр. Экзамен тытмалла мар пулсан — ача вăл предмета ăша хывмасть те. Ячĕшĕн кăна вĕренĕ...
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.11 16:01
Хисеплĕ Админ.Шкулта вĕрентнипе чăвашла вĕренме пултарнă ачана кама пĕлен?.Уйрăмах çак сайта кĕрекеннине?.Пур-и ун пеккисем?.Савăнтар тархасшăн пире.
2014.04.11 16:11
Аçтахар Плотников
Эпĕ, сăмахран. Шкулта вĕреннĕ, вĕрентекенĕ чаплах мар пулин те чăвашла пĕлетĕп. :) Эсир, мĕн, шкулта вĕренмен-им чăвашла?
Agabazar // 3044.49.3668
2014.04.11 17:07
Agabazar
Слапух Турра, мана та шкулта чăвашла вĕрентнĕ. Шкулта вĕрентмен пулсан, эп тахçанах вырăса тухса каймалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.11 17:08
Хисеплĕрен те хисеплĕ Админ!Эсĕ шкулта вĕреннинчен ытла килте чăвашла атте-аннепе, тăвансемпе, ялйышпа калаçнă. Шкулта вĕреннипех нихçан та чăвашла вĕренимастăн. Тташе эпĕ хăшпĕр чăвашла сăмахсене аран-аран аса илсе çыратăп. Чăвашла яланах калаçмасан асăмра юлать темиçе сăмах анчах.
2014.04.11 19:43
Аçтахар Плотников
Шкулта та чăвашлах калаçса...
Agabazar // 3044.49.3668
2014.04.11 19:52
Agabazar
Шкулта чăваш чĕлхи пулмасан, вăл майĕпен килтен те çухалать. Тĕнчере тĕлĕнтермĕшсем пулмаççĕ.
Анатсем // 9290.9.6668
2014.04.11 20:38
Авал чăваш чĕлхи мĕнле майпа упраннă-ши вара? Пирĕн куна та çапла чĕррĕн çитнĕшĕн кама тав каламалла?

Paĝoj: 1, [2], 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj