Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Владимир: Мӗн вӑл пирӗншӗн вырӑс чӗлхи?

Владимир30.12.2013 18:1764139 Пурĕ пăхнă

Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me

Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»

Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!

Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 3105.22.1247
2014.01.05 13:04
Алатар. Отправлено: 05 января 2014, 01:26. Проект закона (Российской империи) 1910 года: ... Устранить из ….. школ (кунта тутарсем пирки каланă) предметы преподавания общего характера, в том числе и русский язык, ограничив программу преподавания в означенных школах исключительно предметами, относящимися к изучению (своего) вероучения ...

Владимир // 3105.22.1247
2014.01.05 13:07
Так вот,çакăнпек закон ан пултăр тесе тутарĕсем мĕнле сиксе ÿкнине пĕлетĕр-и эсир? Тăнлă тутарсем ун чухнех ăнланнă: мĕн вăл пирĕншĕн вырăс чĕлхи!
Agabazar // 2957.35.2576
2014.01.05 15:35
Agabazar
Ну мĕн хĕрĕнеççĕ-ши кунта тата?

Питĕрмен, уçă алăка мĕн çĕмĕрсе кĕмелли пур? Ăста курнă эсир паянхи кун вырăс чĕлхине пăрахăçлас текен туртăма? Ăçта унашкал "хăрушлăх"?

Кирли çинчен калаçасчĕ....
Владимир // 9944.0.9902
2014.01.06 14:16
Акапасара. Темăна мĕн сăлтавпа тапратнине манас марччĕ. Чăваш ачине вырăс чĕлхине пĕлни тата вĕренни кирлĕ е кирлĕ мар?
Agabazar // 3318.88.4568
2014.01.06 15:06
Agabazar
Вăт шăпах çавăн пирки калаçатăп та: Вырăс чĕлхине пĕлесси е пĕлес марри — пирĕншĕн паян пачах та актуаллă ыйту мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.06 15:32
Акасапар пирĕншĕн паян мĕнле ыйту актуаллă е актуаллă маррине те маннă ĕнтĕ.Мĕн çинчен çырнине те манса пырать вăл.
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:42
"Вырăс чĕлхине пĕлесси е пĕлес марри — пирĕншĕн паян пачах та актуаллă ыйту мар."-тесе çырать Акапасар текен çыравçă. Паллă ĕнтĕ, паянхи чăваш ачисемшĕн чи актуаллă ыйту акăлчан е китай чĕлхине вĕренесси.Çавăн çинчен каласшăн Акапасар шăллăм.
Agabazar // 3054.27.3274
2014.01.07 09:56
Agabazar
Ман шутпа, Чăваш Республикине пĕр 100 çын акăлчан чĕлхипе ирĕклĕн калаçма пултаракан çын кирлĕ. Синхронист куçаруçă шайĕнчисем. Кашни районта пĕр-ик çын. Тата -аслă шкулсенче, ытти çĕрте. Унтан урăх кирлех те мар. Вăтам шайра пĕлекеннисем тата пĕр-ик пин çын кирлĕ, тен. Ара, куçаруçăсене ятарласа Мускавран чĕнсе килмелле мар ĕнтĕ.

Вăт пулчĕ те. Ну Китай чĕлхи вара пирĕн Республикăра ним тума та кирлĕ мар: Дипломатсем çук вĕт! Экономика çыхăнăвĕсене йĕркелеме акăлчан чĕлхи те çителĕклĕ. Китай çыннисем хăйсем те вăл чĕлхене ăмăртмалла вĕренеççĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.07 10:55
Китай чĕлхи пирки Акасапар калани иккĕленÿллĕ япала. Халь нумай усламçă Китая тÿрремĕнех çÿрет, вĕсен мĕн тума акăлчанла куçарса ăшталанмала?
Владимир // 2252.21.8157
2014.01.19 13:20
Акăлчан чĕлхине ăнкараканнисен шучĕ Чăваш Енре çулран çул ÿссех пырать. Ку ĕç, паллах, Шупашкарта тата Çĕн Шупашкарта анлăрах палăрать. Анчах та ку "акăлчансем" хăйсен пуласлăхне Чăваш Енпе çыхăнтармаççĕ. Çавăнпа акăлчан чĕлхине çине тăрсах вĕренеççĕ те!

Paĝoj: 1, ... 18, 19, 20, 21, 22, [23], 24, 25, 26, 27

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj