


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Атнер // 3913.58.4645
2014.04.12 11:07 | |
Акапасар,эсĕ виртуаллăскер.Çавăнпа эсĕ вăл "эсĕ"/ | |
Владимир // 8419.0.1776
2014.04.12 11:55 | |
Тăвансем, тавлашса ларар мар. Пирĕн халăхран пурте çав тери куласшăн. Ак пачăшкă Варнавăна илер. 1976-мĕш çулта чăвашсем çăпатапа çÿренĕ тет, путсĕр поп. Вăл çулсенче Чăваш республики пачăшкă килнĕ Рязань облаçĕнчен çав тери вăйлăрах аталаннă. 38 çул хушши чăваш хушшинче пурăнса, библи çырăвĕсене сĕмсĕррĕн пăсса(возлюби язык ближнего, возлюби значит выучи)виçĕ сăмах чăвашла вĕренеймен поп мăшкăласа кулать чăвашсенчен. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.12 15:20 | |
Анчах та вăл калаçнă чух'эсир"тет.Культурнăй вăл Акапасар пекех.Çавсем ĕнтĕ пирĕн кукамайсене пĕр хурантан çинĕшĕн,вилкăпа усă курманшăн тата хуть-те кама та "эсĕ"тенĕшĕн "безкультурнăй"тесшĕн. | |
Светлана Ив. // 4186.57.1361
2014.04.12 23:18 | |
Пачăшкă верентнипе чаваш таван челхерен писнĕ пулса тухать капла. Варнава пилленипе чавашла Библи те тухре çке. Ашше-амашесер ачасене те ЧНК мар чирку хай хуттине илет. Тура пулашсан чаваш челхи те пахалане ак. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.04.13 00:07 | |
![]() |
«Варнава пилленипе чавашла Библи те тухре çке.»
Пиллесе çитереймен пулас — кĕнекине аран-аран тупма пулать. Тахам валли кăларнă вĕсем... //эп тиркеместĕп. Анчах çав сăваплă ĕçе сăваплă тумалла пулнах ĕнтĕ. Аттук, темшĕн, укçа тăвассишĕн кăна ĕçленĕ пек туйăнать. |
Якур // 3926.06.3245
2014.04.13 08:25 | |
Хисеплĕ Светлана Ив.! Яланах тĕрĕсне çырма тăрăшмалла. Тĕрĕссипе "çапкаланчăк" ачасене чиркÿ те мар, пачăшкă та мар-- а "сердобольные бабушки прихожане" илеççĕ на поруки. Чиркÿри пачăшкăсем мĕнле пурăннине "шалтан" курмалла. Вара ăнланма пулать--чиркÿре бизнес пырать. | |
Васса // 2280.79.1757
2014.04.13 09:18 | |
Якур пĕрисене "хисеплĕ Светлана Ив."тесе чĕнет, теприсене "тăхлачă"... | |
Якур // 3926.06.3245
2014.04.13 11:37 | |
Хисеплĕ Васса тăхлачă!Хисеплĕ е тăхлачă тени çине кÿренмелле мар ман шутпа.Манăн Çветтука(Светл.Ив) питĕ ĕнентерес килет çакна:пĕтĕм лайăх утăмсене тĕнчере тÿрĕ кăмăллă çынсем тăваççĕ( ЧНК-ра и вĕсем, Чиркÿ-ре и, обществăлла организацинче и е культура учрежденинче и--пур çĕрте те ăшă кăмăллă çынсем пурах,национальнаçе пăхмасăрах). | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.04.13 12:55 | |
Якур пĕлет кама мĕнле чĕнмеллине( шуткă). Чиркÿ пирки калас пулсан, чиркÿне çÿремесĕр те <чунпа тивĕçлĕ çын> пулнине палăртса пурăнма пулать. Кам çÿреть чиркĕве-çÿретĕр, никам та хирĕç мар. Анчах кунтан пиар-бизнес тумалла мар çеç. | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.04.13 13:27 | |
Пĕлетпĕр ĕнтĕ.Ухмахсем мар.Пачăшкăсем чăваш чĕлхине аталантарма килнĕ пулать кунта çĕр çул каялла.Хисеплĕ Варанава чăваша хисеплесе чăвашла калаçма та вĕреннĕ Чăваш çĕрĕ çинче.Чăвашла кĕлĕ янрать чиркÿсенче чăваш валли.Кмремет вара вырăслатасшăн пулнă-ши? |