Ҫак сӑмахсене малтанхи хут нумай ҫул каялла филологи наукисен докторӗ Юрий Артемьев профессор каланӑ.
Тӗрессипе вара ҫавӑн евӗрлӗрех калакансем (урӑх халӑхсем тӗлӗшпе) татах та пулнӑ. Чӑн малтанах кунта Грузири мухтавлӑ философа Мераб Мамардашвилие асӑнмалла. "Каждый грузин - государство само по себе, каждый - царь, он не может подчиняться другому," —ак мӗнле илтӗнеҫҫӗ вӑл каланӑ сӑмахсем, грузинларан вырӑсла куҫарсан. http://www.c-cafe.ru/days/bio/27/018_27.php
Нумаях пулмасть Лингвофорумра "Каждый башкир —сам себе академик" тенине курнӑччӗ. Кайран тепӗр хут шыраса пӑхрӑм — тупаймарӑм. Тата каярахпа, тен, тупӑнӗ-и-ха.
Мамардашвилие илес пулсан, вӑл МГУра Михаил Горбачёвпа пӗрле вӗреннӗ. Ҫывӑх туссем пулнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Пур наци лидерĕсем калани те вырăнлă. Патша пĕрре пулас тесен лидерăн яваплăхĕ чи çÿлти шайра пулмалла.Енчен те наци лидерĕ безкорыстный(каçарăр чăвашла мĕнле пулать пĕлмес) пулнине ĕненсен, ун тавра пиншер, 100-шер пин çын пухăнĕç. Çав безкорыстный çын çуралнă пулĕ-ха, уна тупса палăрмалла.
Якур:"Пур наци лидерĕсем калани те вырăнлă."Мераб Мамардашвили наци лидерĕ пулман. Вăл, философ пулнă май, ĕмĕрне кабинетра ларса ирттернĕ Юрий Артемьев та наци лидерĕ мар.