Ҫак сӑмахсене малтанхи хут нумай ҫул каялла филологи наукисен докторӗ Юрий Артемьев профессор каланӑ.
Тӗрессипе вара ҫавӑн евӗрлӗрех калакансем (урӑх халӑхсем тӗлӗшпе) татах та пулнӑ. Чӑн малтанах кунта Грузири мухтавлӑ философа Мераб Мамардашвилие асӑнмалла. "Каждый грузин - государство само по себе, каждый - царь, он не может подчиняться другому," —ак мӗнле илтӗнеҫҫӗ вӑл каланӑ сӑмахсем, грузинларан вырӑсла куҫарсан. http://www.c-cafe.ru/days/bio/27/018_27.php
Нумаях пулмасть Лингвофорумра "Каждый башкир —сам себе академик" тенине курнӑччӗ. Кайран тепӗр хут шыраса пӑхрӑм — тупаймарӑм. Тата каярахпа, тен, тупӑнӗ-и-ха.
Мамардашвилие илес пулсан, вӑл МГУра Михаил Горбачёвпа пӗрле вӗреннӗ. Ҫывӑх туссем пулнӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
"Патша" сăмах тутар чĕлхинчен кĕнĕ. Тата "господин" сăмах пур. Вырăсла сăмах. Ăна чăваш чĕлхи валли майлаштарас тесен "хоспочын" пулать. "Адаптацилесен" ĕнтĕ.
Ача чухне "Хам хулара хам патша!" текен вăйă пурччĕ. Пĕри çÿллĕрех вырăна хăпарса тăрать. Ыттисем ăна унтан сирпĕтме тăрăшаççĕ. Кам сирпĕтеет, çавă хăй тĕмеске çине хăпарса тарать, "патшана тухать".
Хула патши мар пуль,Тĕмеске,Ту патши.Ну юрать,темăпа калаçсан çав вăйăна Акасапар ача чухне нумай вылянă курăнать,халь те Форум патши пулса юласшăн. Пĕчĕк ача пек:"Акапасар сирĕншĕн "эсĕ" мар."-тесе 10,кирлĕ пулсан 100 хутчен çырса ларма пултарать.Ну ĕç çук пулсан:чем бы дитя не тешилось, лишь бы не плакало.Начальниксем çук,план çук,хĕле кĕме унсăрах хатĕрленнĕ.Вот ларать çырса,ĕç тунă пек курăнать.