Ара испанла та тытма палать, анчах чӑвашла — май ҫук. Чӑннипе те кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса хунӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр мар-и? Тӑван чӗлхепе экзамен тытма май ҫук. Вырӑс челхине Раҫҫей патшалӑх чӗлхи тесе тыттараҫҫӗ-ха, тӑван чӑваш чӗлхи пирки калаҫма пуҫласан — тӳрех хирӗҫ тӑраҫҫӗ! Ачисене испан чӗлхипе тыттарӗҫ, анчах чӑвашла мар...
Кӑҫал тата 9-мӗш классене те экзамен тыттарасшан мар пек калаҫаҫҫӗ... Какуй унта 11-мӗш класс пӗтерекенсем пирки. Министерство ҫыннисене вара мӑн асаттесем, мӑн асаннесем умӗнче намӑс мар-ши?
//йӑнӑшап пулсан — каҫарӑр
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Чăваш чĕлхи халь те çаплипех пулĕччĕ... енчен те пирĕн пурнăçа телевизор кĕмен пулсан. Телекурав питĕ вăйлă витĕм пачĕ. Телевизор витĕр вырăс чĕлхи пурнăçа кĕрсе кайрĕ те...
Чăвашла çырма-калаçма шкултах верентрĕç, паллах эпир килте те, ял хушшинче те Чăвашла калаçнăччĕ. Халĕ те ялта çаплах. Ман ача райцентрта вĕренеть (шкул вырăс шкулĕ программипе), анчах чăвашла та, акăлчанла та, вырăсла та çав шкултах вĕренет, виçĕ челхипе те ăнланать, çырать, калаçма та пултарать самаххисене пĕлнĕ чухлĕ. Паллах вырасла, чăвашла вал пĕр шаях усă курать. Акăлчанла сахалтарах (практика çук).
Çавăнпа та çапла шухăшлатăп:
1.Чĕлхене шкулта та вĕренме пулать, вĕрентеççĕ те.
2.Чĕлхе вĕренесси, усă курасси вĕренекенĕн, вĕрентекенĕн кăмăлĕнчен тата тăрăшăвĕнчен килет, куллен усă курнинчен килет.
3. Çакна пула чĕлхене вĕренес тата унпа усă курас текен - вĕренме те, усă курма та пултарать, никам та чармасть!!!
4. Чăваш чĕлхипе ППЭ (ЕГЭ) тытма май пултăр тесен, çакăн пирки хальхи "веренÿ çинчен" закона улшăну кĕртмелле.
5. Кам çакна тума законлă май пĕлет айтăр çыру хатĕрлетпĕр пирĕн Госсоветри, Гос. Думăри, Соф.Федри депутатсем , тата пирĕн патшалăх пуçлахĕ патне. Эпĕ алă пусатăп.
Arayen:"...никам та чармасть!!!" "Никам та чармасть" пуль-ха та, анчах мĕншĕн çапах та "чĕлхе хуçалăхĕ" кунсерен юхăнса пырать? Мĕншĕн çак ыйтуран пăрăнатăр? ЕГЭ вырăс мар чĕлхепе тытма май пултăр тесе тутарсем тем те туса пăхрĕç — май тухмарĕ. Сирĕнпе пирĕн çырăва камах шута илĕ-ши? Алă пусатăп тетĕр-ха та, ăçта вăл çав япала?
Эпĕ ăнланнă тăрăх,Акасапар Физикă,математикă, биологи,Хими претмечĕсемпе чăваш чĕлхипе тыттарасшăн пулмалла. Эпĕ пĕрре те хирĕç мар.Анчах та физикă е хими претмечĕпе ыйтусем чăвашла калăплама, вĕсем çине хуравне чăвашла пама пултаракан ПĔРтен ПĔР чăваш ятне каласан питĕ кăмăллă пулмалла.
Анатсем // 1988.69.0636
2014.04.12 10:38
Тĕнчери чи хитре чĕлхе шăпи паянхи тÿре-шарана мĕншĕн пĕрре те пăшăрхантармаст? Эпир калаçăпăр-ха кунта.Темле те уйласа пăхăпăр.
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.12 10:53
Акапасар питĕ ансат япалана ăнланмасть.Хăть те мĕнле пулăм пĕтет унпа усă курманнипе.Чĕлхе хуçалăхĕ кунсерен юхăнса пырать эпир унпа усă курманран.Театрти кассир тĕлĕнет;ма-ха билет ыйтакансем пурте тенĕ пекех вырăсла ыйтаççĕ?.Чăваш театрне пынă хăйсем.
Усă курманни те пĕтерет. Шкулта ППЭ тытманни, 9-мĕш класра экзамен тытманни — пурте пĕтереççĕ. Вĕсем обществăра вăйлăрах та вăйлăрах «чăваш чĕлхи кирлĕ мар» тенине халăх пуçне кĕртеççĕ.
Arayen, çыру хатĕрлĕр, эп пусма хатĕр. // эп чăн та пурне те тума пултараймастăп. Эсир те мĕн те пулин тăвăр-ха.