Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3327161 Пурĕ пăхнă

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Якур // 3226.00.9530
2014.03.02 22:46
Бор тата АКапсара пĕлсе тăма.Тимĕр тăван ялĕнче Çăварни уявĕ ирттерсе килчĕ. Халĕ Шупашкарта Акапасар хăта йĕркелесе парасса кĕтсе пурнатпăр.Шанчăк тени çукрах,паллах. А чорт пĕлет-и, тен Акапасар тĕнче шайĕнчи ШОУ йĕркелесе парать?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.04 14:31
Çăварни эрни иртсе пырать,ЯКУР хăта. Курса киленеймерĕмĕр çав ШОУ текеннине. Тепĕр тесен пире Шоу мар, ахаль Çăварни уявĕ те,сивĕ Хĕл иртсе кайнин -Çуркунне килсе çитнĕ уяв йĕркелесе парсан та çитетчĕ. Кăçал полимаç поль-ши Аптраманистан çĕршывĕнче? Вара ку çĕршывра Аптракансем порнаççĕ-ши?
Петюк пичче // 4186.57.1361
2014.03.05 23:49
Кхе, кхе! Айвансем пуранассе Айванистанра. Аййа!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.06 11:20
Петюк пиччепе килĕшетĕп.Анчах та Акасапар пурнать пулмалла Паттăрстан çĕршывĕнче, халь вăл кайнă Украин çĕршывне. Часах пире çĕнĕ хыпарсемпе палаштарĕ.
Якур // 2106.16.8321
2014.03.07 23:24
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: канашлуçăна кӳрентерни
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 10:27
Админ, юриех кĕрсе вуларăм,"мĕнпе кÿрентернĕ-ши Якур?" тенĕ шухăш канăç памасть.Вара Акасапар çырать:"Еххĕмистанра Еххĕмсем пурăнаççĕ.Ефимистанра Ефимсем пурăнаççĕ.Паттăристанра паттăрсем пурăнаççĕ.Аптраманистанра аптрамансем пурăнаççĕ.".
Якур вара:"Анчах та Акасапар пурнать пулмалла Паттăрстан çĕршывĕнче, халь вăл кайнă Украин çĕршывне." Админ с трех раз угадай мĕнле уйрăмлăх, кам кама кÿрентернĕ? Эсĕ мĕн, ТŸРЕ-им?
Якур // 4159.04.2800
2014.03.08 19:20
Эп ним те хирĕç тата сивлесе çырмастăп. Кăтартса патăр Акапасар,Кубрат хăйсен "паттăрла" ĕçĕсене. Вара ĕçе пăрахсах вĕсем хыççăн сулмаклă утăмсемпе утма хатĕр. Анчах та çук вĕсем, çав "ĕçсем". Форумра: "тумалаччĕ, сĕнмеллеччĕ, ыйтмалаччĕ тата темтепĕр" тесе çырса ларнипе,шел пулин те, малалла кайимастпăр.Пĕр тĕслĕх: Г.Н.Архипов конгрессра Чăвашлăхшăн ÇУННĂ пулсан, мĕншĕн кăларса ывăтнă хыççăн çур çул иртнĕ пулсан пĕр утăм та тумарĕ чăвашлăхшăн? Хуравла Админ тата Акапасар ыйту çине.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.09 09:56
Админ хăта,сăмахсем пĕтрĕç-им? Хурав çырма та хăюлăх тупма çук-и вара?
Вихтăр // 1886.81.1982
2014.03.15 11:05
АПТРАМАНИСТАН темипе мĕн каласшăн Agabazar. Ку темăпа унăн тÿрех каймалла Чăваш Çĕршывĕ никама пăхăнманлăхшăн тăрăшнă В.Туркай патне. Вăл поэтсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ пулмалла. Хăй "никама пăхăнманлăх" мĕн пулнине ăнланмасть,паллах. Паянхи кун трибуна çинче Туркай "эпĕ Путинăн шантарнă çынни" тесе кăшкăрать.
Якур // 7128.9.1596
2014.03.15 22:40
Сăвă:"Уй-хир сасси кĕрет кашни киле."-мĕн çинчен ку йĕрке? Чăвашстанра 50% ытла хулара пурнать халăх, хулара авто, механизмсен сасси çеç.
Сăвă йĕрки:"Тÿсĕмлĕхпе тĕлĕнтерен чĕлхен
Витĕмлĕхне кунта куллен туятпăр.
Хăвачĕ унăн иксĕлмĕ нихçан!"-мĕнле чĕлхен хăвачĕ çинчен-ши ку йĕркесенче,питĕ пĕлес килет? Тутар чĕлхи çинчен-ши7

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 8

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj